Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ СЫПӐК

Мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑрӑр

Мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑрӑр

«Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа... киленсе пурӑн» (ЫТАРӐШСЕМ 5:18, 19).

1, 2. Эпир мӗнле ыйту пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?

ЭСӖ авланнӑ е качча кайнӑ ҫын-и? Ҫапла пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ сана телей кӳрсе тӑрать-и е санӑн ҫемьере килӗшӳ ҫук? Эсир мӑшӑрупа пӗр-пӗринчен майӗпен ютшӑнса пыратӑр-и? Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пӗр савӑнӑҫсӑр чӑтса ирттерме тивет тесе шутлатӑн-и эсӗ? Санпа ҫапла пулсан, эсӗ унчченхи ӑшӑ туйӑмсем сивӗннишӗн, паллах ӗнтӗ, хурланатӑн. Христианин пулнӑ май эсӗ хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫупа Иеговӑна, хӑв юратнӑ Турра, мухтав кӳрсе тӑрасшӑн. Анчах хӑвӑн пурнӑҫунта пулса пыракан паянхи ӗҫсем сана, тен, кулянтараҫҫӗ те, асаплантараҫҫӗ те пулӗ. Ҫавӑн пек чухне те, тархасшӑн, нимӗнле шанчӑк ҫук тесе ан шутла.

2 Паян христиансем хушшинче лайӑх мӑшӑрсем нумай, анчах вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче те пӗр-пӗринчен ютшӑнса пурӑнасси пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелли май тупнӑ. Эсӗ те мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗрех пулма пултаратӑн. Мӗнле?

ТУРӐПА ТАТА ХӐВӐН МӐШӐРУПА ҪЫВӐХЛАН

3, 4. Мӗншӗн мӑшӑрсен пӗр-пӗринпе ҫывӑхланас тесен Турӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшмалла? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

3 Турӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшатӑн пулсан, эсӗ хӑвӑн мӑшӑрупа та ҫывӑхланӑн. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар: конус евӗрлӗ ту ҫинчен — сарлака айлӑ, шӗвӗр тӑрӑллӑ ту ҫинчен — шухӑшласа пӑх-ха. Арҫын ту ҫумӗнче ҫурҫӗр енче тӑрать тейӗпӗр, хӗрарӑмӗ — кӑнтӑр енче. Иккӗшӗ те ту ҫине хӑпарма пуҫлаҫҫӗ. Хӑпарма пуҫланӑ чухне вӗсем пӗр-пӗринчен аякра тӑраҫҫӗ-ха. Тӑвӑн шӗвӗр тӑрри патне хӑпарса пынӑ май вӗсен хушши чаксах-чаксах пырать. Ҫак тӗслӗхӗн тӗп шухӑшне ӑнланатӑн-и?

4 Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя парса ӗҫлеме тӑрӑшнине ту тӑррине хӑпарас тесе вӑй хунипе танлаштарма пулать. Иеговӑна юратнӑ пирки халӗ эсир, сӑнарлӑ каласан, ту ҫине хӑпарса пыратӑр. Анчах та эсир мӑшӑрупа пӗр-пӗринчен ютшӑнатӑр пулсан, сирӗн пирки ту тӑррине тӗрлӗ енчен хӑпарса пыратӑр теме пулать. Чарӑнса тӑмасӑр улӑхса пыратӑр пулсан, ҫакӑ вара мӗн парӗ? Паллах ӗнтӗ, чи малтан эсир пӗр-пӗринчен чылай аякра. Анчах та Турӑпа ҫывӑхланма мӗн чухлӗ нумайрах вӑй хуратӑр, урӑхла каласан, мӗн чухлӗ ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах мӑшӑрупа ҫывӑх пулатӑр. Апла пулсан, хӑвӑн упӑшкупа е арӑмупа ҫывӑхланас тесен, чи малтан Турӑпа ҫывӑхланмалла. Ҫакна мӗнле тумалла?

Библи вӗренсе илнӗ пӗлӗве пурнӑҫра тытса пыни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетет

5. а) Иеговӑпа тата мӑшӑрпа мӗнле ҫывӑхланма пулать? ӑ) Мӑшӑрлӑ пурӑнасси ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

5 Упӑшкипе арӑмӗ Турӑ Сӑмахӗнче ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калакан канашсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан, сӑнарлӑ каласан, вӗсем ту тӑррине хӑпарса пыраҫҫӗ теме пулать (Псалом 24:4; Исаия 48:17, 18). Павел апостол панӑ канаша пӑхса тухар. Вӑл каланӑ: «Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр» (Еврейсем 13:4). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Ҫак сӑвӑ йӗркинче «таса» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫавӑн пекех мӗне те пулин хисеплесе тӑнине тата хакланине пӗлтерет. Иегова мӑшӑрлӑ пурӑнасси ҫине шӑпах ҫапла пӑхать те — вӑл ӑна питӗ хаклӑ тесе шутлать.

ИЕГОВӐНА ЧУН-ЧӖРЕРЕН ЮРАТНИ САНА ХАВХАЛАНТАРСА ТӐТӐР

6. Павел мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки панӑ канашӑн контексчӗ мӗн кӑтартса парать тата мӗншӗн ҫавна асра тытни питӗ кирлӗ?

6 Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эсӗ те, санӑн мӑшӑру та мӑшӑрлӑ пурӑнасси хаклӑ ҫеҫ мар, сӑваплӑ пулнине те пӗлетӗр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрланса пурӑнас йӗрке вӑл — Иегова хывнӑ йӗрке. (Матфей 19:4—6 вуласа пар.) Анчах та халӗ сирӗн ҫемьере килӗшӳ ҫук пулсан, мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑмаллине пӗлни кӑна сана та, санӑн мӑшӑрна та пӗр-пӗрне хисеплеме тата юратма хавхалантармашкӑн, тен, ҫителӗклӗ пулмӗ. Мӗн сана хавхалантарма пултарӗ вара? Павел мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑрасси пирки мӗн каланине тимлесе пӑх-ха. Вӑл «мӑшӑрлӑ пурӑнасси таса» тесе каламан, «мӑшӑрлӑ пурӑнасси таса пултӑр» тенӗ. Павел, хӑй сӑнаса пӗлнине кӑна каламан, ҫав канаша тытса пыма чӗнсе каланӑ *. Ҫакна асра тытни сана хӑвӑн мӑшӑрна хисеплеме тата ытларах хавхалантарӗ. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

7. а) Библири мӗнле ӳкӗтсене эпир тытса тӑратпӑр тата мӗншӗн? ӑ) Итлесе пурӑнни мӗнле усӑ парать?

7 Библири ытти ӳкӗтсем ҫине, сӑмахран, вӗренекенсене хатӗрлессипе Турра пуҫҫапма пӗрле пухӑнасси ҫине, эсӗ ху мӗнле пӑхни ҫинчен пӗр самантлӑха шухӑшласа пӑх-ха (Матфей 28:19; Еврейсем 10:24, 25). Ҫак ӳкӗтсене тытса тӑма хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑлах мар. Ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне ҫынсем итлемесен те, хирӗҫ те тӑма пултараҫҫӗ, е ӗҫрен ҫав тери ӗшенсе таврӑннӑ хыҫҫӑн христиансен тӗлпулӑвӗсене кайма самаях йывӑр пулма пултарать. Анчах ҫавна пӑхмасӑрах, эсӗ Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне каласа тӑратӑн, христиансен тӗлпулӑвӗсене те ҫӳретӗн. Сана никам та чарма пултараймасть, Сатана та! Мӗншӗн? Иеговӑна чун-чӗререн юратни сана унӑн ӳкӗчӗсене туса тӑма хавхалантарса тӑрать (1 Иоанн 5:3). Ҫакӑ мӗнле усӑ парать? Ырӑ хыпара калас ӗҫе хутшӑннипе тата тӗлпулусене ҫӳренипе эсӗ Турӑ ирӗкне туса тӑратӑн, ҫакна ӑнланни чуна канӑҫлӑх парать тата чӗрене савӑнтарать. Канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ вара сана вӑй парса тӑраҫҫӗ (Неемия 8:10). Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?

