16-МӖШ СЫПӐК
Шуйттана тата унӑн чеелӗхӗсене хирӗҫ тӑр
«Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ» (ИАКОВ 4:7).
1, 2. Шыва кӗни камсене савӑнтарать?
ЭСӖ Иеговӑшӑн чылай ҫул хушши ӗҫлесе тӑратӑн пулсан, паллах, конгрессенче шыва кӗнӗ ятпа сӑмах тухса каланине нумай хутчен илтнӗ ӗнтӗ. Ҫав конгрессенче темӗн чухлӗ пулнӑ пулин те, шыва кӗрекенсем валли паракан ыйтусене малти ретре ларакансем тӑрса хуравланине кура эсӗ кашнинчех, тен, ҫӳҫенсе илетӗн. Ҫав самантра зал пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫити хавассӑн сӗрлесе каять те вара пурте хавхаланса алӑ ҫупма пуҫлаҫҫӗ. Иегова майлӑ тӑма шут тытнӑ ҫав хаклӑ ҫынсен ушкӑнӗ ҫине пӑхса, тен, санӑн та куҫҫуль юхса анать пулӗ. Ҫав самантра эпир савӑнӑҫа ниҫта шӑнӑҫтараймастпӑр!
2 Шыва кӗнине эпир ҫулталӑкра темиҫе хут кӑна курма пултаратпӑр, ангелсем вара ҫакна чылай ытларах кураҫҫӗ. Кашни эрнере пӗтӗм тӗнчипе темиҫе пин ҫын Иеговӑн ҫӗр ҫинчи организаципе пӗрлешнине сӑнаса тӑнӑ чухне вӗсем пӗлӗтре мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! (Лука 15:7, 10.) Паллах ӗнтӗ, ангелсем ҫавӑн пек ӳсӗмсене кура питӗ хӗпӗртеҫҫӗ! (Аггей 2:7.)
ШУЙТТАН «АХӐРСА ҪӲРЕКЕН АРӐСЛАН ПЕК»
3. Мӗншӗн Сатана «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек» тата вӑл мӗн тӑвасшӑн?
3 Тепӗр енчен илес пулсан, ытти ангелсем шыва кӗни ҫине пӑхса шӑртланса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем пинӗ-пинӗпе ҫак йӗркесӗр тӗнчепе явӑҫма пӑрахнине кура Сатанапа демонсем урсах каяҫҫӗ. Вӗт Сатана вӗҫкӗнленсе каланӑ тӑрӑх, Иов 2:4, 5 вуласа пар.) Кашнинче, кам та пулин хӑйне Иеговӑна халалланӑ чухне, вӑл Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парать. Кашни эрнере Сатанана, сӑнарлӑ каласан, пиншер хут питрен ҫупа-ҫупа яраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳренинчен» тӗлӗнме кирлӗ мар! (1 Петр 5:8.) Ҫав «арӑслан» пире ҫӑтса ярасшӑн, урӑхла каласан, Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене пӑсасшӑн кӑна мар, пӗтересшӗн те тӑрӑшать (Псалом 7:2, 3; 2 Тимофей 3:12).
ҫынсенчен никам та Иеговӑна чун-чӗререн юратса ӗҫлесе тӑмӗ тата никам та питӗ йывӑр чухне ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ. (Кашнинче, кам та пулин хӑйне Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн шыва кӗнӗ чухне, вӑл Сатана суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе парать
4, 5. а) Иегова Сатанан влаҫне мӗнле майпа хӗстернӗ? ӑ) Чӑн христианин мӗне шанса тӑма пултарать?
4 Эпир урса кайнӑ тӑшмана хирӗҫ тӑратпӑр пулин те, пирӗн унран хӑраса-чӗтресе тӑма кирлӗ мар. Мӗншӗн? Ӳлӗмхине 7:9, 14). Туррӑн пророкла каланисем яланах пурнӑҫланаҫҫӗ. Апла пулсан, Туррӑн халӑхне пӗтӗмпех хӑйӗн аллине ярса илме пултарайманнине Сатана та пӗлет.
Мӗншӗн тесен Иегова ҫав «ахӑрса ҫӳрекен арӑсланӑн» влаҫне хӗстернӗ. Мӗнле майпа? Пӗрремӗшӗнчен, «имсӗр-сумсӑр» чӑн христиансем «пысӑк асапа» пурӑнса ирттереҫҫӗ тесе Иегова малтанах каласа хунӑ (5 Иккӗмӗшӗнчен, Турӑ Сатанан влаҫне хӗстерни ӗлӗк-авал Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ каланӑ тӗп чӑнлӑхран курӑнса тӑрать. Азария пророк Аса патшана каланӑ: «Эсир Ҫӳлхуҫапа чухне — Вӑл сирӗнпе» (2 Ҫулсеренхи 15:2; 1 Коринф 10:13 вуласа пар). Турӑпа туслӑ пулнӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсене никама та Сатана ҫӑтса яма пултарайманни Библире ҫырса панӑ ӗлӗкхи нумай тӗслӗхсенче курӑнса тӑрать (Еврейсем 11:4—40). Паян та христианин Турӑпа тачӑ ҫыхӑну тытать пулсан, вӑл Шуйттана хирӗҫ тӑма та, ҫӗнтерме те пултарать. Чӑннипе вара, Турӑ Сӑмахӗ шантарса калать: «Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ» (Иаков 4:7).
