Ирӗклӗх
Ҫут тӗнчере камӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗх пур?
Ис 40:13, 15; Рм 9:20, 21
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Рм 11:33—36
-
Библири тӗслӗхсем
-
Дан 4:26—32. Хӑватлӑ Навуходоносор патшан чи аслӑ власть Иеговӑн аллинче пулнине тата никамӑн та ӑна эсӗ мӗн тӑватӑн тесе калама ирӗк ҫуккине йышӑнма тивнӗ.
-
Ис 45:6—12. Ҫут тӗнчере мӗн пуррине пурне те тунӑран Иеговӑн пире хӑй мӗншӗн апла е капла тунине ӑнлантарса пама кирлӗ мар.
-
Иегова хӑй мӗн тӑвас килнине пурне те тума пултарать пулин те, мӗн вӑл нихӑҫан та тумӗ?
Мӗншӗн пирӗн ирӗклӗхӗн чиккисем пур?
Мӗншӗн христианин, унӑн пӗр-пӗр япалана тума ирӗк пур пулсан та, ҫавна тӑвас мар тейӗ?
Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пирки вӗсен ирӗклӗх пур тесе калама пулать?
Мӗншӗн Иеговӑшӑн ӗҫлени телей кӳрет?
Пс 39:9
-
Библири тӗслӗхсем
-
Плт 18:3; Евр 11:8—10. Авраам хӑйӗншӗн Иегова мӗн тума сӑмах панине нихӑҫан та манман, ҫакӑ вара ӑна Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшнӑ.
-
Евр 11:24—26. Моисей хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑн ӗҫне туса тӑма халалланӑ, ҫакӑ вара ӑна телей кӳнӗ, ирӗклӗх панӑ тата чаплӑ пуласлӑх пирки шанчӑк панӑ.
-
Иегова пире мӗнрен ирӗке кӑларать?
Мӗншӗн христиансен хӑйсен ирӗклӗхӗпе тӗрӗс усӑ курмалла?
Мӗнле лару-тӑрура юрату христианина хӑйӗн мӗн тума ирӗк пур, ҫавна ан ту теме пултарать?
Эпир калакан ырӑ хыпар ҫынсене ирӗке мӗнле кӑларать?
Библире каланӑ тӑрӑх, пуласлӑхра эпир мӗнле ирӗклӗх илӗпӗр?
Мӗншӗн ҫынсем хӑйсем мӗн тӑвас килнине кӑна тунӑ чухне чурасем пулса тӑраҫҫӗ теме пулать?
Турӑшӑн пур ҫын та пӗр тан пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
1Кр 7:22; Гл 3:28; Кл 3:10, 11
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: 1Кр 12:13