16-МӖШ СЫПӐК
Иисус тӗрӗс пуҫҫапассишӗн ҫуннине кӑтартать
-
ИИСУС ХРАМА ТАСАТАТЬ
Канӑра туйра пулнӑ хыҫҫӑн Иисус Капернаума ҫул тытать. Унӑн амӑшӗ тата унӑн шӑллӗсем — Иаков, Иосиф, Симон тата Иуда — унпа пӗрле пыраҫҫӗ.
Мӗншӗн Иисус Капернаума каять? Назаретпа тата Канӑпа танлаштарсан, ҫак хула питӗ майлӑ вырӑнта ларать тата вӑл леш хуласенчен пысӑкрах пулмалла. Унсӑр пуҫне, Иисусӑн нумаях пулмасть пулса тӑнӑ вӗренекенӗсем Капернаумра е ун таврашӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен килӗсене хӑвармасӑрах Иисусран вӗренме пултараҫҫӗ.
Капернаумра та Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Ҫакӑн ҫинчен хулара тата ун таврашӗнче пурӑнакансем нумайӑшӗ илтеҫҫӗ. Анчах та Иисусӑн тата унӑн юлташӗсен, Турра парӑннӑ иудейсен, кӗҫех Иерусалима пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасхӑна паллӑ тума каймалла.
Иерусалимри храмра пулнӑ чухне вӗренекенсем Иисуса хӑйсем пӗлмен ҫӗнӗ енчен кураҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет.
Турӑ Саккунӗ тӑрӑх, израильтянсен храмра чӗрчунсене парнене кӳмелле пулнӑ. Унсӑр пуҫне, Иерусалимра пулнӑ чухне вӗсене апат-ҫимӗҫ те кирлӗ. Ҫавӑнпа, Саккун тӑрӑх, аякран килнисем Иерусалимра «вӑкӑр, сурӑх» тата хӑйсене мӗн кирлине пурне те туянма пултарнӑ (Саккуна астутарни 14:24—26). Сутӑҫсем, ҫавна пӗлсе, храмӑн пысӑк картишӗсенчен пӗринче чӗрчунсемпе кайӑксене сутаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем питӗ пысӑк хак ыйтаҫҫӗ, ҫапла ҫынсене улталаса вӗсенчен укҫа сӑптӑраҫҫӗ.
Ҫакӑнпа питӗ кӑмӑлсӑр пулнӑран Иисус укҫа улӑштаракансен укҫисене сапаласа ярать, вӗсен сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере ярать, вӗсене хӑйсене храмран хӑваласа кӑларса ярать. Иисус калать: «Йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр» (Иоанн 2:16).
Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫакна курса Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен калакан ҫак пророкла сӑмахсене аса илеҫҫӗ: «Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни типӗтсе ячӗ Мана». Анчах иудейсем ыйтаҫҫӗ: «Ҫапла тума ирӗкӳ пуррине мӗнле паллӑ кӑтартса пӗлтерӗн Эсӗ пире?» Иисус хуравлать: «Ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп» (Иоанн 2:17—19; Псалом 68:10).
Иудейсем Иисус Иерусалимри храм ҫинчен калать тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Ку Турӑ Ҫуртне хӗрӗх ултӑ ҫул тунӑ, Эсӗ ӑна виҫӗ кунрах туса лартӑн-и?» (Иоанн 2:20.) Анчах Иисус храм пирки каланӑ чухне хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ҫинчен каланӑ. Виҫӗ ҫул иртсен, вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, унӑн вӗренекенӗсем ҫак сӑмахсене аса илеҫҫӗ.