Январӗн 9—15
ИСАИЯ 29—33
103-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин. е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Патша патшалӑха тӳрӗлӗхпе тытса тӑрӗ» (10 мин.)
Ис 32:1. Патшалӑха тӳрӗлӗхпе тытса тӑракан Патша вӑл — Иисус Христос (w14 2/15 6 с., 13 абз.)
Ис 32:2. Патшана ларнӑ Иисус кӗтӳшӗн тӑрӑшма «аслӑ ҫынсене», е старейшинӑсене, лартать (ip-1-U 332—334 с., 7, 8 абз.)
Ис 32:3, 4. Вӗрентсе тӑнине пула Иеговӑн халӑхӗ тӳрӗлӗх кӑтартма пултарать (ip-1-U 334—335 с., 10, 11 абз.)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин.)
Ис 30:21. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вӑл мӗн каланине мӗнле илтме пултараҫҫӗ? (w14 8/15 23 с., 2 абз.)
Ис 33:22. Хӑҫан тата мӗнле майпа Иегова Израиль халӑхӗн Судьи, Саккун Параканӗ тата Патши пулса тӑнӑ? (w14 10/15 11 с., 4 абз.)
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?
Ку эрнере пӑхса тухнӑ Библи сыпӑкӗсенчен мӗн пӗлнипе эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗнле усӑ курма пултаратӑп?
Библи вулани (4 мин. е сахалрах): Ис 30:22—33
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш хут килни (2 мин. е сахалрах): «Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?» брошюра (bp178) (тӗп тема). Тарӑхса кайнӑ кил хуҫипе калаҫни.
Тепӗр хут килни (4 мин. е сахалрах): «Библие вулама интереслӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?» брошюра (bp178) (тӗп тема). Библири сӑвӑ йӗркисене электронлӑ хатӗртен вуласа пар.
Библи вӗренӗвӗ (6 мин. е сахалрах): lv 31 с., 12, 13 абз. Вӗренекенӗн чӗрине мӗнле хускатмаллине кӑтарт.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
87-мӗш юрӑ
«Ҫил-тӑвӑлран... хӑтӑлмалли хӳтлӗх» (Ис 32:2) (9 мин.). «Ҫил-тӑвӑлран... хӑтӑлмалли хӳтлӗх» видеоролик кӑтарт.
«Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ пулӑр» (6 мин.). «Иеговӑн тусӗ пул. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ пулӑр» видеоролик кӑтарт. Унтан сцена ҫине ачасене (вӗсемпе маларах калаҫса татӑл) чӗн те вӗсене ыйтусем пар: пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ пулма сире мӗн чӑрмантарма пултарать? Ковчега мӗнле тумаллине Иегова ӑнлантарса панӑ чухне Ной тимлӗ итлемен пулсан, мӗн пулса тухма пултарнӑ? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче ачасен мӗншӗн тимлӗ пулмалла?
Пухура Библи вӗренни (30 мин.): kr 6 сып., 16—24 абз., «Патшалӑх ертсе пынине эсир чӑннипех ӗненетӗр-и?» рамка
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин.)
21-мӗш юрӑ тата кӗлӗ