ХЫҪСӐМАХ
1914 ҫул — Библире пророкла каланисенче паллӑ ҫул
БИБЛИ тӗпчевҫисем вуншар ҫул маларах 1914-мӗш ҫул историре паллӑ ҫул пуласси пирки пӗлтернӗ. Мӗнле ӗҫсем пулса иртнӗ ун чухне тата мӗншӗн 1914-мӗш ҫул пирки питӗ паллӑ ҫул теме пулать?
Лука 21:24-мӗш сӑвӑ йӗркинче Иисусӑн сӑмахӗсене ҫырса хунӑ, вӑл ҫапла каланӑ: «Иерусалиме суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ». Иерусалим Израилӗн тӗп хули пулнӑ — ҫав хулара Давид патша йӑхӗнчи ҫынсем патшара ларнӑ (Псалом 47:2, 3). Анчах та ҫак патшасем ытти ҫӗршыв пуҫлӑхӗсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсем Турӑ лартнӑ патшасем пулнӑран «Иеговӑн аслӑ вырӑнӗ», е престолӗ, ҫинче ларнӑ (1 Летопись 29:23, ҪТ). Апла пулсан Иерусалим Иеговӑн влаҫне пӗлтернӗ.
Мӗнле тата хӑҫан Туррӑн влаҫне «суя тӗнлӗ халӑхсем... таптама» пуҫланӑ? Ҫакӑ пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулта Иерусалима Вавилон ҫыннисем ҫӗнсе илсен пулса иртнӗ. Давид йӑхӗнчен тухнӑ ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри патшана ларасси чарӑнса ларнӑ тата «Иеговӑн аслӑ вырӑнӗ» ҫинче никам та ларман (4 Патшасен 25:1—26). Апла пулсан Туррӑн влаҫне ӗмӗр-ӗмӗрӗпех таптӗҫ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен Иезекииль пророк Иерусалимӑн юлашки патши, Седекия, пирки каланӑ: «Пуҫу ҫинчен пуҫ илемне хывса хур; патша ҫӗлӗкне [пуҫкӑшӑльне] хыв... вӑл ӗнтӗ [патша пуҫкӑшӑлӗ] Хуҫи киличчен пулмӗ, вӑл — Унӑн [кам ҫав патша пуҫкӑшӑльне илме тивӗҫлӗ], Эпӗ Ӑна парӑп» (Иезекииль 21:26, 27). Давид патшан пуҫкӑшӑльне илме тивӗҫли вӑл — Иисус Христос (Лука 1:32, 33). Эппин, «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗ» Иисус Патшана ларсан вӗҫленнӗ.
4-мӗш сыпӑкран пӗлме пулать. Унта Вавилон патшине Навуходоносора пророкла тӗлӗк курӑнни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл ҫӳллӗ йывӑҫ курнӑ, унтан ӑна касса пӑрахнӑ. Унӑн тункати хунавсем ан ятӑр тесе ӑна тимӗрпе тата пӑхӑрпа тимӗрлесе хунӑ. Ангел пӗлтернӗ: «Ун ҫийӗнчен ҫичӗ вӑхӑт ирттӗр» (Даниил 4:10—16, ҪТ).
Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ хӑҫан пулса иртнӗ-ши? Суя тӗнлӗ халӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна пуҫ пулӗҫ тенӗ Иисус. Ҫак тапхӑр мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑлни ҫинчен Даниил кӗнекинчиБиблире хӑш-пӗр чухне влаҫа йывӑҫсемпе танлаштарса сӑнласа панӑ (Иезекииль 17:22—24; 31:2—5). Ҫавӑнпа пророкла тӗлӗкре курӑннӑ йывӑҫа касса пӑрахни вӑл Туррӑн влаҫне, Турӑ Иерусалим патшисем урлӑ тытса тӑракан влаҫа, чарса лартнине пӗлтерет. Анчах пророкла курӑннинче Иерусалима халӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна — «ҫичӗ вӑхӑт» хушши кӑна — таптӗҫ тенӗ. Ҫакӑ мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑсӑлать-ши?
Апокалипсис 12:6, 14-мӗш сӑвӑ йӗркисенче виҫӗ вӑхӑт ҫурӑ «пин те икҫӗр утмӑл кунпа» танлашать тенӗ. «Ҫичӗ вӑхӑт» вара виҫӗ вӑхӑт ҫурӑран икӗ хут нумайрах, ҫавӑнпа та вӑл 2 520 кунпа танлашать. Анчах Иерусалима ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн 2 520 кун иртсен суя тӗнлӗ халӑхсем Туррӑн влаҫне «таптама» чарӑнман. Апла вара ҫак пророкла калани чылай нумай вӑхӑт хушши тӑсӑлмалла. Шутлани 14:34 тата Иезекииль 4:6 сӑвӑ йӗркисенче «пӗр куншӑн ҫулталӑк» тенине шута илсен, «ҫичӗ вӑхӑт» вара 2 520 ҫулпа танлашать.
2 520 ҫула тӑсӑлакан тапхӑр пирӗн эрӑчченхи 607-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Вавилон ҫыннисем Иерусалима ҫӗнсе илсен тата Давид йӑхӗнчи патшана сирпӗтсе антарсан пуҫланнӑ. Ҫак тапхӑр 1914-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Шӑп ҫавӑн чухне «суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ» вӗҫленнӗ те Иисус Христоса пӗлӗтре Туррӑн Патшалӑхӗн Патши пулма лартнӑ * (Псалом 2:1—6; Даниил 7:13, 14).
Матфей 24:3—8; Лука 21:11). Ҫак пулса пыракан ӗҫсем 1914-мӗш ҫулта пӗлӗтре Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма тытӑннине тата ҫак усал тӗнчен юлашки кунӗсем пуҫланнине пӗлтереҫҫӗ (2 Тимофей 3:1—5).
Пӗлӗтре хӑй Патшана ларсан, ҫӗр ҫинче пысӑк инкек-синкексем, сӑмахран, вӑрҫӑсем, выҫлӑх, ҫӗр чӗтреннисем тата мурсем, е эпидемисем, пулаҫҫӗ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (^ Пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа пирӗн эрӑчченхи 1 ҫулхи октябрь уйӑхӗччен 606 ҫул иртнӗ. Нульмӗш ҫул ҫук пирки пирӗн эрӑчченхи 1-мӗш ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа пирӗн эрӑри 1914 ҫулхи октябрь уйӑхӗччен 1914 ҫул иртнӗ. 606 ҫул ҫумне 1914 ҫул хушсан 2 520 ҫул пулать. Иерусалима пирӗн эрӑчченхи 607 ҫулта ҫӗнсе илни ҫинчен «„Все Писание“ достоверно и полезно» ятлӑ брошюрӑран, 3-мӗш урок, 5, 6-мӗш абзацсем тата «Понимание Писания» энциклопедири «Хронология» ятлӑ статьяран нумайрах пӗлме пулать. Ҫак публикацисене Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ.