Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

120-МӖШ СЫПӐК

Вӗренекенсен ҫимӗҫ кӳмелле тата Иисусӑн тусӗсем пулмалла

Вӗренекенсен ҫимӗҫ кӳмелле тата Иисусӑн тусӗсем пулмалла

ИОАНН 15:1—27

  • ЧӐН ИҪӖМ ҪЫРЛИ АВӐРӖ ТАТА ТУРАТСЕМ

  • ИИСУС ЮРАТСА ТӐТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе чунне уҫса тата ӑшшӑн калаҫнипе вӗсене хавхалантарать. Халӗ ӗнтӗ ҫур ҫӗр те иртнӗ пулас. Иисус кирлӗ ӗҫсем тума хистекен тӗслӗх илсе парать.

«Эпӗ — чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара — иҫӗм пахчийӗн хуҫи»,— каласа пама пуҫлать вӑл (Иоанн 15:1). Ҫак тӗслӗх темиҫе ӗмӗр каялла илсе панӑ тӗслӗхе аса илтерет — унта Израиль халӑхӗ пирки Иеговӑн иҫӗм йывӑҫӗ тенӗ (Иеремия 2:21; Осия 10:1, 2). Анчах та Иегова ҫав халӑха сирсе янӑ (Матфей 23:37, 38). Ҫавӑнпа та Иисус ҫак тӗслӗхе ҫӗнӗ шухӑш кӗртет. Вӑл хӑй — иҫӗм ҫырли авӑрӗ. Ҫав иҫӗм ҫырли авӑрне вара унӑн Ашшӗ пирӗн эрӑри 29 ҫулта Иисуса святой сывлӑшпа суйласа лартнӑранпа пӑхса тӑрать. Анчах та Иисус иҫӗм ҫырли авӑрӗ хӑйне кӑна сӑнласа паманнине кӑтартса парать.

«Ҫырли пулман туратӑма Вӑл [ман Атте] кирек хӑшне те касса пӑрахать,— калать Иисус,— ҫырли пулаканнине кирек хӑшне те, ҫимӗҫӗ тата нумайтарах пултӑр тесе, тасатсах тӑрать. [...] Турат хӑй авӑрӗ ҫинче пулмасан, хӑй тӗллӗн ҫырла ӳстереймест; Ман ӑшӑмра [«манпа пӗрлӗхре», ҪТ] пулмасан, эсир те ҫавӑн пекех пулатӑр. Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем» (Иоанн 15:2—5).

Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене хӑй кайсан пулӑшакана, святой сывлӑша, ярса пама сӑмах панӑ. Тепӗр 51 кунтан, апостолсемпе ытти вӗренекенӗсем святой сывлӑш илсен, вӗсем, сӑнарлӑ каласан, иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчи туратсем пулса тӑрӗҫ. «Туратсен» пурин те Иисуспа пӗрлӗхре пулмалла. Мӗн тума?

Вӑл ӑнлантарса парать: «Кам Ман ӑшӑмра [«манпа пӗрлӗхре», ҪТ] тӑрать, Эпӗ те ун ӑшӗнче [«унпа пӗрлӗхре», ҪТ] тӑратӑп, вӑл нумай усӑ [«ҫимӗҫ», ҪХ] кӳрет; Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр». Ҫав «туратсем» — Иисусӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсем — Иисус кӑтартнӑ лайӑх енсене кӑтартнипе, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастарлӑн пӗлтернипе тата ҫӗнӗ вӗренекенсем хатӗрленипе нумай ҫимӗҫ кӳрӗҫ. Кам та пулин Иисуспа пӗрлӗхре пулма пӑрахрӗ тата ҫимӗҫ пама чарӑнчӗ пулсан, ун пирки мӗн калама пулать? Иисус ӑнлантарать: «Ман ӑшӑмра маррисем [«манпа пӗрлӗхре пулма пӑрахнисем», ҪТ] — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек». Тепӗр енчен илес пулсан, Иисус калать: «Эсир Ман ӑшӑмра [«манпа пӗрлӗхре», ҪТ] тӑрсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире» (Иоанн 15:5—7).

Халӗ Иисус унччен мӗн ҫинчен икӗ хутчен асӑннӑ, ҫавӑн пирки — хӑйӗн ӳкӗчӗсене тытса тӑрасси пирки — каллех калать (Иоанн 14:15, 21). Вӑл вӗренекенӗсене вӗсем чӑнах ҫавна туса тӑнине мӗнрен пӗлме пултарнине уҫса парать: «Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана; эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире». Вӗренекенӗсен Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлне юратмалла. Анчах та вӗсен кунтан та ытларах тумалла. Иисус калать: «Акӑ манӑн ӳкӗтӗм: эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; хӑй тусӗсемшӗн чунне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир Манӑн тусӑмсем пулатӑр» (Иоанн 15:10—14).

Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе сехет иртсен, Иисус хӑйӗн юратӑвне хӑйне ӗненекенсемшӗн пуриншӗн те хӑйӗн пурнӑҫне панипе кӑтартӗ. Унӑн тӗслӗхӗ ун хыҫҫӑн пыракансене пӗр-пӗрне ҫавӑн пек юратупа юратма — пӗтӗм чуна парса юратма хавхалантарса тӑмалла. Вӗсене ҫавӑн пек юратнинчен пӗлӗҫ, ун пирки Иисус унччен ҫапла каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35).

Апостолсем хӑйсене Иисус «тусӑмсем» тенине, паллах ӗнтӗ, асӑрханӑ. Вӑл вӗсене калать: «Эпӗ сире Аттемрен Хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа патӑм, ҫавӑнпа сире тусӑмсем тетӗп». Иисуспа туслӑ пуласси тата ӑна Ашшӗ мӗн каланине пӗлесси вӑл — мӗн тери паха! Анчах та ҫавӑн пек туслӑхпа савӑнса пурӑнас тесен вӗренекенӗсен «нумай ҫимӗҫ» кӳмелле. Вара, Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем Ашшӗнчен Иисус ячӗпе кирек мӗн ыйтсан та, Ашшӗ вӗсене ҫавна парӗ (Иоанн 15:15, 16).

Иисусӑн «турачӗсем» — унӑн вӗренекенӗсем — хушшинчи юрату вӗсене пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Вӑл вӗсене тӗнче сире курайми пулӗ тесе асӑрхаттарать, ҫав вӑхӑтрах хавхалантаракан сӑмахсем калать: «Пӗлсе тӑрӑр: сире тӗнче кураймасть пулсан, Мана вӑл сире курайми пуличченех курайми пулчӗ. Эсир тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче хӑйӗнне хӑй юратӗччӗ; эсир — тӗнченӗн мар... тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть» (Иоанн 15:18, 19).

Малалла Иисус мӗншӗн тӗнче вӗсене курайми пулассине ӑнлантарса парать: «Сире ҫапла ман ятӑм пирки хӗсӗрлӗҫ; [мӗншӗн тесен] вӗсем Мана Яракана пӗлмеҫҫӗ». Иисус хӑй тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем хӑйне курайман ҫынсене айӑплама сӑлтав параҫҫӗ тесе калать: «Эпӗ вӗсен хушшинче урӑх никам та туман ӗҫсем туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхлӑ пулмӗччӗҫ; халӗ вӗсем ҫав ӗҫсене курчӗҫ, ҫапах Мана та, Манӑн Аттеме те кураймаҫҫӗ». Тӗрӗссипе каласан, вӗсем курайми пулнипе Библире пророкла каланине пурнӑҫлаҫҫӗ (Иоанн 15:21, 24, 25; Псалом 34:19; 68:5).

Иисус каллех пулӑшакана, святой сывлӑша, яма сӑмах парать. Ҫак хӑватлӑ вӑя ун хыҫҫӑн пыракансем пурте илме пултараҫҫӗ, вара ҫав вӑй вӗсене ҫимӗҫ кӳме, «пӗлтерсе тӑма», пулӑшӗ (Иоанн 15:27).