ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Маншӑн мӗн чи кирли?
Иаков ангелпа питӗ хаклӑ япалашӑн кӗрешнӗ — вӑл Иеговӑран пиллӗх илесшӗн пулнӑ (Плт 32:24—31; Ос 12:3, 4). Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эпир Иеговӑна итлесе пурӑнма тата унран пиллӗх илес тесе хамӑр мӗн тума пултарнине веҫех тума хатӗр-и? Калӑпӑр, пирӗн йышӑну тумалла: ӗҫ хыҫҫӑн юлса ӗҫлемелле-и е пухӑва каймалла-и? Эпир мӗнле йышӑну тунӑ пулӑттӑмӑр? Иеговӑна чи лайӑххине — вӑхӑта, вӑя е укҫа-тенке — паратпӑр пулсан, вӑл пире нумай пиллӗх парӗ (Мл 3:10). Пирӗн Туррӑмӑр ялан пирӗнпе юнашар, вӑл пире хӳтӗлет тата мӗн кирлине пурне те парса тӑрать (Мф 6:33; Евр 13:5).
«СӐВАПЛӐ ӖҪРЕ ХӐВӐР ЛАРТНӐ ТӖЛЛЕВСЕНЕ ЯЛАНАХ АСРА ТЫТӐР» ЯТЛӐ ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
-
Хӗрарӑм тӑван мӗне юратни ӑна сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма мӗнле чӑрмантарнӑ?
-
Пирӗн ӗҫ мӗнле майпа пирӗншӗн таната пулса тӑма пултарать?
-
Мӗншӗн Тимофейӑн, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианинӑн, малалла та сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартмалла пулнӑ? (1Тм 4:16.)
-
Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗншӗн малти вырӑнта пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?