Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ют турӑсене пӑрахӑр»

«Ют турӑсене пӑрахӑр»

Иегова йӗрӗхсене пуҫҫапма чаракан саккун паричченех Иаков Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмаллине пӗлнӗ (Тх 20:3—5). Ҫавӑнпа Турӑ Иакова Вефиле таврӑнма хушсан, лешӗ хӑйӗн кил-йышӗпе тарҫисене йӗрӗхсенчен хӑтӑлма хушнӑ. Иаков пӗтӗм йӗрӗхсене, ҫав шутрах амулетсем пек ҫакса ҫӳреме пултарнӑ хӑлха ҫаккисене те, пуҫтарса вӗсене пурне те алтса пытарнӑ (Плт 35:1—4). Паллах, Иегова Иакова ҫакӑншӑн ырланӑ.

Иеговӑна ҫеҫ парӑннине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пирӗн йӗрӗхсене пуҫҫапассипе е спиритизмпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑнтан пуринчен те пӑрӑнмалла. Тӗслӗхрен, спиритизмпа ҫыхӑннӑ япаласене кӑларса пӑрахмалла. Ҫавӑн пекех пирӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне тимлӗ пулмалла. Хӑвӑнтан ыйт: «Мана вампирсем, зомбисем тата асамлӑ вӑйсем ҫинчен фильмсем пӑхма е кӗнекесем вулама килӗшмест-и? Эпӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑра асамлӑха, тухатланине е ылханнине сиен кӳмен те интереслӗ япала пек кӑтартмаҫҫӗ-и?» Эпир Иегова курайман пур япаларан та аякра тӑрасшӑн (Пс 96:10).

«ШУЙТТАНА ХИРӖҪ ТӐРӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Библи вӗренекен Палесӑпа мӗн пулса тухнӑ?

  • Спиритизмпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗншӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

  • Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр тата Турӑпа ҫывӑхланӑр (Иак 4:7, 8)

    Иегова хӳтӗлетӗр тесен мӗнрен хӑтӑлмалла?

  • Палеса мӗнле татӑклӑ йышӑну тунӑ?

  • Эсӗ хӑвна демонсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑн?