Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ КАЛАВ

Ҫунакан тӗмӗ

Ҫунакан тӗмӗ

СУРӐХСЕМ валли курӑк шыраса Моисе́й Хори́в тӑвӗ патне ҫитнӗ. Унта вӑл ҫунакан, анчах та ҫунса пӗтмен тӗмӗ курнӑ!

«Тӗлӗнмелле,— шухӑшланӑ Моисе́й.— Ҫывӑхарах пырам та лайӑхрах пӑхам». Вӑл ҫывхарма пуҫласан, тӗмӗ хушшинчен сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫывӑха ан кил. Сандалисене хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн сӑваплӑ ҫӗр». Ҫакӑ ангел урлӑ калакан Турӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Моисе́й хӑйӗн питне хупланӑ.

Ун хыҫҫӑн Турӑ каланӑ: «Эпӗ хамӑн халӑхӑм Египетра́ асапланнине куртӑм. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна ирӗке кӑларасшӑн, эсӗ вара манӑн халӑха Египетра́н илсе тухӑн». Иегова хӑйӗн халӑхне илемлӗ Ханаа́н ҫӗрне илсе килме шутланӑ.

Анчах Моисе́й каланӑ: «Эпӗ никам та мар вӗт. Эпӗ ҫакна мӗнле тӑвӑп-ха? Юрать, эпӗ кайӑп тейӗпӗр. Изра́иль ҫыннисем манран ыйтӗҫ: “Кам сана янӑ?” Ман вӗсене мӗн калас?»

— Вӗсене ҫапла калӑн,— хуравланӑ Турӑ. — “ИЕГОВА, Авраа́м Турри, Исаа́к Турри тата Иа́ков Турри мана сирӗн патӑра ячӗ”.— Унтан Иегова хушса каланӑ: — Ҫакӑ манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм.

— Анчах та мана эсӗ янине вӗсем ӗненмерӗҫ пулсан,— хуравланӑ Моисе́й.

— Санӑн аллунти мӗн вӑл?— ыйтнӑ Турӑ.

— Туя,— хуравланӑ Моисе́й.

— Ҫӗре пӑрах ӑна,— хушнӑ Турӑ. Моисе́й туяна ҫӗре пӑрахсан, вӑл ҫӗлен пулса тӑнӑ. Кайран Иегова Моисее́ тата тепӗр тӗлӗнмелле япала кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ: «Аллуна хӗвне чик». Моисе́й ҫавӑн пек тунӑ та, вара хӑйӗн аллине туртса кӑларсан, вӑл пӗтӗмпех юр пек шуралса кайнӑ! Алла хаяр чир, тилҫе текен чир, ярса илнӗ пек курӑнса тӑнӑ. Кайран Иегова Моисее́ виҫҫӗмӗш тӗлӗнмелле ӗҫ тума вӑй панӑ. Юлашкинчен вӑл Моисее́ каланӑ: «Эсӗ ҫак пур тӗлӗнмелле ӗҫсене тусассӑн, Эпӗ сана янине Израиль ҫыннисем ӗненӗҫ».

Моисе́й килне кайнӑ та Иофора́ каланӑ: «Тархасшӑн, хамӑн тӑвансем мӗнле пурӑннине курмашкӑн вӗсем патне таврӑнма ирӗк парсам мана». Иофорпа́ сывпуллашсан, Моисе́й каялла Египета́ кайнӑ.

Тухни 3:1—22; 4:1—20.