«ПИРӖН... ТӲПЕРИ УСАЛ СЫВЛӐШСЕМПЕ КӖРЕШМЕЛЛЕ»
6. Сатана кашни христианинпа мӗнле кӗрешет?
6 Сатана сӑнарлӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерме пултараймасть, анчах эпир сыхӑ тӑмасан, вӑл пире пӗрерӗн-пӗрерӗн хӑйӗн аллине ярса илме пултарать. Иеговӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене хавшатма май килсен, Сатана пире ҫӑтса яма пултарни ҫинчен пӗлет. Ҫавна пурнӑҫлас тесе Сатана мӗн тӑвать? Вӑл хаяррӑн тапӑнать, пирӗнпе кашнипе кӗрешет тата чеен хӑтланать. Айтӑр Сатанан тӗп меслечӗсене пӑхса тухар.
7. Мӗншӗн Сатана Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине хаяррӑн тапӑнать?
7 Хаяррӑн тапӑнать. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ] тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр» (1 Иоанн 5:19). Ҫак сӑмахсенче чӑн христиансене пурне те асӑрхаттарса калани пур. Сатана ҫак йӗркесӗр тӗнчене ҫӑтса янӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та халӗ вӑл камсене хӑйӗн аллинче тытса тӑмасть, ҫавсем ҫине — Иеговӑн халӑхӗ ҫине — тӑрӑннӑ та вӗсем ҫине хаяррӑн тапӑнать (Михей 4:1; Иоанн 15:19; Ӳлӗмхине 12:12, 17). Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе вӑл шӑртне ниҫта хураймасть. Ҫавӑнпа вӑл тата ытларах хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Паян вӑл Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене юлашки хут аркатас тесе хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне пирӗн ҫине ярать.
8. Пирӗн усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле тенипе Павел мӗн каласшӑн пулнӑ?
8 Пирӗнпе кашнипе кӗрешет. Павел апостол христиансене асӑрхаттарса каланӑ: «Пирӗн... тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле» (Эфес 6:12). «Кӗрешмелле» тени алӑ вӗҫҫӗн тытӑҫнине пӗлтерет. Ҫапла Павел ҫав сӑмахпа усӑ курса пирӗнтен кашни усал сывлӑшсемпе кӗрешнине кӑтартса парать. Пирӗн ҫӗршывра усал сывлӑшсене хытӑ ӗненеҫҫӗ-и е ҫук, хамӑра Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн эпир, сӑнарлӑ каласан, кавир ҫине кӗрешме тухнине яланах асра тытмалла. Кашни христианинӑн ҫав кӗрешӗве пурпӗрех хутшӑнма тивет, сахалтан та хӑйне халалланӑ хыҫҫӑн. Ҫавӑнпа та Павел Эфесри христиансене усал сывлӑшсене хирӗҫ тӑмалла тесе пӗрре кӑна мар чӗнсе каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Эфес 6:11, 13, 14).
9. а) Мӗншӗн Сатанапа демонсем тӗрлӗ чее меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн Сатана пирӗн ӑстӑна ирсӗрлетсе ярасшӑн тата эпир ҫакна хирӗҫ мӗнле тӑма пултаратпӑр? (Рамкӑна пӑх, 192—193 страницӑсем.) б) Халӗ эпир мӗнле чее меслете сӳтсе явӑпӑр?
9 Чеен хӑтланать. Павел христиансене Сатанан «чеелӗхне» хирӗҫ тӑма чӗнсе каланӑ (Эфес 6:11). Павел усӑ курнӑ «чеелӗх» текен сӑмах грек текстӗнче нумайлӑ хисепре тӑрать. Ҫакӑ вӑл Шуйттанпа унӑн демонӗсем тӗрлӗ йышши чеелӗхпе усӑ курнине пӗлтерет. Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем пӗр йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн, теприне вара хирӗҫ тӑрайман. Ҫавӑнпа та Шуйттанпа демонсем пирӗнте мӗнле те пулин вӑйсӑрлӑха курас тесе пире питӗ тимлӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Унтан вара вӗсем хӑйсенне тӑвас тесе Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене хавшатма пултаракан пирӗн пур вӑйсӑрлӑхпа усӑ кураҫҫӗ. Телее, эпир Шуйттанӑн чее меслечӗсене ӑнланса илме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ҫинчен Библире каласа панӑ (2 Коринф 2:11). Унччен маларах ҫак кӗнекере эпир ҫав чее меслетсене, сӑмахран, пуянлӑхшӑн ҫуннине, япӑх ҫынсемпе хутшӑннине, аскӑн ӗҫ тунине, пӑхса тухнӑччӗ. Халӗ вара Сатанан тепӗр чеелӗхне сӳтсе явӑпӑр — юмӑҫ янине.
