Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Иеговӑна юратакан ырӑ ҫыннӑмӑр!

Иисус каланӑ: «[Эсир] чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Калама ҫук хавхалантаракан сӑмахсем! Ҫак питӗ йывӑр юлашки кунсенче те, суяпа ултав анлӑ сарӑлнине пӑхмасӑрах, чӑнлӑха пӗлме пулать (2 Тимофей 3:1). Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пирвайхи хут ӑнланма пуҫланине астӑватӑн-и? Чӑнах та ҫакна манма ҫук!

Анчах чӑнлӑха тӗрӗс пӗлни тата ун ҫинчен ыттисене каласа пани кирлӗ пулин те, хамӑра чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ тытни те кирлӗ. Ҫавна тӑвас тесен пирӗн хамӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрамалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Иисус вилес умӗнхи каҫ каланӑ сӑмахсенче тупма пулать. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ вӗренекенӗсене каланӑ: «Эпӗ Аттем хушнине туса тӑтӑм, ҫавӑнпа Аттем юратса тӑрать Мана; эсир Эпӗ хушнине туса тӑрсан, Эпӗ те юратса тӑрӑп сире» (Иоанн 15:10).

Иисус хӑйӗн Ашшӗ хушнине туса тӑнипе Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлнине асӑрха-ха. Пирӗн те паян ҫавнах тумалла. Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, пирӗн кунсерен чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла. Ҫав каҫах Иисус каланӑ: «Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ» (Иоанн 13:17).

Ҫак кӗнеке сана чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнма тата хӑвна Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрама пулӑшасса чун-чӗререн шанса тӑратпӑр. Ҫакӑ вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитерӗ (Иуда 21).

Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