8, 9. а) Мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплеме чӗнсе каланине итлесе тӑма пире мӗн хавхалантарма пултарать тата мӗншӗн? ӑ) Халӗ эпир мӗнле икӗ ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?

8 Иеговӑна чун-чӗререн юратни сана нимле чӑрмава пӑхмасӑрах ырӑ хыпар калама тата тӗлпулусене ҫӳреме хушакан ӳкӗте тытса тӑма хавхалантарнӑ пекех, ҫав юратӑвах Турӑ Сӑмахӗ мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплеме хушнине итлесе тӑма, тем пек йывӑр пулсан та, хавхалантарма пултарать (Псалом 17:30; Екклесиаст 5:3; Еврейсем 13:4). Ҫакна калас пулать тата: ырӑ хыпар пӗлтерес, тӗлпулусене ҫӳрес тесе вӑй хунӑшӑн Турӑ сана иксӗлми пиллӗх парса тӑнӑ пекех, мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑрас тесе вӑй хуни те Иеговӑран пытанса юлаймӗ, вӑл вара сана пиллӗ (1 Фессалоника 1:2, 3; Еврейсем 6:10).

9 Хӑвӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫна вара мӗнле хисеплесе тӑма пулать? Пӗрремӗшӗнчен, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа сиен кӳрекен ӗҫсенчен пӑрӑнмалла. Иккӗмӗшӗнчен, мӑшӑрпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пултаракан утӑмсене тумалла.

МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪА ЧЫССӐРЛАТАКАН СӐМАХСЕМПЕ ӖҪСЕНЧЕН ПӐРӐН

10, 11. а) Мӗнле ӗҫсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ? ӑ) Мӑшӑртан пирӗн мӗн ыйтса пӗлмелле?

10 Качча кайнӑ христианка пӗррехинче каланӑччӗ: «Пурне те чӑтса ирттерме вӑй парса тӑтӑр тесе эпӗ Иеговӑна кӗлтӑватӑп». Мӗне чӑтса ирттерме? Вӑл ӑнлантарса парать: «Упӑшка мана сӑмахпа касать кӑна. Ман ҫинче кӑвакарнӑ ӳт ҫук пулин те, вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр мӑшкӑлласа-тӑрӑхласа калани, сӑмахран: „Санран ним усси те ҫук!“ е „Ниме тӑманскер!“ — тени чӗрене калама ҫук ыраттарать». Ҫак христианка питӗ кирлӗ ыйту хускатнӑ — ҫемьере сӑмахпа кӳрентерни.

11 Христиансен ҫемйинче упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне темтепӗр каласа кӳрентернипе чӗрере час тӳрленми сурансем хӑварни питӗ пӑшӑрхантарать! Упӑшки-и, арӑмӗ-и е иккӗшӗ те яланах кӳрентерекен сӑмахсем калаҫҫӗ пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ. Санӑн ҫемйӳ ҫинчен мӗн калама пулать? Ҫакна пӗлмелли пӗр май — хӑвна кӗҫӗне хурса хӑвӑн мӑшӑрунтан: «Манӑн сӑмахсем сана кӳрентереҫҫӗ-и?»— тесе ыйтни. Мӑшӑру санӑн сӑмахусем час-часах чуна ыраттараҫҫӗ тесе каларӗ пулсан, лару-тӑрӑва лайӑхлатас тесе тӳрленме хатӗр пул (Галати 5:15; Эфес 4:31 вуласа пар).

12. Ҫын пуҫҫапса пурӑннине Турӑ мӗне пула ним усӑсӑр теме пултарать?

