Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ СЫПӐК

Эсӗ пурнӑҫа Турӑ пекех хаклатӑн-и?

Эсӗ пурнӑҫа Турӑ пекех хаклатӑн-и?

«Санра — чӗрӗлӗх [пурнӑҫ] ҫӑлкуҫӗ» (ПСАЛОМ 35:10).

1, 2. Турӑ панӑ мӗнле парне паян уйрӑмах хаклӑ тата мӗншӗн?

ПИРӖН ҫӳлти Аттемӗр пире ӑстӑн, ҫавӑн пекех хӑйӗн лайӑх енӗсене кӑтартса тӑмашкӑн пултарулӑх панӑ (Пултарни 1:27). Ӑстӑн вӑл — хаклӑ парне, ӑна пула эпир Библири принципсем пире мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Библири приципсене тытса пырсан, эпир пур енчен те аталанса ҫитнӗ ҫынсем, Иеговӑна юратакан тата «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» ҫынсем, пулӑпӑр (Еврейсем 5:14).

2 Библири принципсем ҫинчен шухӑшлама пултарни паян уйрӑмах питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен тӗнче кӑткӑсланнӑҫемӗн кӑткӑсланса пырать, ҫавӑнпа та пурнӑҫра сиксе тухма пултаракан кашни лару-тӑру валли уйрӑм закон ҫырса пама май ҫук. Медицина наукинче, уйрӑмах юнран тунӑ препаратсемпе тата процедурӑсенче юнпа усӑ курас тӗлӗшрен, ҫакӑ питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. Иеговӑна итлесе пурӑнас текенсене пурне те ҫак ыйту питӗ интереслентермелле. Кашни лару-тӑрура Библири хӑш принципа тытса тӑмаллине ӑнланатпӑр пулсан, эпир мӗн тумаллине тӗрӗс шутласа хума пултаратпӑр, вара пирӗн совесть те таса пулӗ, хамӑра та Туррӑн юратӑвӗнче упраса хӑварӑпӑр (Ытарӑшсем 2:6—11). Ҫав принципсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.

ПУРНӐҪ ТАТА ЮН СӐВАПЛӐ

3, 4. Юн сӑваплӑ япала пулни ҫинчен Библире пӗрремӗш хут хӑҫан каланӑ тата ҫакӑ мӗнле принципсем ҫинче никӗсленсе тӑрать?

3 Иегова пӗрремӗш хут пурнӑҫпа юн пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни ҫинчен тата вӗсем сӑваплӑ япаласем пулни ҫинчен Каин Авеле вӗлернӗ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен пӗлтернӗ. «Санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет»,— тенӗ Турӑ Каина (Пултарни 4:10). Иеговӑн куҫӗ умӗнче Авелӗн юнӗ унӑн пурнӑҫне, тискеррӗн татнӑскерне, пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та, сӑнарлӑ каласан, Авелӗн юнӗ хирӗҫ тавӑрма Турра кӑшкӑрса чӗннӗ теме пулать (Еврейсем 12:24).

4 Ной пурӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Турӑ этемлӗхе аш ҫиме ирӗк панӑ, анчах юнне ҫиме чарнӑ. Турӑ каланӑ: «Чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра» (Пултарни 9:4, 5). Ҫак ӳкӗте Нойӑн пӗтӗм ӑрӑвӗн паянхи кун та тытса тӑмалла. Унччен Турӑ Каина пӗтӗм чӗрӗ чунӑн пурнӑҫӗ — юнра тесе каланӑ сӑмахсене ҫакӑ тепӗр хут ҫирӗплетнӗ. Иегова, Пурнӑҫ Паракан, пурнӑҫпа юна хисеплемен ҫынсене пурне те явап тыттарассине ҫак ӳкӗт те кӑтартса парать (Псалом 35:10).

5, 6. Юн сӑваплӑ тата хаклӑ япала пулнине Моисей саккунӗ мӗнле кӑтартса панӑ? (Ҫавӑн пекех рамкӑна пӑх, 78-мӗш страница.)

5 Юн пурнӑҫа пӗлтернине тата вӑл сӑваплӑ япала пулнине Моисей саккунӗ лайӑх кӑтартса панӑ. Левит 17:10, 11 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать» *. (« Юнӑн тӳлесе татакан вӑйӗ» текен рамкӑна пӑх, 76-мӗш страница.)

6 Пуснӑ чӗрчунсен юнӗпе парне вырӑнӗ валли усӑ курман пулсан, ӑна ҫӗр ҫине тӑкмалла пулнӑ. Ҫапла вара пурнӑҫа, сӑнарлӑ каласан, Пурнӑҫ Паракана каялла тавӑрса панӑ (Саккуна астутарни 12:16; Иезекииль 18:4). Анчах та ҫакна асӑрхама пулать: израильтянсен чӗрчун ашӗнчен юн юхтарса кӑларнӑ чухне пӗр тумлам юн та ан юлтӑр тесе тӗрӗслесе тӑма кирлӗ пулман. Чӗрчуна тӗрӗс пуснӑ пулсан тата унран тухакан юна пурне те юхтарса кӑларнӑ пулсан, израильтянин ҫав аша таса совеҫпе ҫиме пултарнӑ, мӗншӗн тесен юна ҫавӑн пек юхтарса кӑларнипе Пурнӑҫ Паракана хисепленине кӑтартнӑ.

7. Давид юна сӑваплӑ япала тесе хисепленине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Турӑ юн пирки панӑ законсенчи принципсене Давид, Туррӑн «кӑмӑлне килекен ҫын», лайӑх ӑнланнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 13:22). Пӗррехинче, хӑйӗн ҫав тери шыв ӗҫес килнӗ чухне, унӑн виҫӗ салтакӗ тӑшман лагерьне ҫӗмӗрсе кӗнӗ те цистернӑран шыв ӑсса Давида илсе килсе панӑ. Давид хӑйне мӗнле тытнӑ-ши? «Хӑйсен чунне шеллемен ҫынсен юнне эпӗ ӗҫсе тӑрӑп-и?» — тенӗ вӑл. Давидшӑн, тӗрӗссипе каласан, ҫав шыв хӑйӗн салтакӗсен юнӗпе пӗрех пулнӑ. Ӗҫес килнине пӑхмасӑрах вӑл шыва «Иегова умне тӑкнӑ» (2 Патшасен 23:15—17, ҪТ).

8, 9. Христиансен пухӑвне йӗркелесе янӑ хыҫҫӑн Турӑ пурнӑҫпа юн ҫине урӑхла пӑхма пуҫланӑ-и? Ӑнлантарса пар.

8 Ноя юн пирки хушу панӑ хыҫҫӑн пӗр 2 400 ҫул иртсен тата Саккун килӗшӗвне тунӑ хыҫҫӑн 1 500 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен малтанхи христиансен пухӑвӗн ертсе пыракан советне Иегова ҫапла ҫырма хавхалантарнӑ: «Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29).

9 Вӑл вӑхӑтри ертсе пыракан совет юн сӑваплӑ япала пулнине тата юнпа тӗрӗс мар усӑ курни йӗрӗхсене пуҫҫапнипе аскӑн ӗҫ туни пекех мораль тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар пулнине ӑнланни курӑнса тӑрать. Чӑн христиансем ҫав хушӑва паян кун та тытса тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Библири принципсем ҫинчен шухӑшланӑран тата вӗсене тытса пыма тӑрӑшнӑран, юнпа мӗнле усӑ курас тӗлӗшрен тунӑ хӑйсен йышӑнӑвӗсемпе Иеговӑна савӑнтарма пултараҫҫӗ.

МЕДИЦИНӐРА ЮНПА УСӐ КУРНИ

Юн фракцийӗсемпе усӑ курас тӗлӗшрен ху мӗн тума шут тытнине эсӗ тухтӑра мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑн?

10, 11. а) Иегова Свидетелӗсем юн тата унӑн тӑватӑ тӗп компонентне яртарасси ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Юнпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче хӑш чухне христиансем пӗр шухӑшлӑ мар?

10 «Юнран... сыхланмалла» тенине Иегова Свидетелӗсем юн яртарма юраманнине тата харпӑр хӑйӗнчен илсе упранӑ юна хӑйсене е ыттисене яртарма килӗшмелле маррине пӗлтерет тесе ӑнланаҫҫӗ. Туррӑн законне хисепленӗ пирки вӗсем юнӑн тӑватӑ тӗп пайне, урӑхла каласан, компонентне: эритроцитсене, лейкоцитсене, тромбоцитсене тата плазмӑна — яртарма килӗшмеҫҫӗ.

11 Паян ҫав компонентсене час-часах тата пӗчӗкрех пайсем, урӑхла каласан, фракцисем, ҫине пайлаҫҫӗ. Фракцисемпе вара тӗрлӗ майлӑ усӑ кураҫҫӗ. Христианин ҫав фракцисемпе усӑ курма пултарать-и? Вӗсене вӑл «юн» тесе шутлать-и? Ҫав ыйту пирки мӗн тумаллине кашнин хӑй тӗллӗн шутласа хумалла. Гемодиализ, гемодилюци тата реинфузи текен медицина процедурисем ҫинчен те — ҫав процедурӑсенче усӑ куракан харпӑр хӑйӗн юнне илсе ниҫта та упраман пулсан кӑна — ҫавнах калама пулать. (Хыҫсӑмаха пӑх, 215—218 страницӑсем.)

12. Совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче хамӑра мӗнле тытмалла?

12 Эпир хамӑр тӗллӗн мӗн суйласа хуни Иеговӑшӑн пурпӗрех-ши? Ҫук, пурпӗрех мар, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн шухӑшсемпе тата кӑмӑл-туртӑмпа питӗ интересленет. (Ытарӑшсем 17:3; 24:12 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та сипленмелли препаратсемпе процедурӑсем пирки кӗлтуса тӗпченӗ хыҫҫӑн, пирӗн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫе итлемелле (Рим 14:2, 22, 23). Паллах ӗнтӗ, мӗн тумаллине ыттисен пирӗншӗн шутласа хумалла мар, пирӗн те вӗсенчен: «Ман вырӑнта пулнӑ пулсан, эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ?» — тесе ыйтмалла мар. Ҫав ыйтусенче кашни христианин «хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ» (Галати 6:5; Рим 14:12; « Эпӗ юна сӑваплӑ тесе шутлатӑп-и?» текен рамкӑна пӑх, 81-мӗш страница) *.

ИЕГОВӐН ЗАКОНӖСЕНЧЕ ВӐЛ ПИРЕ АТТЕ ПЕК ЮРАТНИ КУРӐНАТЬ

13. Библири законсемпе принципсем Иегова пирки мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

13 Библири законсемпе принципсем Иегова ӑслӑ Закон Паракан тата хӑйӗн ачисемшӗн чунтан тӑрӑшакан, юратакан Ашшӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Псалом 18:8—12). «Юнран... сыхланмалла» текен хушӑва сывлӑха упрас тӗллевпе паман пулин те, ҫак хушу пире юн янипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсенчен хӑтарать (Апостолсен ӗҫӗсем 15:20). Медицина ҫыннисем хушшинче нумайӑшӗ юн ямасӑр тӑвакан операцисем пирки хальхи вӑхӑтри сиплемелли меслетсенчен чи пахи теҫҫӗ. Ҫавӑн пек каланисем чӑн христиансене Иегова вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑ Турӑ тата юратакан Атте пулнине уҫса параҫҫӗ ҫеҫ. (Исаия 55:9 вуласа пар; Иоанн 14:21, 23.)

14, 15. а) Турӑ хӑйӗн халӑхне юратни мӗнле законсенче курӑнса тӑрать? ӑ) Ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланисенчи принципсене мӗнле тытса пыма пулать?

14 Турӑ хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшни авалхи Израиле панӑ саккунсенче палӑрнӑ. Тӗслӗхрен, пӳрт тӑрринчен никам та ан ӳктӗр тесе вӑл израильтянсене ун тӑррине карлӑк тытса ҫавӑрма хушнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем час-часах пӳрт тӑррине пуҫтарӑнса тӗрлӗ ӗҫсем тунӑ (Саккуна астутарни 22:8; 1 Патшасен 9:25, 26; Неемия 8:16; Апостолсен ӗҫӗсем 10:9). Турӑ ҫавӑн пекех сӗкекен, е тӗкекен, вӑкӑра сыхласа тӑма хушнӑ (Тухни 21:28, 29). Ҫын ҫаксене туса тӑман пулсан, ыттисене ним вырӑнне те хуманнине кӑтартнӑ тата юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ пулма пултарнӑ.

15 Ҫак законсенчи принципсене мӗнле тытса пыма пулать? Хӑвӑн килӳ-ҫурту, ӗҫ вырӑнӗ, машину, выльӑху мӗнлерех пулни ҫинчен, машинӑпа мӗнле ҫӳрени тата мӗнле вӑйӑ-кулӑсем суйласа илни ҫинчен мӗншӗн шухӑшласа пӑхас мар? Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫамрӑксем пуринчен ытла аварие лексе вилеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑрушлӑха пӑхмасӑр машинӑпа ҫӗмӗрттерсе ҫӳреҫҫӗ. Анчах та Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас текен ҫамрӑксем пурнӑҫа хаклаҫҫӗ тата кӑмӑла ҫӳҫентерсе илес тесе хӑрушӑ ӗҫсем шырамаҫҫӗ. Эпир ҫамрӑк, ҫавӑнпа та пирӗнпе нимӗн те пулмасть текен ӑссӑр шухӑша вӗсем пуҫра тытмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем асӑрханса ҫӳресе ҫамрӑклӑхпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ (Екклесиаст 11:9, 10).

16. Хырӑм пӑрахма юраманнине Библири мӗнле принцип кӑтартса парать? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑх.)

16 Ҫуралман ачан пурнӑҫӗ те Турӑ куҫӗ умӗнче хаклӑ. Авалхи Израильте кам та пулин йывӑрланнӑ хӗрарӑма сиен турӗ пулсан, вара е хӗрарӑмӗ, е унӑн ачи вилчӗ пулсан, Турӑ ҫав ҫынна ҫын вӗлерекен тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та айӑплин «чуншӑн чун» памалла пулнӑ *. (Тухни 21:22, 23 вуласа пар.) Ятарласа хырӑм пӑрахнине пула кашни ҫул калама ҫук нумай ҫуралман ача вилнине кура Иегова мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Вӗт чылайӑшӗ канлӗ тата аскӑнланса пурӑнма ним те ан чӑрмантартӑр тесе хырӑм пӑрахать.

17. Библири чӑнлӑха пӗличчен хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑма мӗнле йӑпатма пулать?

17 Библири чӑнлӑха пӗличчен хырӑм пӑрахнӑ хӗрарӑм пирки мӗн калама пулать? Турӑ ӑна хӗрхенӗ-ши? Паллах ӗнтӗ! Чун-чӗререн ӳкӗнекен ҫын, Иисус тӑкнӑ юна пула, Иегова каҫарассине шанма пултарать (Псалом 102:8—14; Эфес 1:7). Христос хӑй те каланӑ: «Эпӗ сӑваплисене чӗнме килмен, ҫылӑхлисене ӳкӗнтермешкӗн чӗнме килнӗ» (Лука 5:32).

УСАЛ ТӐВАС ШУХӐШ АН ТЫТ!

18. Юн тӑкасси патне илсе пыракан тӗп сӑлтав пирки Библире мӗн каланӑ?

18 Иегова пире ыттисене сиен тума пӑрахтарасшӑн кӑна мар, вӑл пирӗн чӗререн юн тӑкасси патне илсе пыракан тӗп сӑлтава та — курайманлӑха — тӗпӗ-йӗрӗпе тӑпӑлтарса кӑларасшӑн. «Тӑванне кураймасӑр тӑракан кирек кам та — ҫынвӗлерен»,— тесе ҫырнӑ Иоанн апостол (1 Иоанн 3:15). Ҫавӑн пек ҫын хӑйӗн тӑванӗнчен йӗрӗнет кӑна мар, вӑл ӑна вилӗм сунать. Унӑн тӑшманлӑхӗ, курайманлӑхӗ, тен, путсӗр элек сарса ҫӳренинче е суйса айӑпланинче курӑнса тӑрӗ. Ҫак усал ӗҫсем вара Туррӑн судне тивӗҫлӗ (Левит 19:16; Саккуна астутарни 19:18—21; Матфей 5:22). Ҫавӑнпа та хамӑр чӗрери пур усаллӑха та, вӑл унта вырнаҫнӑ пулсан, тасатни питӗ кирлӗ! (Иаков 1:14, 15; 4:1—3.)

19. Библири принципсене тытса тӑракан ҫын Псалом 10:5 тата Филиппӑ 4:8, 9 сӑвӑ йӗркисем пирки мӗн шутлать?

19 Пурнӑҫа Иегова пекех хаклакансем тата хӑйсене унӑн юратӑвӗнче сыхласа усрас текенсем пусмӑрлассипе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнаҫҫӗ. Псалом 10:5-мӗшӗнче каланӑ: «Пусмӑрлама юратакана Унӑн чунӗ кураймасть». Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен каласа панисӗр пуҫне мӗнле пурӑнмаллине кӑтартакан тӗп принцип та пур. Унта Турра юратакансене пусмӑрлассине кӑмӑллама вӗрентекен кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑран та пӑрӑнмалла тесе чӗнсе каланӑ. Ҫавӑн пекех Иегова пирки «канӑҫлӑх [е мир] паракан Турӑ» тени унӑн ӗҫлекенӗсене хӑйсен ӑстӑнӗпе чӗрине мӗн кӑмӑллӑ, мӗн ырӑ, мӗн мухтавлӑ, урӑхла каласан, мирлӗ пурӑнма мӗн парать, ҫавӑнпа тултарма хавхалантарать. (Филиппӑ 4:8, 9 вуласа пар.)

ЮН ТӐКСА АЙӐПА КӖНӖ ОРГАНИЗАЦИСЕНЧЕН ПӐРӐН

20—22. Ҫак тӗнче тӗлӗшӗнчен чӑн христиансем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ тата мӗншӗн?

20 Турӑ куҫӗ умӗнче Сатанан пӗтӗм тӗнчи юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ. Библире тискер чӗрчунсемпе танлаштарнӑ унӑн политика системисем миллионшар-миллионшар ҫынна, ҫав шутра Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшне, вӗлернӗ (Даниил 8:3, 4, 20—22; Ӳлӗмхине 13:1, 2, 7, 8). Тискер чӗрчунсемпе танлаштарнӑ патшалӑхсемпе тачӑ ҫыхӑнса коммерципе наука калама ҫук хӑрушӑ хӗҫпӑшалсем туса кӑларас тесе ӗҫленӗ те питӗ пысӑк тупӑш илнӗ. Чӑнах та, «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» тӑрать! (1 Иоанн 5:19.)

21 Иисусӑн вӗренекенӗсем «тӗнченӗн мар» пирки вӗсем ҫак тӗнчен политика ӗҫӗ-хӗлне тата вӑрҫисене пӗртте хутшӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем, уйрӑммӑн та, пӗтӗмӗшле те, юн тӑкассинчен пӑрӑнаҫҫӗ (Иоанн 15:19; 17:16) *. Христосӑн тӗслӗхне кура вӗсем хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне те хирӗҫ тавӑрмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем тӑшманӗсене юратнине кӑтартаҫҫӗ тата вӗсемшӗн кӗлтӑваҫҫӗ (Матфей 5:44; Рим 12:17—21).

22 Ку ҫеҫ мар, чӑн христиансем «аслӑ Вавилонӑн», пӗтӗм тӗнчери суя тӗнӗн империйӗн, ӗҫӗ-хӗлне те хутшӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пуринчен ытла юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ. Турӑ Сӑмахӗнче «аслӑ Вавилон» пирки каланӑ: «Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ». Ҫавӑнпа та пире ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух» (Ӳлӗмхине 17:6; 18:2, 4, 24).

23. Аслӑ Вавилонран тух тени мӗне пӗлтерет?

23 Аслӑ Вавилонран тухни вӑл унта ҫӳреме пӑрахни ҫеҫ мар. Унтан тухни шутне суя тӗн курмӑш пулакан е ырлакан усал ӗҫсене — сӑмахран, аскӑн ӗҫ туса пурӑннине, политика ӗҫӗ-хӗлне хутшӑннине тата тӑрана пӗлмесӗр пуянлӑх пухнине — курайманни те кӗрет. (Псалом 96:10 вуласа пар; Ӳлӗмхине 18:7, 9, 11—17.) Ҫак ӗҫсене пула час-часах юн тӑкаҫҫӗ!

24, 25. а) Юн тӑкнӑшӑн айӑплӑ, анчах та ӳкӗнекен ҫынна мӗне пула Турӑ хӗрхенме пултарать? ӑ) Ҫакӑ пире Библире ҫырса панӑ мӗнле хӳтлӗх ҫинчен аса илтерет?

24 Турра тӗрӗс пуҫҫапма пуҫличчен, пирӗнтен кашни мӗн те пулин туса Сатанан тӗнчи майлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та юн тӑкас тӗлӗшрен мӗн чухлӗ те пулин айӑпа кӗнӗ. Анчах та хамӑр пурнӑҫ йӗркине улӑштарнипе, Христос тӳлесе илме панӑ парнине ӗненнипе тата хамӑр пурнӑҫа Турра халалланипе Туррӑн ырӑлӑхне туянтӑмӑр тата Иеговӑран унпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене сиен тума пултаракан япаласенчен хӳтлӗх илтӗмӗр (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19). Ҫав хӳтлӗх пире Библире ҫырса панӑ хӳтлӗх хуласем ҫинчен аса илтерет (Йыша шутлани 35:11—15; Саккуна астутарни 21:1—9).

25 Мӗншӗн ҫав хӳтлӗх хуласем кирлӗ пулнӑ? Израильтянина пула кам та пулин ӑнсӑртран вилчӗ пулсан, унӑн ҫав хӳтлӗх хулана тармалла пулнӑ. Судьясем пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, ҫынна ӑнсӑртран вӗлерекенӗн ҫав хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ. Унтан вара вӑл кирек ӑҫта та пурӑнма пултарнӑ. Чӑнах та, ҫакӑ Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине тата ҫын пурнӑҫне питӗ хакланине лайӑх кӑтартса парать! Турӑ паян Христос тӳлесе илме панӑ парне урлӑ мӗнпе тивӗҫтерсе тӑрать, ҫавсем тата пурнӑҫпа юн сӑваплӑ пулни ҫинчен калакан Туррӑн ӳкӗтне ӑнсӑртран пӑснӑшӑн пире вӗлермелле туса айӑплассинчен мӗн хӑтарать, ҫавсем — авалхи хӳтлӗх хуласем евӗрлӗ. Турӑ мӗн панине эсӗ хаклатӑн-и? Ҫакна эсӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑн? Тумалли майсенчен пӗри — Турӑ паракан хӳтлӗхе ыттисене кӗме чӗнни. Ҫакна туни уйрӑмах паян кирлӗ, мӗншӗн тесен «хӑрушла асап вӑхӑт» хӑвӑрт ҫывхарса килет (Матфей 24:21; 2 Коринф 6:1, 2).

ПАТШАЛӐХ ХЫПАРНЕ КАЛАСА ҪӲРЕНИПЕ ПУРНӐҪА ХАКЛА

26—28. Пирӗн паянхи лару-тӑру авалхи Иезекииль пророкӑн лару-тӑрӑвне мӗнпе аса илтерет тата хамӑра эпир Туррӑн юратӑвӗнче мӗнле сыхласа усрама пултаратпӑр?

26 Турӑ халӑхӗн паянхи лару-тӑрӑвӗ авалхи Иезекииль пророкӑн лару-тӑрӑвне аса илтерет. Иегова ҫав пророка, Израиль килне Турӑ асӑрхаттарса тӑнине пӗлтерсе тӑмашкӑн, хуралҫӑ пулма лартнӑ. «Эсӗ Манӑн сӑмахӑма илтӗн те вӗсене Манӑн ятӑмран ӑса кӗртӗн»,— тенӗ Турӑ. Иезекииль Турӑ хушнӑ ӗҫе туман пулсассӑн, Иерусалима явап тыттарнӑ чухне вӗлернӗ ҫынсен юнӗшӗн айӑплӑ пулнӑ пулӗччӗ (Иезекииль 33:7—9). Анчах та Иезекииль хӑйне мӗн хушнине итленӗ, ҫавӑнпа та юн тӑкнишӗн айӑплӑ пулман.

27 Паян эпир Сатанан тӗнчи пӗтес вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем Туррӑн тавӑру кунӗ ҫинчен тата унӑн Патшалӑхӗн хыпарне пӗлтерсе ҫӳрессине хӑйсене шанса панӑ тивӗҫ тата чыс тесе шутлаҫҫӗ (Исаия 61:2; Матфей 24:14). Ҫак кирлӗ ӗҫе эсӗ хастарлӑ хутшӑнатӑн-и? Павел апостол ырӑ хыпар каласа ҫӳресси пирки питӗ кирлӗ ӗҫ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл: «Эпӗ пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса: эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм»,— тесе калама пултарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:26, 27, ҪС). Пире валли питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ вӑл!

28 Паллах ӗнтӗ, Иегова пире атте пек юраттӑр тесен, пирӗн пурнӑҫпа юн ҫине Иегова пекех пӑхни ҫителӗксӗр. Пирӗн унӑн куҫӗ умӗнче таса, е сӑваплӑ, пулмалла. Ҫакна мӗнле тумаллине тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. «Ӳтӗн чунӗ — юнра» тенӗ Туррӑн сӑмахӗсем пирки «Сайентифик америкэн» журналта каланӑ: «Ҫак сӑмахсене сӑнарлӑн мар, тӳррӗн ӑнлансан, вӗсем тӗрӗссине калаҫҫӗ: пурнӑҫа тытса тӑрас тесен юнӑн тӗрлӗ йышши клеткисем кирлӗ».

^ 12 абз. Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Вӑранӑр!» журнала, 2006 ҫулхи август уйӑхӗнчи кӑларӑма, 3—12 страницӑсене пӑх.

^ 16 абз. Библи лексикографӗсем ҫак еврей текстӗнчи сӑмахсем «хӗрарӑма сиен кӳни ҫинчен кӑна мар калаҫҫӗ пулас» тесе палӑртнӑ. Ҫакна тата асӑрха: Иегова суд тӑвасси эмбрион мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши аталаннинчен килет тесе Библире нимӗн те каламан.

^ 21 абз. «Тӗнчерен уйрӑм мӗнле тӑмалла» текен 5-мӗш сыпӑка пӑх.

^ 70 абз. Нумайрах пӗлмешкӗн Хыҫсӑмаха пӑх, 215—216 страницӑсем.