Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

59-МӖШ СЫПӐК

Кам вӑл Этем Ывӑлӗ?

Кам вӑл Этем Ывӑлӗ?

МАТФЕЙ 16:13—27 МАРК 8:22—38 ЛУКА 9:18—26

  • ИИСУС СУККӐР ҪЫННА СЫВАТАТЬ

  • ПЕТРА ПАТШАЛӐХ УҪҪИСЕНЕ ПАРӖҪ

  • ИИСУС ХӐЙ ВИЛЕССИПЕ ЧӖРӖЛСЕ ТӐРАССИ ҪИНЧЕН МАЛТАНАХ КАЛАСА ХУРАТЬ

Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Вифсаидӑна ҫитеҫҫӗ. Унта ҫынсем суккӑр ҫынна илсе пыраҫҫӗ те вӑл сывалтӑр тесе Иисуса ӑна сӗртӗнме йӑлӑнаҫҫӗ.

Иисус ҫав ҫынна аллинчен тытать те ялтан ҫавӑтса тухать. Унӑн куҫӗ ҫине сурнӑ хыҫҫӑн Иисус унран ыйтать: «Мӗн те пулин куратӑн-и?» Лешӗ хуравлать: «Ҫынсене куратӑп, вӗсем йывӑҫсем пек, анчах та вӗсем ҫӳреҫҫӗ» (Марк 8:23, 24). Иисус суккӑр ҫыннӑн куҫӗ ҫине хӑйӗн аллине хунипе унӑн куҫне сыватать, вара вӑл питӗ лайӑх куракан пулать. Унтан Иисус ӑна киле кай, яла ан кӗр тесе хушса ярать.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем ҫурҫӗрелле, Филипп Кесарийӗ таврашне, ҫул тытаҫҫӗ. Вӗсем 40 ҫухрӑма яхӑн тӑвалла утаҫҫӗ. Филипп Кесарийӗ тинӗс шайӗнчен 350 метр ҫӳлерех вырнаҫнӑ. Унӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче юрпа витӗннӗ Ермон тӑвӗ ҫӗкленсе ларать. Унта ҫитмешкӗн икӗ куна яхӑн утмалла.

Ҫул ҫинче Иисус пӗччен кӗлтӑвас тесе ҫын ҫук вырӑна каять. Вӑл виличчен тӑхӑр е вунӑ уйӑх ҫеҫ юлать, Иисус вара хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн пӑшӑрханать. Нумаях пулмасть чылайӑшӗ ун хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахнӑ, теприсем вара аптраса ӳкнӗ е вӗсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ. Тен, вӗсем мӗншӗн-ха вӑл хӑйне патшана лартма ирӗк памарӗ тесе е мӗншӗн вӑл хӑй кам пулнине кӑтартас тесе мӗнле те пулин паллӑ кӑтартмарӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Вӗренекенӗсем Иисус кӗлтуса тӑнӑ вырӑна пырсан, вӑл вӗсенчен ыйтать: «Ҫынсем Мана, Этем Ывӑлне, кам вырӑнне хураҫҫӗ?» Вӗсем хуравлаҫҫӗ: «Пӗрисем Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, тепӗрисем Илия вырӑнне, хӑшӗ-пӗрисем тата Иеремия е пӗр-пӗр урӑх пророк вырӑнне хураҫҫӗ». Урӑхла каласан, ҫынсем Иисус пирки ҫав ҫынсенчен пӗри, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑскер, тесе шутлаҫҫӗ. Вӗренекенӗсем мӗн шутланине пӗлес тесе Иисус ыйту парать: «Эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр?» Петр тӳрех хуравлать: «Эсӗ — Христос, Чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ» (Матфей 16:13—16).

Иисус Петра Турӑ сана ҫак чӑнлӑха уҫса панӑшӑн эсӗ телейлӗ тет. Унтан вӑл Петра калать: «Эсӗ — Петр, ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме [«пухӑва туса», ҪТ] лартӑп, ӑна тамӑк [«виле шӑтӑкӗн», ҪТ] хапхи те ҫӗнтереймӗ». Иисус ҫак сӑмахсемпе эпӗ хам пуху «туса лартӑп», ҫав пухури ҫынсене, вӗсем ҫӗр ҫинче Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан, виле шӑтӑкӗ те тыткӑнра тытса тӑраймӗ тесе каласшӑн. Иисус Петра сӑмах парать: «Сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫисене парӑп» (Матфей 16:18, 19, ҪТ).

Иисус кунта Петр ытти апостолсенчен аслӑраххи пулать тата вӑл пухӑвӑн никӗсӗ пулать тесе каласшӑн мар. Иисус хӑй — Ту Хысакӗ, ун ҫине унӑн пухӑвне туса лартӗҫ (1 Коринф 3:11; Эфес 2:20). Анчах та Петра виҫӗ уҫӑ парӗҫ. Ӑна чыслӑ ӗҫ шанса панипе хисеп тӑвӗҫ: вӑл тӗрлӗ йышши ҫынсене ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли мая уҫса парӗ.

Петр пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче пӗрремӗш уҫҫипе усӑ курӗ. Вӑл ӳкӗнекен иудейсемпе прозелитсене ҫӑлӑнас тесен мӗн тума кирлине кӑтартса парӗ. Иккӗмӗш уҫҫипе усӑ курса вӑл ӗненекен самаритянсене Турӑ Патшалӑхне кӗмелли мая уҫса парӗ. Унтан, пирӗн эрӑри 36 ҫулта, ӳтне кастарман ытти халӑх ҫыннисене — Корнилийпе ыттисене — ҫав маях уҫса парас тесе Петр виҫҫӗмӗш уҫҫипе усӑ курӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:37, 38; 8:14—17; 10:44—48).

Калаҫнӑ вӑхӑтра Иисус хӑй кӗҫех Иерусалимра асап курасси тата вилесси ҫинчен малтанах каласа хурать. Ҫакна илтсен апостолсем хурланса ӳкеҫҫӗ. Иисус пӗлӗтре пурӑнма чӗрӗлсе тӑрассине ӑнланманран Петр ӑна айккинелле илсе каять те ӑна хирӗҫлесе калать: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ!» Анчах Иисус ун енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑрать те хуравлать: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн» (Матфей 16:22, 23).

Унтан Иисус апостолсемсӗр пуҫне ытти вӗренекенӗсене те чӗнсе илет, вара хӑйӗн хыҫҫӑн пыракан пулма ҫӑмӑлах мар пулнине ӑнлантарса парать. Вӑл калать: «Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр. Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн, Ырӑ Хыпаршӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ» (Марк 8:34, 35).

Чӑнах та, Иисус ырлатӑр тесен ун хыҫҫӑн пыракансен хӑюллӑ пулмалла тата хӑйсене шеллесе тӑмалла мар. Иисус калать: «Ҫак аскӑн та ҫылӑхлӑ ӑру хушшинче кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Ашшӗ мухтавлӑхӗпе, сӑваплӑ ангелсемпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ» (Марк 8:38). Эппин, Иисус пуласлӑхра килсен, вӑл «пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса парӗ» (Матфей 16:27).