Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

62-МӖШ КАЛАВ

Давид килӗнчи инкексем

Давид килӗнчи инкексем

ДАВИ́Д Иерусалимра́ пуҫпулса ертсе пыма пуҫланӑ хыҫҫӑн Иегова пулӑшнипе вӑл хӑйӗн тӑшманӗсене нумай хутчен ҫӗнтерет. Иегова Изра́иль халӑхне Ханаа́н ҫӗрне пама сӑмах панӑ. Халӗ вара Иегова пулӑшнипе ҫак пама пулнӑ ҫӗр пӗтӗмпех вӗсен пулса тӑрать.

Дави́д — лайӑх ертӳҫӗ. Вӑл Иеговӑна юратать. Ҫавӑнпа та вӑл чи малтан Иеговӑн халал ковчегне Иерусалима́ куҫарать. Вӑл ҫавӑн пекех ковчег валли храм туса лартасшӑн.

Темиҫе ҫул иртсен, Дави́д питӗ япӑх ӗҫ тӑвать. Ют япаласене илме юраманнине Дави́д пӗлет. Анчах пӗррехинче каҫхине вӑл хӑйӗн кермен тӑрринчен хитре хӗрарӑма курать. Ӑна Вирса́вия тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл — Дави́д ҫарӗнчи У́рия ятлӑ салтакӑн арӑмӗ.

Дави́д Вирса́вийӑшӑн калама ҫук ҫунать, ҫавӑнпа та ӑна хӑйӗн керменне илсе килет. Унӑн упӑшки инҫетре вӑрҫӑра. Мӗнех вара, Дави́д унпа ар хутшӑнӑвне кӗрет, ҫакӑн хыҫҫӑн Вирса́вия хӑйӗн ача пулассине пӗлет. Дави́д ҫакӑншӑн питӗ хумханать, вара вӑл хӑйӗн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Иоа́в патне ҫыру ярать, унта вӑл Урийӑна́ вӗлермешкӗн вӑйлӑ ҫапӑҫу пыракан вырӑна тӑратма хушать. У́рия вилсен, вӑл Вирсавийӑна́ качча илет.

Иегова Дави́д ҫине хытӑ ҫилленет. Ҫавӑнпа та Давида́ ҫылӑх тунӑшӑн питлеме Иегова хӑйӗн ӗҫлекенне, Нафана́, ярать. Нафа́н Давидпа́ калаҫни ҫине пӑх-ха. Дави́д хӑй тунӑ ӗҫшӗн питӗ вӑйлӑ ӳкӗнет, ҫавӑнпа та Иегова ӑна вӗлерместӗп тет. Анчах Иегова пӗлтерет: «Эсӗ ҫакӑн пек усал ӗҫ тунӑшӑн санӑн килӳнте нумай инкек пулӗ». Дави́дӑн нумай инкек курма тивет!

Чи малтан Вирса́вийӑн ывӑлӗ вилет. Унтан Дави́дӑн аслӑ ывӑлӗ, Амно́н, хӑйӗн йӑмӑкӗпе, Фамарьпе́, пӗччен тӑрса юлать те ӑна вӑйпа ярса илсе мӑшкӑл тӑвать. Дави́д ывӑлӗ Авессало́м ҫакӑн ҫине питӗ ҫилленнипе Амнона́ вӗлерет. Каярахпа Авессало́м нумай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрать те хӑйне патша туса хурать. Юлашкинчен Дави́д Авессалома́ вӑрҫӑра ҫӗнтерет, Авессалома́ вара вӗлереҫҫӗ. Ҫапла, Дави́д нумай инкек курать.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Вирса́вийӑн Соломо́н ятлӑ ывӑл ҫуралать. Дави́д ватӑлса ҫитсен тата чирлеме пуҫласан, унӑн ывӑлӗ, Адо́ния, ун вырӑнне патшана ларасшӑн пулать. Вара Дави́д Соломо́н патша пулассине кӑтартма Садо́к ятлӑ священнике Соломо́н пуҫӗ ҫине ҫу юхтарма хушать. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗҫех 70 ҫулта Дави́д вилсе каять. Дави́д Израильте́ 40 ҫул патшара ларать, анчах халӗ Изра́илӗн патши Соломо́н пулса тӑрать.

2 Самуил 11:1—27; 12:1—18; 1 Патшасен 1:1—48.