28-мӗш урок
Пирӗн сайтра мӗн тупма пулать?
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр» (Матфей 5:16). Паян чӑнлӑх ҫути хальхи вӑхӑтри технологи, ҫав шутра интернет пулӑшнипе те ҫутатса тӑрать. Пирӗн jw.org сайт вӑл — официаллӑ источник, унтан Иегова Свидетелӗсен вӗрентӗвӗсемпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен пӗлме пулать. Унта мӗн тупма пулать?
Час-часах паракан ыйтусем ҫине Библи тӑрӑх хуравланине. Эсир ҫынсене хумхантаракан питӗ кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратӑр. Ҫакӑн пек ыйтусенчен улттӑшне «Сирӗн чӑнлӑха пӗлес килет-и?» трактатра илсе панӑ, вӑл сайтра 400 ытла чӗлхепе пур. Пирӗн сайтра ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» 100 ытла чӗлхепе, Библи вӗренмелли пособисене тата «Хурал башнипе» «Пробудитесь!» журналсен ҫӗнӗ кӑларӑмӗсене вырнаҫтарнӑ. Ҫак публикацисенчен нумайӑшне сайтра вулама тата итлеме пулать, ҫавӑн пекех аудио форматпа тата PDF е EPUB форматсемпе уҫласа (е ҫырса) илме пулать. Эсир чӑнлӑхпа интересленекен ҫын валли унӑн тӑван чӗлхипе темиҫе страница хут ҫине кӑларса илме те пултаратӑр! Илтмен ҫынсен чӗлхисемпе видеопубликацисем пур. Библие рольсемпе вуланине, Библи тӑрӑх лартнӑ драмӑсене тата вӑхӑта лайӑх ирттермелли илемлӗ юрӑ-кӗвве уҫласа илме юрать.
Иегова Свидетелӗсем ҫинчен тӗрӗс информаци. Сайтра тӗрлӗ ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗл мӗнле пыни ҫинчен видеороликсем тата юлашки хыпарсем пур, ҫавӑн пекех унта ҫутҫанталӑк инкекӗсем вӑхӑтӗнче эпир мӗнле пулӑшни ҫинчен пӗлме пулать. Унсӑр пуҫне, унта ҫитес конгрессем ҫинчен информаци тата тӗрлӗ ҫӗршывсенчи пирӗн филиалсен адресӗсене тупма пулать.
Хальхи вӑхӑтри технологи пире чӑнлӑх ҫутине ҫӗр ҫинчи чи аякри вырӑнсене ҫитерме пулӑшать. Пур континентри ҫынсен, ҫав шутра Антарктидӑра пурӑнакансен те, Библи мӗне вӗрентнине пӗлме май пур. Эпир пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе «Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] сӑмахӗ... сарӑлтӑр» та Турра мухтава кӑлартӑр тесе кӗлтӑватпӑр (2 Фессалоника 3:1).
jw.org сайт ҫынсене Библири чӑнлӑха пӗлме мӗнле пулӑшать?
Пирӗн сайтран сирӗн мӗн пӗлес килет?