Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

79-МӖШ КАЛАВ

Даниил арӑслансемпе шӑтӑкра

Даниил арӑслансемпе шӑтӑкра

АЙ-АЙ! Дании́л пысӑк инкеке лекнӗ пулас. Анчах ӑна арӑслансем тӗкӗнмеҫҫӗ! Пӗлетӗн-и, мӗншӗн? Арӑслансем патне Даниила́ кам пӑрахнӑ? Айта пӑхса тухар.

Вавилонра́ халӗ патшара Да́рий ятлӑ ҫын ларать. Вӑл Даниила́ питӗ килӗштерет, мӗншӗн тесен Дании́л ырӑ кӑмӑллӑ тата ӑслӑ ҫын. Да́рий хӑйӗн патшалӑхӗнче Даниила́ пуҫлӑха лартать. Ҫакӑншӑн патшалӑхри ытти ҫынсем Даниила́ кӗвӗҫме пуҫлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем акӑ мӗн тӑваҫҫӗ.

Вӗсем Да́рий патне пырса калаҫҫӗ: «Эй патшам, 30 кун хушшинче сансӑр пуҫне никама та кӗлтумалла мар текен закон санӑн кӑлармалла тесе эпир шутласа хутӑмӑр, эй патшам. Кам ҫав закона пӑхӑнмасть, ҫавна арӑслансем патне пӑрахмалла». Ҫав ҫынсене ҫак закон мӗншӗн кирлӗ пулнине Да́рий пӗлмест. Ҫак закон ӑна килӗшет, ҫавӑнпа та вӑл закона кӑларма йышӑнать. Халӗ вара закона улӑштарма май ҫук.

Дании́л закон ҫинчен пӗлсен килне каять те яланхи пекех кӗлтӑвать. Дании́л ним тусан та Иеговӑна кӗлтума чарӑнманнине усал ҫынсем пӗлеҫҫӗ. Вӗсем савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Даниила́ тӗп тӑвас тесе шутласа хуни пурнӑҫланса пырать пек туйӑнать вӗсене.

Ҫак ҫынсем ҫак закона мӗншӗн кӑларттарасшӑн пулнине пӗлсен, Да́рий патша кулянсах ӳкет. Анчах вӑл ҫав закона улӑштарма пултараймасть, ҫавӑнпа та вӑл Даниила́ арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахма хушать. Анчах патша Даниила́ калать: «Эсӗ хӑвӑн Туррушӑн ӗҫлесе тӑратӑн, ҫавӑнпа та Вӑл сана ҫӑласса эпӗ шанса тӑратӑп».

Да́рий ҫав тери куляннипе ҫав каҫ ҫывӑрса кайма пултараймасть. Ир-ирех вӑл арӑслансен шӑтӑкӗ патне чупса каять. Эсӗ ӑна ӳкерчӗкре курма пултаратӑн. Вӑл кӑшкӑрать: «Дании́л, чӗрӗ Туррӑн ӗҫлекенӗ! Турӑ — эсӗ уншӑн ӗҫлесе тӑратӑн — сана арӑслансенчен ҫӑлма пултарчӗ-и?»

— Турӑ хӑйӗн ангелне ячӗ те,— хуравлать Дании́л,— вӑл арӑслансен ҫӑварне хупларӗ, вара вӗсем мана тӗкӗнмерӗҫ.

Патша чунтан савӑнать. Вӑл Даниила́ шӑтӑкран кӑларма хушать. Унтан вӑл Даниила́ тӗп тӑвасшӑн пулнӑ усал ҫынсене арӑслансем патне пӑрахма хушать. Шӑтӑк тӗпне ҫитичченех вӗсене арӑслансем ярса илеҫҫӗ те пӗтӗм шӑммисене хуҫса пӗтереҫҫӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Да́рий патша хӑйӗн патшалӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫырса ярать: «Эпӗ пур ҫынна та Дании́л Туррине хисеплеме хушатӑп. Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Вӑл Даниила́ арӑслансенчен ҫӑлчӗ».

Даниил 6:1—28.