90-МӖШ КАЛАВ
Хӗрарӑмпа пусӑ патӗнче
САМАРИЙӐРА́ Иисус пусӑ патӗнче канма чарӑнса тӑрать. Унӑн вӗренекенӗсем хулана ҫимелли илме каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Иисус шыв ӑсма килнӗ хӗрарӑмпа калаҫать. Иисус унран ыйтать: «Мана ӗҫме парсамччӗ».
Ҫакӑ хӗрарӑма питӗ тӗлӗнтерет. Пӗлетӗн-и мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисус — иуде́й, хӗрарӑм вара — Сама́ри ҫынни. Иудейсенче́н нумайӑшӗ Сама́ри ҫыннисене юратмаҫҫӗ. Вӗсемпе калаҫмаҫҫӗ те! Анчах та Иисус пур ҫынна та юратать. Ҫавӑнпа та вӑл калать: «Шыв ӗҫме санран кам ыйтнине пӗлнӗ пулсан, эсӗ ху унран ӗҫме ыйтнӑ пулӑттӑнччӗ, вара вӑл сана пурнӑҫ паракан шыв панӑ пулӗччӗ».
— Хуҫам,— тӗлӗнет хӗрарӑм,— пусӑ тарӑн, санӑн вара шыв ӑсма витри те ҫук-ҫке. Пурнӑҫ паракан шыва ӑҫтан илӗн эсӗ?
— Эсӗ ҫак пусӑри шыва ӗҫсен, санӑн каллех ӗҫес килӗ,— тесе ӑнлантарать Иисус.— Анчах эпӗ паракан шыв ҫынна ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать.
— Хуҫам,— ыйтать хӗрарӑм,— ҫав шыва парсам мана! Вара манӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫессӗм ан килтӗрччӗ. Манӑн вара кунта шыв ӑсма килмелле ан пултӑрччӗ.
Иисус ахаль шыв ҫинчен калать тесе шутлать хӗрарӑм. Анчах та Иисус Турӑ тата унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтерет. Ҫак чӑнлӑх пурнӑҫ паракан шыв евӗрлӗ. Ҫынна вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултарать.
Вара Иисус хӗрарӑма калать: «Кай та хӑвӑн упӑшкуна чӗнсе кил».
— Манӑн упӑшка ҫук,— хуравласа калать хӗрарӑм.
— Эсӗ тӗрӗс каларӑн,— тесе калать ӑна Иисус.— Санӑн пилӗк упӑшка пулнӑ, халӗ санпа пурӑнакан арҫын вара санӑн упӑшку мар.
Хӗрарӑм питӗ тӗлӗнсе кайнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑ пурте тӗрӗс. Иисус ҫакна ӑҫтан пӗлнӗ-ши? Тӗрӗс, Иисус килесси пирки Турӑ малтанах каласа хунӑ, ҫавӑнпа та ҫак пӗлӳсене ӑна Турӑ парса тӑрать. Ҫак вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсем таврӑнаҫҫӗ те, Иисус Сама́ри хӗрарӑмӗпе калаҫса тӑнине курсан питӗ тӗлӗнеҫҫӗ.
Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ҫынсем кирек мӗнле расӑран пулсан та, Иисус вӗсемпе хӑйне лайӑх тытнине куратпӑр эпир. Пирӗн те хамӑра ҫавӑн пекех тытмалла. Ҫын урӑх расӑран пулнишӗн кӑна ун пирки япӑх ҫын тесе шутлама кирлӗ мар. Иисус пур ҫынна та ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑха пӗлтересшӗн. Пирӗн те ҫынсене чӑнлӑха вӗрентес кӑмӑл пулмалла.