Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Каҫарни

Каҫарни

Мӗншӗн эпир Иегова хаваспах каҫарать теме пултаратпӑр?

Пс 85:5; Дан 9:9; Мх 7:18

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: 2Пт 3:9

  • Библири тӗслӗхсем

    • Пс 77:40, 41; 105:36—46. Израильтянсем Иеговӑна час-часах хурлантарнӑ пулин те, вӑл вӗсене ҫине-ҫинех каҫарнӑ.

    • Лк 15:11—32. Иисус Иегова питӗ каҫарасшӑн пулнине кӑтартса парас тесе ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ ывӑлне каҫарнӑ хӗрхенекен ашшӗ ҫинчен калакан тӗслӗхе каласа панӑ.

Пире каҫарас тесе Иегова мӗн тунӑ?

Ин 1:29; Эф 1:7; 1Ин 2:1, 2

  • Библири тӗслӗхсем

    • Евр 9:22—28. Павел апостол Иегова пирӗн ҫылӑхсене Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн панӑран каҫарма пултарать тесе ӑнлантарса панӑ.

    • Ӳл 7:9, 10, 14, 15. Иегова «темӗн чухлӗ ҫыннӑн» ҫылӑхне каҫарать, мӗншӗн тесен вӗсем Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненеҫҫӗ тесе ҫырнӑ Иоанн апостол.

Иегова пире каҫартӑр тетпӗр пулсан, кам та пулин пире хирӗҫ ҫылӑх тусан пирӗн мӗн тумалла?

Мф 6:14, 15; Мк 11:25; Лк 17:3, 4; Иак 2:13

  • Библири тӗслӗхсем

    • Иов 42:7—10. Иова сыватас тата пиллес умӗн, Иегова ӑна хӑйне тӗрӗс мар айӑпланӑ виҫӗ ҫыншӑн — Елифазшӑн, Вилдадшӑн тата Софаршӑн — кӗлтума ыйтнӑ.

    • Мф 18:21—35. Иисус пӗр тӗслӗх илсе панӑ, унта вӑл Иегова пире каҫартӑр тесен пирӗн ыттисене каҫармалла тесе каланӑ.

Мӗншӗн пирӗн хамӑр ҫылӑхсене ним пытармасӑр каласа памалла тата вӗсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнмелле?

Ап 3:19; 26:20; 1Ин 1:8—10

  • Библири тӗслӗхсем

    • Пс 31:1—5; 50:3, 4, 18, 19. Йывӑр ҫылӑхсем тунӑран Давид патша питӗ хытӑ хурланнӑ тата ҫав ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннӗ.

    • Иак 5:14—16. Иаков ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, пирӗн старейшинӑсем патне каймалла.

Иегова пире каҫартӑр тетпӗр пулсан, пирӗн мӗнле улшӑнусем тумалла?

Ыт 28:13; Ис 55:7; Эф 4:28

  • Библири тӗслӗхсем

    • 3Пш 21:27—29; 2Ҫл 18:18—22, 33, 34; 19:1, 2. Ахав патша хӑйне Иегова наказани парасси ҫинчен пӗлсен хӑйне кӗҫӗне хунӑ, анчах та вӑл хӑйӗн усал ӗҫӗсемшӗн чӑннипех ӳкӗнмен, ҫавӑнпа Иегова ӑна унчченхи пекех йӗркесӗр ҫын тесе шутланӑ тата ӑна вӗлермелле тунӑ.

    • 2Ҫл 33:1—16. Манассия патша нумай усал ӗҫ тунӑ, анчах вӑл ӳкӗннӗ, вара Иегова ӑна каҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Манассия йӗрӗхсене пуҫҫапассине пӗтерме тӑрӑшнӑ тата еврейсене Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнма пулӑшнӑ.

Хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене Иегова мӗн таран каҫарать?

Пс 102:10—14; Ис 1:18; 38:17; Иер 31:34; Мх 7:19

  • Библири тӗслӗх

    • 2Пш 12:13; 24:1; 3Пш 9:4, 5. Давид йывӑр ҫылӑхсем тунӑ, анчах Иегова ӑна каҫарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӳкӗннӗ; каярахпа вара Иегова ун пирки манӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗм тенӗ.

Ыттисене каҫарас тӗлӗшрен Иисус Иеговӑран тӗслӗх илнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Пс 85:5; Лк 23:33, 34

  • Библири тӗслӗхсем

    • Мф 26:36, 40, 41. Иисусӑн ҫывӑх тусӗсем хӑйне пулӑшу питӗ кирлӗ пулнӑ чухне ҫывӑрса кайнӑ; анчах Иисус вӗсем хӑйне пулӑшасшӑн пулнине тата питӗ ывӑннине пӗлнӗ.

    • Мф 26:69—75; Лк 24:33, 34; Ап 2:37—41. Пётр Иисусран ӑна пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен туннӑ, анчах вӑл ӳкӗннӗ, вара Иисус ӑна каҫарнӑ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан Пётра курӑннӑ, каярахпа вара ӑна пухура ятарлӑ ӗҫсем шанса панӑ.

Иегова пур ҫынна та каҫарманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Мф 12:31; Евр 10:26, 27; 1Ин 5:16, 17

  • Библири тӗслӗхсем

    • Мф 23:29—33. Иисус закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсене ӳкӗнмесен гееннӑна лекетӗр, урӑхла каласан, сире ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ.

    • Ин 17:12; Мк 14:21. Иуда Искариот сутӑнчӑк пулассине Иисус пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна «пӗтес ывӑл» тата ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тенӗ.

Пире ыттисене каҫарма мӗн пулӑшӗ?