Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ПАЙӖ

Иисус сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тӑвать

Иисус ҫапла каласа вӗрентме пуҫланӑ: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» (Матфей 4:17).

Иисус сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тӑвать

ҪАК УЙРӐМРА

20-МӖШ СЫПӐК

Иисус Канӑра иккӗмӗш хут тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать

Иисус ачана 25 ҫухрӑма яхӑн аякран сыватать.

21-МӖШ СЫПӐК

Назаретри синагогӑра

Иисусӑн хӑш сӑмахӗсене пула унӑн тӑван хулинчи ҫынсем ӑна вӗлересшӗн пулаҫҫӗ?

22-МӖШ СЫПӐК

Тӑватӑ вӗренекене ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ

Вӑл вӗсене пулӑсем тытас ӗҫе хӑварса ҫынсене тытас ӗҫе тытӑнма чӗнет.

23-МӖШ СЫПӐК

Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать

Демонсене хӑваласа кӑларсан, Иисус вӗсене хӑйӗн пирки ҫынсене Турӑ Ывӑлӗ теме чарать. Мӗншӗн?

24-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне Галилейӑра анлӑн тума пуҫлать

Ҫынсем сывалма Иисус патне пыраҫҫӗ, анчах та вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тата пӗлтерӗшлӗрех тӗллевпе тӑватӑп тесе калать.

25-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӗрхенсе тилҫе ернӗ ҫынна сыватать

Иисусӑн ансат та хӑватлӑ сӑмахӗсем вӑл хӑй сыватакан ҫынсемшӗн питӗ тӑрӑшнине кӑтартса параҫҫӗ.

26-МӖШ СЫПӐК

«Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ»

Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫылӑхпа чир-чӗр хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур?

27-МӖШ СЫПӐК

Иисус Матфея чӗнет

Мӗншӗн Иисус ҫылӑхлӑскерсем текен ҫынсемпе апатланать?

28-МӖШ СЫПӐК

Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем типӗ тытмаҫҫӗ?

Иисус хуравланӑ чухне эрех тултарнӑ сӑран хутаҫ ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать.

29-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун ырӑ ӗҫсем тума юрать-и?

Мӗншӗн иудейсем Иисуса 38 ҫул хушши чирпе асапланнӑ ҫынна сыватнӑшӑн хӗсӗрлеҫҫӗ?

30-МӖШ СЫПӐК

Иисус — Турӑ Ывӑлӗ

Иудейсем Иисус хӑйне Турӑпа пӗр тан тӑвать тесе шутланӑ, анчах Иисус хӑйӗнчен Турӑ аслӑрах пулнине уҫҫӑн палӑртнӑ.

31-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун пучахсене татма юрать-и?

Мӗншӗн Иисус хӑйӗн пирки «шӑматкун хуҫи» тенӗ?

32-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун мӗн тума юрать?

Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнман саддукейсемпе фарисейсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӑраҫҫӗ.

33-МӖШ СЫПӐК

Исаия пророкла калани пурнӑҫланать

Мӗншӗн Иисус сывалнӑ ҫынсене хӑй кам пулнине тата вӗсемшӗн вӑл мӗн тунине ыттисене калама хушмасть?

34-МӖШ СЫПӐК

Иисус вуникӗ апостол суйласа илет

Апостолпа вӗренекен хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

35-МӖШ СЫПӐК

Ту ҫинче каланӑ чи паллӑ проповедь

Иисусӑн вӗрентӗвӗсен тӗп шухӑшӗсене ӑнлантарса панине пӑхӑр.

36-МӖШ СЫПӐК

Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать

Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳн мӗнле сӑмахӗсем Иисуса тӗлӗнтерсе яраҫҫӗ?

37-МӖШ СЫПӐК

Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет

Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе курнисем унӑн чӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илнӗ.

38-МӖШ СЫПӐК

Иоанн Иисус мӗн каласшӑн пулнине илтесшӗн

Мӗншӗн Шыва кӗртекен Иоанн Иисусран эсӗ Мессия-и тесе ыйтать? Иоанн ҫавӑн пирки иккӗленет-и?

39-МӖШ СЫПӐК

Хытӑ чунлӑ ӑрӑва хуйхӑ ҫитӗ

Иисус суд кунӗнче чӑтса ирттерме Содом ҫӗрне Капернаумран, хӑй час-часах чарӑнса тӑнӑ хуларан, ҫӑмӑлрах пулӗ тесе калать.

40-МӖШ СЫПӐК

Каҫарма вӗрентни

Иисус хӗрарӑма, тен, проституципе пурӑнаканскере, санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫакӑ Туррӑн саккунӗсене пӑсма юрать тенине пӗлтерет-и?

41-МӖШ СЫПӐК

Тӗлӗнмелле ӗҫсене камӑн вӑйӗпе тӑваҫҫӗ?

Иисусӑн шӑллӗсем вӑл ухмаха тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

42-МӖШ СЫПӐК

Иисус фарисейсене сивлет

Мӗн вӑл «Иона пророк хӑвачӗ»?

43-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ҫинчен калакан тӗслӗхсем

Ҫӳлти Патшалӑхӑн тӗрлӗ енне ӑнлантарса парас тесе Иисус сакӑр тӗслӗх илсе парать.