12 Ҫакна асра тыт: ҫемьере эсӗ мӗнле калаҫни Иеговӑпа сан хушӑри хутшӑнусем ҫине витӗм кӳрет. Библире каланӑ: «Сирӗнтен хӑшӗ те пулин хӑйне хӑй ырӑ пурӑнӑҫлӑ ҫын [«Турра пуҫҫапакан ҫын», ҪТ] вырӑнне хурать пулсан, анчах хӑй чӗлхине чармасть пулсан, унӑн ырӑ пурӑнӑҫӗ [«пуҫҫапни», ҪТ] ниме те тӑмасть, вӑл хӑйне улталать ҫеҫ» (Иаков 1:26). Эсӗ мӗнле калаҫни Турра пуҫҫапнипе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни килте хамӑра япӑх тытма ирӗк парать текен шухӑша Библи ырламасть. Тархасшӑн, хӑвна ху ан ултала. Чӗлхене чарма пӗлни питӗ кирлӗ. (1 Петр 3:7 вуласа пар.) Эсӗ, тен, пултаруллӑ ҫын, Турӑшӑн та хастарлӑ ӗҫлесе тӑратӑн пулӗ, анчах пӗлсе тӑрсах хӑвӑн мӑшӑрна темтепӗр каласа кӳрентеретӗн пулсан, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеп тумастӑн, Турӑ вара эсӗ пуҫҫапса пурӑннине ним усӑсӑр теме пултарать.

13. Мӑшӑрсем пӗр-пӗрин чунне мӗнле ыраттарма пултараҫҫӗ?

13 Асӑрхамасӑр чуна ыраттарассинчен те мӑшӑрсен сыхланса тӑмалла. Икӗ тӗслӗх пӑхса тухар: христианка, ачине пӗччен пӑхса ӳстерекенскер, канаш ыйтас тесе пухури авланнӑ христианин патне час-часах телефонпа шӑнкӑравлать те унпа нумай вӑхӑт хушши калаҫать; авланман арҫын тӑван кашни эрнере качча кайнӑ хӗрарӑм тӑванпа чылайччен ырӑ хыпар каласа ҫӳрет. Ҫав тӗслӗхсенчи авланнӑ арҫын тӑванӑн та, качча кайнӑ хӗрарӑм тӑванӑн та пуҫра нимле япӑх шухӑш та ҫук, тен, анчах вӗсем хӑйсене мӗнле тытни вӗсен мӑшӑрӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет-ши? Пӗр арӑм, ҫакӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗскер, каланӑ: «Эпӗ хамӑн упӑшкашӑн пушӑ вырӑн кӑна: вӑл пухури хӗрарӑм тӑванпа питӗ тимлӗ, унпа чылай вӑхӑт ирттерет. Ҫакӑ мана калама ҫук хурлантарать».

14. а) Мӑшӑрлӑ пурӑнакансен тивӗҫӗ пирки Пултарни 2:24-мӗшӗнче мӗн палӑртнӑ? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла?

14 Ҫав арӑм та, ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ ытти ҫынсем те кӳренме пултарнине ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен вӗсен мӑшӑрӗсем Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ валли панӑ тӗп ӳкӗте — «этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ» текен ӳкӗте сирсе яраҫҫӗ (Пултарни 2:24). Паллах, авланнӑ е качча кайнӑ ҫынсем унчченхи пекех хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене хисеплеҫҫӗ, анчах та, Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, вӗсемшӗн чи ҫывӑх ҫын вӑл — мӑшӑр. Пухури христиансем пирки те ҫавнах калама пулать: эпир вӗсене питӗ юрататпӑр, ҫапах та чи малтан пирӗн хамӑрӑн упӑшкана е арӑма юратмалла. Ҫавӑнпа та авланнӑ е качча кайнӑ христиансем мӑшӑрӗсемсӗр пуҫне пухури тӑвансемпе — уйрӑмах арҫын тӑван ют хӗрарӑмпа е хӗрарӑм тӑван ют арҫынпа — пӗрле вӑхӑт чылайччен ирттереҫҫӗ пулсан е вӗсемпе хӑйсене ытла сӑпайсӑр тытаҫҫӗ пулсан, мӑшӑрсем пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ. Шӑпах ҫав сӑлтава пула мар-и санӑн ҫемьере килӗшӳ ҫук? Хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ хамӑн упӑшкана е арӑма тивӗҫлине паратӑп-и: унпа калаҫма, пӗрле пулма чӑнах та вӑхӑт уйӑратӑп-и тата мӑшӑра юратнине кӑтартатӑп-и?»

