111-МӖШ СЫПӐК
Апостолсем паллӑ ҫинчен ыйтаҫҫӗ
МАТФЕЙ 24:3—51 МАРК 13:3—37 ЛУКА 21:7—38
-
ТӐВАТӐ АПОСТОЛ ПАЛЛӐ ҪИНЧЕН ЫЙТАТЬ
-
ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТЕ ТАТА КАЯРАХПА ПУРНӐҪЛАННИ
-
ПИРӖН СЫХӐ ТӐМАЛЛА
Ытларикун, нисанӑн 11-мӗшӗ, вӗҫленсе пырать. Ҫавӑн пекех Иисусӑн ҫӗр ҫинчи хӗрӳллӗ сӑваплӑ ӗҫӗ те вӗҫленсе пырать. Юлашки темиҫе кун хушшинче вӑл кунӗпех храмра вӗрентнӗ, каҫхине вара Вифание ҫӗр каҫма кайнӑ. «Вӑл вӗрентнине итлеме пӗтӗм халӑх Ун патне ир-ирех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ» (Лука 21:37, 38). Ку ӗнтӗ унччен пулнӑ ӗҫсем. Халӗ Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче тӑватӑ апостолпа — Петрпа, Андрейпа, Иаковпа тата Иоанпа ларать.
Вӗсем тӑваттӑшӗ те Иисус патне пынӑ, мӗншӗн тесен вӗсене хрампа малашне мӗн пуласси пӑшӑрхантарать, вӗт Иисус тин кӑна храма йӑлтах аркатӗҫ, унта чул ҫинче чул та юлмӗ тесе каланӑ. Анчах вӗсем ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшламаҫҫӗ. Пӗр вӑхӑт каялла Иисус вӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Лука 12:40). Вӑл «Этем Ывӑлӗ килес кун» ҫинчен те каланӑ (Лука 17:30). Ҫаксем пурте вӑл нумаях пулмасть храм пирки мӗн каланипе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ-и? Апостолсен питӗ пӗлес килет. «Каласамччӗ пире,— ыйтаҫҫӗ вӗсем,— ку хӑҫан пулӗ? тата Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матфей 24:3.)
Вӗсем хӑйсенчен инҫех мар ларакан храм тӗп пуласси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне, вӗсем Этем Ывӑлӗ ҫӳлти Патшалӑхра ертсе пырасси ҫинчен тӗплӗнрех пӗлесшӗн. Тен, вӗсем Иисус каласа панӑ тӗслӗхе, «пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе таврӑнас тесе, инҫетри ҫӗршыва» кайни ҫинчен калакан тӗслӗхе, аса илеҫҫӗ (Лука 19:11, 12). Юлашкинчен вара, вӗсем «ҫак ӗмӗр вӗҫленнӗ» чухне мӗн-мӗн пулассине пӗлесшӗн.
Апостолсен ыйтӑвӗ ҫине тӗпӗ-йӗрӗпе хуравланӑ чухне Иисус Иерусалим тата унти храм хӑҫан пӗтессине мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмеллине ӑнлантарса парать. Анчах та вӑл ун ҫинчен ҫеҫ каламасть. Ҫав паллӑ христиансене пуласлӑхра унӑн патшана ларма вӑхӑт ҫитнине тата ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывӑх пулнине ӑнланса илме пулӑшӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑнхи ҫулсенче апостолсем Иисусӑн пророкла сӑмахӗсем пурнӑҫланнине кураҫҫӗ. Вӑл малтанах мӗн каласа хунисенчен нумайӑшӗ вӗсем пурӑннӑ вӑхӑтра пурнӑҫланма пуҫлать. Ҫапла вара, 37 ҫул иртсен, сыхӑ тӑракан христиансемшӗн пирӗн эрӑри 70 ҫулта Иерусалима тата унти храма тӗп туни кӗтмен япала пулса тӑмасть. Анчах та Иисус мӗн каласа хуни пурте пирӗн эрӑри 70 ҫул умӗнхи тапхӑрта е ҫав ҫулта пурнӑҫланмасть. Иисус патшара ларнӑ вӑхӑт мӗнпе палӑрса тӑрӗ? Иисус апостолсене ҫак ыйту ҫине хурав парать.
Иисус «вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен» илтмелле пулӗ тата «халӑх ҫине халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ» тесе малтанах каласа хурать (Матфей 24:6, 7). Ҫавӑн пекех вӑл «вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑхпа мур чирӗ [е эпидеми] пулӗ» тесе калать (Лука 21:11). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла асӑрхаттарать: «Сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире... хӗсӗрлӗҫ» (Лука 21:12). Суя пророксем килӗҫ те нумайӑшне улталӗҫ. Йӗркесӗр ӗҫсем нумайланӗҫ, вара ҫынсем чылайӑшӗ пӗр-пӗринчен сивӗнӗҫ. Унсӑр пуҫне, Иисус каланӑ тӑрӑх, «пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие [«Ырӑ Хыпара», ҪХ] пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ; вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матфей 24:14).