44-МӖШ СЫПӐК

Иисус ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсе лӑплантарать

Иисус ҫилпе тинӗсе лӑплантарнипе унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне пурнӑҫ мӗнлерех пуласси пирки питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентнӗ.

45-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн демонсене пӑхӑнтарма власть пур

Ҫынна пӗрре анчах мар, темиҫе демон та ярса илме пултарать-и?

46-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн тумтирне сӗртӗннипе сывалать

Иисус чуна пырса тивекен пӗр лару-тӑрура хӑйӗн вӑйне тата хӑй хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине кӑтартать.

47-МӖШ СЫПӐК

Хӗрача каллех чӗрӗ!

Иисус вилнӗ хӗрача ҫывӑрать тесе каласан, ҫынсем унран кулма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем мӗн пӗлменнине вӑл пӗлет?

48-МӖШ СЫПӐК

Тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать, анчах ӑна Назаретра та сирсе яраҫҫӗ

Назарет ҫыннисем Иисуса сирсе яраҫҫӗ, анчах вӑл мӗне вӗрентнӗшӗн мар тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсемшӗн мар.

49-МӖШ СЫПӐК

Галилейӑра ырӑ хыпар сарни тата апостолсене вӗрентни

«Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

50-МӖШ СЫПӐК

Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, ырӑ хыпар сарма хатӗрленнӗ

Апостолсен вилӗмрен хӑрамалла мар пулсан, мӗншӗн хӗсӗрленӗ чухне Иисус вӗсене тарма хушать?

51-МӖШ СЫПӐК

Ҫуралнӑ кунра ҫын вӗлерни

Саломия ташши питӗ килӗшнӗрен Ирод ӑна мӗн ыйтнине веҫех паратӑп тесе тупа тӑвать. Саломия мӗнле тискерле ӗҫ тума ыйтать?

52-МӖШ СЫПӐК

Темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа пин-пин ҫынна тӑрантарать

Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫ питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑран ун ҫинчен тӑватӑ Евангелире ҫырса панӑ.

53-МӖШ СЫПӐК

Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултаракан пуҫлӑх

Апостолсем Иисус шыв ҫийӗпе утнине тата ҫиле лӑплантарнине курсан мӗне вӗренеҫҫӗ?

54-МӖШ СЫПӐК

Иисус — «пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ»

Иисус патне килнӗ ҫынсем сахал мар вӑй хунӑ пулин те, вӑл вӗсене сивлет. Мӗншӗн?

55-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн сӑмахӗсем нумайӑшне аптратса ӳкереҫҫӗ

Иисусӑн сӑмахӗсем вӗренекенӗсене питӗ аптратса ӳкернӗрен вӗсенчен нумайӑшӗ ӑна пӑрахса каяҫҫӗ.

56-МӖШ СЫПӐК

Ҫынна чӑннипе мӗн ирсӗрлетет?

Ҫӑвара кӗрекенни-и е ҫӑвартан тухаканни-и?

57-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӗрачана тата илтмен ҫынна сыватать

Мӗншӗн хӗрарӑм хӑйӗн халӑхне Иисус пӗчӗк йытӑсемпе танлаштарсан, вӑл Иисус ҫине ҫилленмест?

58-МӖШ СЫПӐК

Вӑл ҫӑкӑрсен шутне ӳстерет тата кӑвас чусти пирки асӑрхаттарать

Юлашкинчен Иисусӑн вӗренекенӗсем вӑл мӗнле кӑвас чусти ҫинчен каланине ӑнланса илеҫҫӗ.

59-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Этем Ывӑлӗ?

Мӗнсем вӗсем Патшалӑх уҫҫисем? Вӗсемпе камӑн тата мӗнле усӑ курмалла?

60-МӖШ СЫПӐК

Христос мухтавлӑхпа курӑнни

Христос сӑнӗ улшӑнни. Мӗн вӑл пулнӑ? Унӑн пӗлтерӗшӗ мӗнлерех пулнӑ?

61-МӖШ СЫПӐК

Иисус демон ярса илнӗ ҫамрӑка сыватать

Сахал ӗненнӗ пирки ҫамрӑка сыватайман тесе калать Иисус. Анчах камӑн ӗненӳ сахал пулнӑ: арҫын ачан-и, унӑн ашшӗн-и е Иисусӑн вӗренекенӗсен-и?

62-МӖШ СЫПӐК

Кӗҫӗне хума вӗрентни

Ҫитӗннӗ ҫынсем пӗчӗк ачаран темскер питӗ кирлине вӗренеҫҫӗ.

63-МӖШ СЫПӐК

Иисус такӑнтарасси тата ҫылӑх пирки канаш парать

Тӑвансем хушшинче пысӑк йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсене татса памалли виҫӗ утӑм ҫинчен каласа парать вӑл.

64-МӖШ СЫПӐК

Каҫарма кирли

Иисус чунсӑр чура ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса эпир каҫарма хатӗр пулнипе пулманни Турӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса парать.

65-МӖШ СЫПӐК

Иисус Иерусалима кайнӑ чухне вӗрентет

Виҫӗ кӗске калаҫура Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыма ҫынна мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни чӑрмантарнине палӑртать.