Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

110-МӖШ СЫПӐК

Иисус юлашки кун храмра вӗрентет

Иисус юлашки кун храмра вӗрентет

МАТФЕЙ 23:25—24:2 МАРК 12:41—13:2 ЛУКА 21:1—6

  • ИИСУС ТӖН ПУҪЛӐХӖСЕНЕ МАЛАЛЛА СИВЛЕТ

  • ХРАМА АРКАТӖҪ

  • ЧУХӐН ТӐЛӐХ АРӐМ ХӐЙ ИРӖКӖПЕ ИКӖ ВАК УКҪА ПАРАТЬ

Иисус храмра юлашки хут вӗрентнӗ чухне кӗнекеҫӗсемпе фарисейсене пурин умӗнче те икӗпитлӗскерсем тесе малалла питлет. Вӑл сӑнарлӑ чӗлхепе усӑ курса калать: «Эсир чашӑк-тирӗк тулашне тасататӑр, вӗсен ӑшӗ вара ҫӑткӑнлӑхпа, тӗрӗсмарлӑхпа тулнӑ. Эй, суккӑр фарисей! Чашӑк-тирӗк тулашӗ таса пултӑр тесен малтан ӑшне тасат» (Матфей 23:25, 26, ҪХ). Тӗн йӗркине тытса тӑмашкӑн таса пуласси пирки тата ҫи-пуҫ пирки калас пулсан, фарисейсем ҫав тӗлӗшрен кашни вак-тӗвеке шута илеҫҫӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫын шалтан мӗнлерех пулни вӗсемшӗн кирлех мар, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен сӑнарлӑ чӗрисене тасатмаҫҫӗ.

Вӗсен икӗпитлӗхӗ пророксем валли тупӑклӑхсем туса лартса вӗсене илемлетнинче палӑрса тӑрать. Вӗсем вара, Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, «пророксене вӗлерекенсенӗн ачисем» (Матфей 23:31). Ҫакӑ вӗсем Иисуса вӗлересшӗн пулнинче курӑнса тӑрать (Иоанн 5:18; 7:1, 25).

Ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем ӳкӗнмесен, вӗсемпе мӗн пулӗ? Иисус калать: «Эй ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! хӑвӑра тамӑк вутне [«гееннӑна», ҪТ] кӗме сут тӑвасран епле хӑтӑлӑр эсир?» (Матфей 23:33.) Иерусалим ҫумӗнчи Енном айлӑмӗнче (гееннӑра) ҫӳп-ҫапа ҫунтараҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫакӑ усал кӗнекеҫӗсемпе фарисейсене мӗн кӗтнине уҫӑмлӑн кӑтартса паракан паллӑ.

Иисусӑн вӗренекенӗсем сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне «пророксем, ӑсчахсем, вӗрентекенсем» пек пулса ӗҫлӗҫ. Ыттисем хӑйсене вӗсемпе мӗнле тытӗҫ? Тӗн пуҫлӑхӗсене Иисус ҫапла калать: «Эсир вӗсенчен [манӑн вӗренекенсенчен] хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр. Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа... хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ. Чӑн калатӑп сире: ҫавсемшӗн пуриншӗн те ҫак ӑрӑва айӑплав пулӗ» (Матфей 23:34—36, ҪХ). Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗн эрӑри 70 ҫулта пурнӑҫланӗҫ. Ун чухне Рим ҫарӗ Иерусалима аркатса тӑкӗ те ҫӗр-ҫӗр пин иудей вилӗ.

Ҫав пулас хӑрушӑ событисем ҫинчен шухӑшланӑ май Иисус питӗ хытӑ кулянать. «Эй Иерусалим, Иерусалим! пророксене пӗтерекен, хӑв патна янисене чулпа персе вӗлерекен! — хурланса калать вӑл.— Чӗп амӑшӗ хӑй чӗпписене ҫуначӗ айне пухнӑ пек, Эпӗ миҫе хутчен санӑн ачусене пуҫтарма тӑрӑшрӑм, анчах эсир пуҫтарӑнасшӑн пулмарӑр! Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать» (Матфей 23:37, 38). Иисуса итлекенсем вӑл мӗнле «ҫурт» ҫинчен каланине ӑнлансах каймаҫҫӗ пулмалла. Тен, вӑл Иерусалимри чаплӑ та мӑнаҫлӑ храм — Турӑ хӳтӗленӗ пек туйӑнакан храм — пирки калать?

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус малалла ҫапла калать: «Калатӑп сире: хӑвӑр: „Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!“ тесе кӑшкӑрас кун ҫитиччен текех Мана кураймӑр» (Матфей 23:39). Кунта вӑл Псалом 117:26-мӗшӗнчи ҫак сӑмахсене илсе панӑ: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе килекен — мухтавлӑ! Сире Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пиллетпӗр». Ҫӗр ҫинчи храма аркатсан, урӑх никам та унта Турӑ ячӗпе килмӗ паллах.

Халӗ Иисус храмӑн тепӗр пайне каять, унта савӑтсем тӑраҫҫӗ. Ҫав савӑтсен тӑрринче укҫа ямалли шӑтӑк пур, ҫынсем вара хӑйсен ирӗкӗпе унта укҫа яма пултараҫҫӗ. Иисус иудейсем нумайӑшӗ мӗн тунине сӑнаса ларать. Пуяннисем чылайӑшӗ нумай хураҫҫӗ. Унтан Иисус чухӑн тӑлӑх арӑма курать, вӑл вара «икӗ вак укҫа» хурать (Марк 12:41, 42). Турра ҫав хӗрарӑмӑн парни питӗ савӑнтарнине Иисус пӗлет паллах.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илет те калать: «Чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ». Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иисус ӑнлантарса парать: «Ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ» (Марк 12:43, 44). Чухӑн тӑлӑх арӑмӑн шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тӗн пуҫлӑхӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗ-хӗлӗнчен питӗ уйрӑлса тӑрать!

Нисанӑн 11-мӗшӗ вӗҫленмен-ха. Иисус храмран тухса каять, вӑл унта урӑх нихӑҫан та таврӑнмӗ. Унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри кӑшкӑрса калать: «Вӗрентекен! кур-ха, чулӗсем еплерех, ҫурчӗсем еплерех!» (Марк 13:1.) Чӑнах та, храм стенисем ҫинчи хӑш-пӗр чулсем питӗ пысӑк, ҫавӑнпа та вӗсем ҫине пӑхса ҫак храм тата нумай ларӗ тесе шутлама пулать. Ҫаксене шута илес пулсан, Иисус: «Куратӑн-и ҫак капмар ҫуртсене? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ»,— тесе калани тӗлӗнмелле пек туйӑнать (Марк 13:2, ҪХ).

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе Кедрон айлӑмӗ урлӑ каҫать те Елеон тӑвӗ ҫине улӑхать. Пӗр вӑхӑт хушши вӑл вӗсенчен тӑваттӑшӗпе — Петрпа, Андрейпа, Иаковпа тата Иоанпа тӑрса юлать. Ҫавӑнтан, ту ҫинчен, чаплӑ та мӑнаҫлӑ храм питӗ лайӑх курӑнса ларать.