Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ УРОК

Малтанхи сӑмахсене лайӑх хатӗрленсе кала

Малтанхи сӑмахсене лайӑх хатӗрленсе кала

Апостолсен ӗҫӗсем 17:22

ТӖЛЛЕВ. Хӑвна итлекенсене интереслентерсе яр, темӑна палӑртса хур тата ҫак тема мӗншӗн усӑллӑ пулнине кӑтартса пар.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Интереслентерсе яр. Ҫавна тӑвас тесе ыйту пар, пӗр-пӗр интереслӗ шухӑш кала, хыпар е пурнӑҫран илнӗ тӗслӗх каласа пар.

  • Темӑна палӑртса хур. Эс калакан малтанхи сӑмахсем докладӑн темипе тӗллевне ӑнланма пулӑшнипе пулӑшманнине тӗрӗсле.

  • Ҫак тема мӗншӗн усӑллӑ пулнине ӑнлантарса пар. Итлекенсене мӗн кирлине шута ил. Хӑв мӗн калани вӗсене мӗнле усӑ пама пултарнине уҫҫӑн кӑтарт.