53-МӖШ КАЛАВ
Иеффай сӑмах пани
САНПА ҫакӑн пекки пулнӑ-и: эсӗ сӑмах паратӑн, кайран вара ӑна пурнӑҫлама йывӑр? Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ ҫынпа шӑпах ҫакӑн пекки пулса тухнӑ та, ҫавӑнпа вӑл ҫав тери хуйхӑрать. Ҫакӑ Иеффа́й ятлӑ хӑюллӑ Изра́иль судйи.
Иеффа́й Изра́иль халӑхӗ Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахнӑ вӑхӑтра пурӑнать. Вӗсем каллех япӑххине тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова Аммон ҫыннисене вӗсене пусмӑрласа пурӑнма ирӗк парать. Вара Изра́иль ҫыннисем Иеговӑна йӑлӑнаҫҫӗ: «Сан умӑнта эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр. Тархасшӑн, ҫӑл пире!»
Ҫынсем япӑх ӗҫсем тунӑшӑн ӳкӗнеҫҫӗ. Хӑйсем ӳкӗннине вӗсем каллех Иеговӑна пуҫҫапнипе кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Иегова вӗсене ку хутӗнче те пулӑшать.
Япӑх Аммон ҫыннисемпе ҫапӑҫмашкӑн халӑх Иеффая́ суйлать. Иеффа́йӑн ҫак ҫапӑҫура Иеговӑна ҫав тери хӑйне пулӑштарас килет. Ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна сӑмах парать: «Эсӗ мана Аммон ҫыннисене ҫӗнтерме пулӑшсан, эпӗ вара ҫӗнтерӳпе тавраннӑ чухне мана кӗтсе илме килтен пӗрремӗш тухакана сана парӑп».
Иегова Иеффа́й сӑмах панине илтет, вара ӑна ҫӗнтерме пулӑшать. Иеффа́й килне таврӑнсан, ӑна хирӗҫ пӗрремӗш кам тухнине пӗлетӗн-и? Унӑн хӗрӗ — унӑн пӗртен-пӗр ачи. «Ах, манӑн хӗрӗм!— йӗрет Иеффа́й.— Эсӗ мана питӗ хурлантартӑн. Эпӗ Иеговӑна сӑмах патӑм, ӑна каялла илме пултараймастӑп».
Ашшӗ сӑмах пани ҫинчен пӗлсен, Иеффа́й хӗрӗ те чи малтанах хурланса ӳкнӗ. Мӗншӗн тесен Иеффа́й хӗрӗн ашшӗпе тусӗсене хӑварма тивет. Анчах та вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе Силомра́ чатӑр ҫумӗнче Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ашшӗне калать: «Эсӗ Иеговӑна сӑмах патӑн пулсан, санӑн ӑна пурнӑҫламалла».
Вара Иеффа́й хӗрӗ Силома́ каять те ӗмӗр тӑршшӗпе Иеговӑшӑн унӑн чатӑр ҫумӗнче ӗҫлесе пурӑнать. Ҫулталӑкра тӑватӑ кун Израиль хӗрарӑмӗсем ӑна курма пыраҫҫӗ, вара вӑхӑта пӗрле савӑнӑҫлӑ ирттереҫҫӗ. Халӑх Иеффа́й хӗрне юратать, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑшӑн питӗ лайӑх ӗҫлет.
Тӳресен 10:6—18; 11:1—40.