15. Матфей 5:28-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, авланнӑ христианинӑн ют хӗрарӑмпа, качча кайнин вара ют арҫынпа мӗншӗн якӑлтатмалла мар?

15 Унсӑр пуҫне тата, авланнӑ христианин ют хӗрарӑмпа, качча кайни вара ют арҫынпа якӑлтатать пулсан, вӗсем ним шутламасӑрах хӑрушӑ ҫул ҫине тӑраҫҫӗ. Шел пулин те, хӑш-пӗр мӑшӑрланнӑ христиансем ыттисемпе ытлашши ҫывӑхланса пынӑ май вӗсене килӗштернӗҫемӗн килӗштерме пуҫланӑ (Матфей 5:28). Вӗсен хушшинчи ҫав вӑйлӑ туйӑмсем юлашкинчен вара мӑшӑрлӑ пурӑнассине тата ытларах чыссӑрлатакан ӗҫсем патне илсе пынӑ. Ҫавӑн пирки Павел апостол мӗн каланине пӑхса тухар.

«ВЫРТАН ВЫРӐН АЙӐПСӐР ПУЛТӐР»

16. Мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки Павел мӗн тума хушать?

16 Павел «мӑшӑрлӑ пурӑнасси пуринӗн те таса пултӑр» тесе чӗнсе каланӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек асӑрхаттарнӑ: «Выртан вырӑн айӑпсӑр пултӑр; ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать» (Еврейсем 13:4). Павел «выртан вырӑн» тесе каланӑ сӑмахсем ар хутшӑнӑвӗсене пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пек хутшӑнусем упӑшкипе арӑмӗ хушшинче пулсан кӑна «айӑпсӑр пулаҫҫӗ», урӑхла каласан, мораль тӗлӗшӗнчен таса. Ҫавӑнпа та христиансем Турӑ каланӑ сӑмахсене итлеҫҫӗ: «Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа... киленсе пурӑн» (Ытарӑшсем 5:18, 19).

17. а) Мӑшӑра улталаса ясар туса пурӑнни ҫинчен тӗнче мӗнле шухӑшлани мӗншӗн христиансем ҫине витӗм кӳмелле мар? ӑ) Иов кӑтартнӑ тӗслӗхе эпир мӗнле тытса пыма пултаратпӑр?

17 Кам упӑшкипе е арӑмӗпе мар, урӑх ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗрет, ҫавӑ Турӑ мораль тӗлӗшӗнчен панӑ законсене пӗртте хисеплеменнине кӑтартать. Чӑнах та, паян нумайӑшӗ мӑшӑра улталаса ыттисемпе ясар туса пурӑннинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Мӑшӑра улталаса ясар туса пурӑнни ҫинчен ҫынсем кирек мӗнле шухӑшласан та, ҫакӑ христиансем ҫине витӗм кӳмелле мар. Юлашкинчен вара «ясаррисене, аскӑнчӑксене» ҫынсем мар, «Турӑ сут тӑвассине» христиансем ӑнланаҫҫӗ (Еврейсем 10:31; 12:29). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем ҫав ыйту ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. (Рим 12:9 вуласа пар.) Иов патриархӑн сӑмахӗсене аса ил-ха: «Эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм [е калаҫса татӑлтӑм]» (Иов 31:1). Ҫапла вара, мӑшӑра улталаса ясар туса пурӑнасси патне илсе пыракан ҫул ҫине тӑрас мар тесе чӑн христиансем куҫ илӗртни хыҫҫӑн каясран асӑрханса тӑраҫҫӗ, ҫавӑн пекех арҫын христиансем ют хӗрарӑм ҫине, христианкӑсем ют арҫын ҫине аскӑн шухӑшпа пӑхмаҫҫӗ. (Хыҫсӑмаха пӑх, 219—221 страницӑсем.)

18. а) Иегова куҫӗ умӗнче мӑшӑра улталаса ясар туса пурӑнни чӑнах та пысӑк ҫылӑх-и? ӑ) Ясар тунипе йӗрӗхсене пуҫҫапни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

18 Иегова куҫӗ умӗнче мӑшӑра улталаса ясар туса пурӑнни чӑнах та пысӑк ҫылӑх-и? Моисей саккунӗ ҫав ӗҫ тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн туйнине ӑнланма пулӑшать. Израильте ясар тунипе йӗрӗхсене пуҫҫапни вӗлерме тытса памалли йӗркесӗр ӗҫсем шутне кӗнӗ (Левит 20:2, 10). Ясар тунипе йӗрӗхсене пуҫҫапни хушшинчи пӗрпеклӗхе куратӑн-и? Йӗрӗхе пуҫҫапакан Израиль ҫынни Иеговӑпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑ. Ҫавӑн пекех ясар тӑвакан израильтянин та хӑйӗн арӑмӗпе тунӑ килӗшӗве пӑснӑ. Ҫаксем иккӗшӗ те сутӑнчӑкла хӑтланнӑ (Тухни 19:5, 6; Саккуна астутарни 5:9; Малахия 2:14 вуласа пар). Ҫавӑнпа та вӗсем иккӗшӗ те Иегова, тӳрӗ те шанӑҫлӑ Турӑ, умӗнче айӑплӑ пулса тӑнӑ (Псалом 32:4).

19. Христианина мӑшӑра улталаса ясар тӑвассинчен тытса чарма мӗн вӑй парса тӑма пултарать тата мӗншӗн?

19 Христиансем Моисей саккунне тытса тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах та авалхи Израильте мӑшӑра улталаса ясар тунине пысӑк ҫылӑх тесе шутланине асра тытни христиансене ҫав ҫылӑха тӑвассинчен тытса чарма вӑй парса тӑма пултарать. Мӗншӗн? Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑх-ха: калӑпӑр, эсӗ чиркӗве кӗрсе турӑш умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ пулӑттӑнччӗ-и? «Нихӑҫан та!» — калӑн эсӗ. Нумай укҫа сӗнчӗҫ пулсан, эсӗ ҫавна тунӑ пулӑттӑнччӗ-и? «Ним парсан та!» — хуравлӑн эсӗ. Турӑша пуҫҫапнипе Иеговӑна хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланни ҫеҫ мар, ҫавӑн пек шухӑшлӑ пулни те чӑн христианина йӗрӗнтерет. Ҫавӑн пекех христиансене Иегова Турра тата хӑйсен мӑшӑрне хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланас шухӑш та йӗрӗнтермелле. Мӑшӑра улталаса ясар тунине тӳрре кӑларма нимле сӑлтав та ҫук (Псалом 50:3, 6; Колоссӑ 3:5). Эпир Сатанана савӑнтаракан, анчах Иегова ятне яракан тата вӑл хунӑ сӑваплӑ йӗркене, мӑшӑрлӑ пурӑнассине, чыссӑрлатакан ӗҫе нихӑҫан та тӑвасшӑн мар.

КИЛӖШТЕРСЕ ПУРӐНМАШКӐН УПӐШКИПЕ АРӐМӖН МӖН ТУМАЛЛА

20. Хӑш-пӗр упӑшкасемпе арӑмӗсем хушшинчи туйӑмсем пирки мӗн калама пулать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

20 Мӑшӑрлӑ пурӑнассине чыссӑрлатакан ӗҫсенчен пӑрӑннисӗр пуҫне, хамӑр мӑшӑра каллех хисеплеме пуҫлас тесе эпир мӗнле утӑмсем тума пултаратпӑр? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе мӑшӑрлӑ пурӑнассине кил-ҫуртпа танлаштарса пӑхар. Ырӑ сӑмахсем, шухӑшласа тӑвакан ӗҫсем, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне хисеплени — вӗсем кил-ҫурта капӑрлатмалли япаласем тесе калӑпӑр. Сирӗн пӗр-пӗрин хушшинче ӑшӑ туйӑмсем пулсан, сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа капӑр япаласемпе илемлетнӗ кил-ҫуртпа танлаштарма пулать. Туйӑмсем сивӗнсе пыраҫҫӗ пулсан, сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ, илем кӳрекен капӑр япаласемсӗр тӑрса юлнӑ кил-ҫурт пекех, тӗксӗмленсе пырать. Мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплесе тӑма хушакан Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑрасшӑн пулнӑ пирки эсӗ, паллах ӗнтӗ, лару-тӑрӑва лайӑхлатасшӑн. Тӗрӗссипе каласан, хӑвӑншӑн хаклӑ япалана ҫӗнӗрен юсаса тӳрлетмешкӗн вӑйна шеллесе тӑмӑн ӗнтӗ. Ҫакна мӗнле тума пулать-ши? Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Кил-ҫурт ӑслӑлӑхпа ҫӗкленет, ӑс-хакӑлпа тӗреклӗленет, пӗлӳ вара унӑн ӑшчиккине тӗрлӗ йышши хаклӑ та илемлӗ пурлӑх тултарать» (Ытарӑшсем 24:3, 4). Ҫак сӑмахсене мӑшӑрлӑ пурӑнассипе мӗнле ҫыхӑнтарма пултарнине пӑхса тухар.

21. Мӗнле майпа мӑшӑрлӑ пурнӑҫа майӗпен ҫирӗплетсе пыма пулать? (Ҫавӑн пекех рамкӑна пӑх, 131-мӗш страница.)

21 Телейлӗ ҫемьен кил-ҫурчӗ «хаклӑ... пурлӑхпа», сӑмахран, чӑн-чӑн юратупа, Турӑран хӑранипе, хытӑ ӗненнипе тулнӑ (Ытарӑшсем 15:16, 17; 1 Петр 1:7). Ҫаксем ҫемьене ҫирӗп тӑваҫҫӗ. Унччен илсе панӑ ытарлӑ каланинче мӗне пула кил-ҫурт хаклӑ йышши пурлӑхпа тулнине асӑрхарӑн-и эсӗ? «Пӗлӗве» пула. Ҫапла, Библи вӗренсе илнӗ пӗлӳ, ӑна пурнӑҫра тытса пырсан, ҫынсен ӑстӑнӗнчи шухӑшӗсене улӑштарма, пӗр-пӗрне юратас кӑмӑла каллех чӗртме пултарать (Рим 12:2; Филиппӑ 1:9). Ҫавӑнпа та эсир мӑшӑрпа пӗрле канлӗ вырӑна ларса Библи тӗпченине — сӑмахран, «Хурал башни» журналти е Библие ӑнлантарса паракан ытти литературӑри ҫемьеллӗ пурнӑҫ ҫинчен калакан статьясене сӳтсе явнине — сирӗн кил-ҫурта илемлетме пултаракан капӑр япаласем ҫине пӑхса ларнипе танлаштарма пулать. Иеговӑна юратни хӑвӑрӑн ҫемьеллӗ пурнӑҫра тин ҫеҫ пӑхса тухнӑ канаша тытса пыма хавхалантарса тӑрать пулсан, эсир, сӑнарлӑ каласан, хӑвӑрӑн кил-ҫурт «ӑшчиккине» капӑр япаласем илсе кӗретӗр теме пулать. Пурӑна киле сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ унчченхи пекех тӗрлӗ тӗссемпе йӑлтӑртатма пуҫлӗ те унта вара канӑҫлӑхпа килӗшӳ пулӗ.

22. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетес тесе тӑрӑшатӑн пулсан, ҫакӑ сана мӗн парӗ?

22 Капӑр япаласене пурне те майӗпен хӑйсен вырӑнне лартас тесен, вӑхӑт та чылай кирлӗ, вӑй та нумай хумалла. Анчах хӑв енчен ҫавна тума тӑрӑшатӑн пулсан, Библире: «Пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр»,— текен ӳкӗте туса тӑнине пӗлни санӑн чунна чӑн-чӑн канӑҫлӑх парӗ (Рим 12:10; Псалом 146:11). Чи кирли вӑл — мӑшӑрлӑ пурӑнассине хисеплес тесе чунтан тӑрӑшнипе эсӗ хӑвна Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑн.

^ 6 абз. Павел мӑшӑрлӑ пурӑнасси пирки асӑрхаттарса калани вӑл вӗрентсе каланисенчен пӗри кӑна пулни контекстран курӑнса тӑрать (Еврейсем 13:1—5).