Иисус пророкла каланӑ сӑмахсем римлянсем Иерусалима аркатас умӗн тата аркатнӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр енчен пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Иисус хӑйӗн сӑмахӗсем каярахпа пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурнӑҫланасси пирки каланӑ пулас. Ҫак питӗ пӗлтерӗшлӗ пророкла сӑмахсем пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланса пынине эсир куратӑр-и?
Иисус хӑй тӳпере патшара ларнине кӑтартакан паллӑ шутне кӗртнӗ пӗр пайӗ вӑл — «юхӑнтарса яракан ирсӗрлӗх» палӑрма пуҫлани (Матфей 24:15, ҪТ). Пирӗн эрӑри 66 ҫулта ҫав ирсӗрлӗх Рим ҫарӗ пек палӑрма пуҫлать. Римлянсем хӑйсен штандарчӗсемпе, е паллисемпе, килеҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫав штандартсем йӗрӗхсем шутланаҫҫӗ. Рим ҫарӗ Иерусалима хупӑрласа илет те унӑн стенисем айӗпе алтса кӗме пуҫлать (Лука 21:20). Ҫапла вара «ирсӗрлӗх» ӑҫта тӑмалла пулман, ҫавӑнта тӑрӗ — иудейсем сӑваплӑ тесе шутлакан вырӑнта.
Унтан Иисус мӗн пуласси пирки ҫапла каласа хурать: «Ун чухне хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук». Пирӗн эрӑри 70 ҫулта римлянсем Иерусалима аркатса тӑкаҫҫӗ. Иудейсен сӑваплӑ хулипе унти храма ярса илни тата ҫӗр-ҫӗр пин ҫынна вӗлерни чӑннипе хӑрушла асап пулса тӑрать (Матфей 4:5; 24:21). Ҫак инкек Иерусалимпа иудей халӑхӗ унччен курнӑ кирек мӗнле инкекрен те пысӑкрах пулӗ. Ҫавна пула иудейсен ӗмӗрсем хушши пыракан пуҫҫапмалли йӗрки вӗҫленӗ. Апла пулсан, Иисус каланӑ пророкла сӑмахсем каярахпа анлӑн пурнӑҫлансан, ҫакӑ тата хӑрушӑрах пулӗ.
ЮЛАШКИ КУНСЕНЧЕ ПУЛАСЛӐХ ПИРКИ ШАНСА ТӐНИ
Иисус хӑй патшара ларнӑ чухнехи тата ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтри паллӑ ҫинчен веҫех каласа паман-ха. Вӑл «суя христоссем, суя пророксем» килӗҫ тесе асӑрхаттарать. Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем «май пулсассӑн суйласа илнисене те илӗртсе» улталасшӑн пулӗҫ (Матфей 24:24). Анчах та суйласа илнисем улталанмӗҫ. Суя христоссем куҫа курӑнса ҫеҫ килме пултараҫҫӗ. Анчах Иисус ҫӳлти Патшалӑхра ертсе пыма пуҫлани вара куҫа курӑнмӗ.
Ҫак тӗнче пӗтес умӗн питӗ пысӑк инкек пуласси пирки Иисус ҫапла калать: «Хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ» (Матфей 24:29). Апостолсем ҫак хӑрушӑ сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине пӗтӗмпех пӗлмеҫҫӗ, анчах ҫакӑ тӗлӗнтерсе ярассине тата аптратса ӳкерессине вӗсем ӑнланаҫҫӗ.
Ҫав пӑтӑрмахсем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗҫ? Иисус калать: «Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ» (Лука 21:26, ҪХ). Ҫакӑнпа Иисус этемлӗх историйӗнчи чи йывӑр та асаплӑ вӑхӑта сӑнласа парать.
Анчах Иисус хӑйӗн апостолӗсене Этем Ывӑлӗ «хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа» килнӗ чухне пурте хуйха ӳкмӗҫ тесе шантарать (Матфей 24:30). Вӑл «суйласа илнисемшӗн» Турӑ хута кӗрӗ тесе унччентерех палӑртнӑ ӗнтӗ (Матфей 24:22). Апла пулсан, Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсен ҫав тӗлӗнмелле событисем ҫине мӗнле пӑхмалла? Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене ҫапла хавхалантарать: «Ҫаксем пула пуҫласан эсир пуҫӑра ҫӗклесе ҫӳлелле пӑхӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывӑхарать» (Лука 21:28).
Анчах та Иисусӑн вӗренекенӗсем, ҫав малтанах каласа хунӑ тапхӑрта пурӑнакансем, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине мӗнле пӗлме пултарӗҫ? Иисус тӗслӗхшӗн смоква йывӑҫне илсе парать: «Унӑн турачӗсем ҫемҫелсе ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан, эсир ҫу ҫывӑххине пӗлетӗр; ҫавӑн пек эсир те, мӗн калани пурӑнӑҫланнине курсассӑн, пӗлсех тӑрӑр: ҫывӑхрах, алӑк умӗнчех. Чӑн калатӑп сире: ку пӗтӗмпех ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗ» (Матфей 24:32—34).
Апла пулсан, унӑн вӗренекенӗсем паллӑ шутне кӗрекен уйрӑмлӑхсем нумайӑшӗ пурнӑҫланма пуҫланине курсан, пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине ӑнланса илӗҫ. Малалла Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, ҫав пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра пурӑнакансене, ӳкӗтлет.
«Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса Атте Турӑсӑр пуҫне никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ,— калать Иисус.— Ной вӑхӑтӗнче епле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килнӗ чух та ҫаплах пулӗ. Ҫӗре шыв иличченхи кунсенче, Ной карап ҫине ларичченех, ҫынсем ӗҫсе ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ. Ҫӗр питне шыв илсе пурне те пӗтеричченех ун ҫинчен никам та шухӑшламан. Этем Ывӑлӗ килесси те ҫаплах пулӗ» (Матфей 24:36—39, ҪХ). Эппин, Иисус хӑйне итлекенсене Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илнине аса илтерет.
Елеон тӑвӗ ҫинче Иисуса итлесе ларакан апостолсен сыхӑ тӑма кирлине питӗ лайӑх ӑнланса илмелле. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Хӑвӑра хӑвӑр асӑрхӑр: ашкӑнса, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ан ҫӳрӗр, пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне ан путӑр — ҫав кун сирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк ан ҫиттӗр: вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те таната пек карса илӗ; ҫавӑнпа кирек хӑҫан та сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр — ҫав пулас асапсенчен пуринчен те хӑтӑлса Этем Ывӑлӗ умне тӑма тивӗҫлӗ пулӑр» (Лука 21:34—36).
Каллех Иисус хӑй малтанах каласа хунӑ событисем пӗр вырӑнта ҫеҫ пулмӗҫ тесе палӑртать. Вӑл пророкла каланӑ чухне тепӗр 30 е 40 ҫултан мӗн-мӗн пуласси ҫинчен тата Иерусалим хулипе иудей халӑхӗ ҫине ҫеҫ витӗм кӳрекен событисем ҫинчен каламасть. Вӑл «пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те» пырса тивекен ӗҫсем ҫинчен калать.
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен хатӗр пулмалла тата сыхӑ тӑмалла тесе калать. Вӑл хӑй асӑрхаттарса калани питӗ кирлӗ пулнине ҫак тӗслӗхпе ҫирӗплетсе парать: «Эсир ҫакна пӗлетӗр: ҫурт хуҫи, вӑрӑ хӑш вӑхӑтра пырассине пӗлсен, сыхӑ тӑрӗччӗ, хӑй ҫуртне алтса кӗме памӗччӗ. Ҫавӑнпа эсир те хатӗр тӑрӑр: Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Матфей 24:43, 44).
Малалла Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырра шанма сӑлтав парать. Вӑл вӗсене хӑйӗн пророкла сӑмахӗсем пурнӑҫланса пынӑ чухне сыхӑ тӑракан «чура» пулӗ тесе шантарать. Иисус тӗслӗхшӗн апостолсем ҫӑмӑллӑнах куҫ умне кӑларса тӑратма пултаракан лару-тӑрӑва илсе парать: «Апла хуҫа хӑйӗн тарҫисене пӑхма, вӗсене вӑхӑтра апат парса тӑма хушнӑ шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам-ха вӑл? Хуҫи пынӑ ҫӗре чури хӑйне хушнӑ пек туса тӑрать пулсассӑн, вӑл телейлӗ; чӑн калатӑп сире: хуҫи ӑна хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тӑвӗ». Енчен те «чура» усалланса кайрӗ пулсан тата хӑйне ыттисемпе япӑх тытма пуҫларӗ пулсан, хуҫи «ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ [«хаяррӑн наказани парӗ», ҪТ]» (Матфей 24:45—51; Лука 12:45, 46 танлаштарӑр.)
Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен пӗр-пӗр ушкӑнӗ хӑйне усал чура пек тытма пуҫлӗ тесе каласшӑн мар. Апла пулсан, ҫакӑнпа Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене мӗне вӗрентесшӗн? Вӑл вӗсем сыхӑ тӑччӑр тата нумай вӑй хуччӑр тет. Ҫакна вӑл тепӗр тӗслӗхпе уҫса парать.