Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ ПАЙӖ

Тӑван-хурӑнташпа килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?

Тӑван-хурӑнташпа килӗштерсе пурӑнма мӗн пулӑшать?

«Ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр» (Колоссӑ 3:12).

Икӗ ҫын мӑшӑрлансан ҫӗнӗ ҫемье ҫуралать. Эсир нихӑҫан та аҫупа аннӳне юратма тата хисеплеме пӑрахмастӑр пулин те, халӗ сирӗн пурнӑҫра мӑшӑр чи хаклӑ ҫын пулса тӑрать. Тӑвансенчен хӑшне-пӗрне ҫакӑнпа килӗшме йывӑр та пулӗ, тен. Библири принципсем сире мӑшӑрупа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе пынӑ май хурӑнташӑрсемпе те килӗштерсе пурӑнма пулӑшӗҫ.

1. ХУРӐНТАШСЕМ МӖНЛЕ ВЫРӐН ЙЫШӐНАҪҪӖ?

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Аҫупа аннӳне хисепле» (Эфес 6:2, 3). Кирек миҫе ҫулта пулсан та, сирӗн аҫупа аннӳне хисеплемелле тата чыс тумалла. Ҫавӑн пекех мӑшӑр та камӑн та пулин ывӑлӗ е хӗрӗ пулнине тата унӑн хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ валли вӑхӑт уйӑрмаллине асра тытмалла. «Юрату ӑмсанмасть», ҫавӑнпа мӑшӑра ашшӗпе амӑшӗ патне кӗвӗҫни ӑслӑ мар (1 Коринф 13:4; Галати 5:26).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ҫакӑн пек пӗтӗмлетсе калассинчен пӑрӑнӑр: «Санӑн аҫупа аннӳ мана ӗмӗрех тиркеҫҫӗ» е «Санӑн аннӳне нихӑҫан та юрама ҫук»

  • Мӑшӑр мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшӑр

2. ХӐВӐР ЙЫШӐННӐ ЙӖРКЕНЕ ТЫТСА ТӐРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ» (Пултарни 2:24). Эсир мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн та аҫупа аннӳ унчченхи пекех сирӗншӗн яваплӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ. Вӗсем, тен, сирӗн ҫемье пурнӑҫне кирлинчен ытла хутшӑнаҫҫӗ.

Мӑшӑрупа иксӗрӗн вӗсене хӑвӑрӑн ҫемье ӗҫӗсене мӗн таран хутшӑнма парасси пирки калаҫса татӑлмалла, ун хыҫҫӑн ыррӑн вӗсене ҫакна ӑнланма пулӑшмалла. Уҫҫӑн та тӳррӗн калани тӳрккес пулмаллине пӗлтермест (Ытарӑшсем 15:1). Хамӑра кӗҫӗне хуни, йӑваш кӑмӑллӑ тата вӑрах тӳсӗмлӗ пулни сире тӑванӑрсемпе ӑшӑ хутшӑнусем аталантарма, «пӗр-пӗрне юратса... пӗрлӗхе упраса пурӑнма» пулӑшӗ (Эфес 4:2, 3).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Хурӑнташӑрсем сирӗн ҫемье пурнӑҫне ытлашшипех хутшӑнаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, мӑшӑрупа пӗрле ҫавна лӑпкӑн сӳтсе явӑр

  • Хӑвӑр мӗн тӑвасси пирки калаҫса татӑлӑр