ЮМӐҪ ЯНИ — СУТӐНЧӐКЛА ХӐТЛАННИ
10. а) Мӗн вӑл юмӑҫ яни? ӑ) Юмӑҫ яни ҫине Иегова мӗнле пӑхать тата ҫав ӗҫ ҫине эсӗ мӗнле пӑхатӑн?
10 Юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тунипе ҫын тӳррӗнех усал сывлӑшсемпе хутшӑнма пуҫлать. Юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен хӑш-пӗрисем ҫаксем: вӑрттӑнлӑха е пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ пӑхни, асам туни, тухатлани тата вилнисемпе калаҫни. Ҫаксем пурте Иеговӑшӑн ирсӗрлӗх пулнине эпир пӗлетпӗр (Саккуна астутарни 18:10—12; Ӳлӗмхине 21:8). Усал та йӗркесӗр ӗҫсем пире те йӗрӗнтермелле, ҫавӑнпа пирӗн усал сывлӑшсемпе хутшӑнас шухӑш та пулмалла мар (Рим 12:9). Усал сывлӑшсемпе хутшӑнма пуҫлани — пирӗн ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, хирӗҫ путсӗр те сутӑнчӑкла хӑтланни пулнӑ пулӗччӗ!
11. Пирӗнтен кама та пулин юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫе явӑҫтарса яма май килсен, мӗншӗн ҫакӑ Сатанашӑн пысӑк ҫӗнтерӳ пулса тӑрать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.
11 Юмӑҫ яни вӑл — Иеговӑна хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑ путсӗр ӗҫ пулнӑ пирки Сатана пирӗнтен хӑш-пӗрисене ҫав ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшать. Христианина демонизмпа явӑҫтарса яма май килсен, кашнинче ҫакӑ Сатанашӑн пысӑк ҫӗнтерӳ пулса тӑрать. Мӗншӗн? Ҫакӑн пек танлаштару ҫинчен шухӑшласа пӑх: салтака хӑйӗн ҫарӗнчен тарма, унтан вара тӑшман майлӑ пулма ӳкӗтлеме май килчӗ пулсан, тӑшман ҫарӗн пуҫлӑхӗ савӑннӑ пулӗччӗ. Тен, вӑл салтакӑн ҫар пуҫлӑхне мӑшкӑлласа намӑслантарас тесе ҫав сутӑнчӑка хӑйӗн вӑрҫӑ трофейӗ, е тупӑшӗ пек, пурне те кӑтартнӑ пулӗччӗ. Христианин та юмӑҫ янипе
ҫыхӑннӑ ӗҫсене хутшӑнма пуҫларӗ пулсан, вӑл хӑй ирӗкӗпех тата пӗлсе тӑрсах Иеговӑна пӑрахса каять те хӑйне Сатана аллине парса ун майлӑ пулса тӑрать. Ҫав таркӑна хӑйӗн вӑрҫӑ трофейӗ пек кӑтартнипе Сатана мӗн тери савӑннӑ пулӗччӗ! Пирӗнтен камӑн та пулин Шуйттана ҫӗнтерӳ ячӗпе уяв тутарас килет-ши? Паллах, ҫук! Эпир сутӑнчӑксем мар вӗт.ИККӖЛЕНТЕРЕС ТЕСЕ САТАНА ЫЙТУСЕМ ПАРАТЬ
12. Юмӑҫ яни ҫине пире урӑхла пӑхтарас тесе Сатана мӗнле меслетпе усӑ курать?
12 Эпир юмӑҫ янинчен йӗрӗнетпӗр пулсан, Сатана пире ҫав ӗҫе нихӑҫан та явӑҫтараймӗ. Ҫавӑнпа пирӗн ӑстӑна улӑштарма кирлине вӑл ӑнланать. Ҫакна вӑл мӗнле тӑвасшӑн? Сатана христиансене ыррине усал тата усаллине ырӑ тесе шутлаттарасшӑн тӗрлӗ майпа минретсе яма тӑрӑшать (Исаия 5:20). Ҫавӑн пек тунӑ чухне вӑл нумай вӑхӑт хушши ӑнӑҫлӑ пулнӑ меслетсенчен пӗринпе усӑ курать — вӑл иккӗлентерес тесе ыйтусем парать.
13. Иккӗлентерес тесе Сатана ыйтусем мӗнле парать?
13 Ҫав меслетпе Сатана ӗлӗк мӗнле усӑ курнине пӑх-ха. Едем пахчинче вӑл Евӑран ыйтнӑ: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» Иов пурӑннӑ вӑхӑтра, пӗлӗтре ангелсем пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне, Сатана ыйту панӑ: «Иов вӑл Турӑран ахальтен хӑраса пурӑнать-им?» Иисус ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе тума пуҫласан, Сатана Иисуса ҫапла каласа илӗртнӗ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». Шутласа пӑх-ха: Иисус пирки Иегова ултӑ эрне маларах: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче»,— тесе каланӑ сӑмахсенчен Сатана мӑшкӑлласа кулма хӑйнӑ! (Пултарни 3:1; Иов 1:9; Матфей 3:17; 4:3.)
14. а) Юмӑҫ янин сиенлӗхӗ пирки иккӗлентерес тесе Сатана мӗн тӑвать? ӑ) Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
14 Юмӑҫ янин сиенлӗхӗ пирки иккӗлентерес тесе паян Шуйттан ҫав меслетпех усӑ курать. Шел пулин те, хӑш-пӗр 2 Коринф 11:3). Ҫавӑн пек ҫынсене тӗрӗс шухӑшлама пулӑшас тесе мӗн тума пулать? Сатана пире хӑй майлӑ ҫавӑрнипе ҫавӑрманнине мӗнле пӗлмелле-ши? Ҫав ыйту ҫине хуравлас тесе пурнӑҫра тӑвакан икӗ ӗҫе пӑхса тухӑпӑр, унта та Сатанан чеелӗхне пула юмӑҫ яни пур. Ҫак ӗҫсем вӗсем: вӑйӑ-кулӑ тата сывлӑха юсасси.
христиансене иккӗлентерес тӗлӗшрен вӑл ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Вӗсем юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ӗҫсем чӑннипе те хӑрушӑ пулни пирки иккӗленме пуҫланӑ (САТАНА ХӐЙӖННЕ ТӐВАС ТЕСЕ ПИРЕ МӖН КИЛӖШНИПЕ, КИРЛИПЕ УСӐ КУРАТЬ
15. а) Хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенче нумайӑшӗ юмӑҫ яни ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Тӗнчере юмӑҫ яни ҫине мӗнле пӑхни хӑш-пӗр христиансем ҫине епле витӗм кӳнӗ?
15 Уйрӑмах Хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенче асамлӑхра, тухатланинче тата юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук тесе шутлакансем нумайлансах пыраҫҫӗ. Фильмсенче, кӗнекесенче, телекӑларӑмсенче тата компьютер вӑййисенче демонизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене вӑйӑ выляни пек, илемлетсе, сиен тумасть пек сӑнласа панӑ. Асамҫӑсемпе вӗсен ӗҫӗсем ҫинчен каласа паракан хӑш-пӗр фильмсемпе кӗнекесене пӗтӗм тӗнчипе курма та, вулама та питӗ юратаҫҫӗ. Асамлӑ ӗҫсем нимле сиен те тумаҫҫӗ тесе ҫынсене ӗнентерес тӗлӗшрен демонсем ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Юмӑҫ ярасси ҫине ҫавӑн пек ҫӑмӑлттайла пӑхни христиансем ҫине витӗм кӳнӗ-ши? Хӑш-пӗрисен шухӑшӗсем ҫине витӗм кӳнӗ. Мӗнле майпа? Тӗл пулма пултаракан тӗслӗхе пӑхса тухар: пӗр христианин асамлӑ ӗҫ ҫинчен калакан фильма пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн каланӑ: «Эпӗ фильм пӑхса ларнӑ кӑна, юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туман». Мӗншӗн ҫавӑн пек шухӑшлани хӑрушӑ?
16. Мӗншӗн асамлӑ ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулӑсене суйласа илни хӑрушӑ?
16 Паллах ӗнтӗ, юмӑҫ янипе ӑна ыттисем мӗнле тунине пӑхса ларни хушшинче уйрӑмлӑх пур, анчах та ҫакӑ асамлӑ ӗҫсем тунине пӑхса ларма хӑрушӑ маррине пӗлтермест. *. Ҫавӑнпа та пирӗн шухӑшсене пӗлес тата Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене хавшатма мӗн пултарать, ҫавна пирӗнте тупас тесе усал сывлӑшсем эпир мӗн тунине, ҫав шутра эпир мӗнле вӑйӑ-кулӑсене суйласа илнине те, питӗ тимлӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ. Христианин хӑйне мӗнле тытнинче ӑна медиумсем, тухатласа каланисем, усал сывлӑшсем ерни тата ҫавӑн пекки ытти япаласем ҫинчен каласа паракан фильмсемпе кӗнекесем килӗшни курӑнса тӑрать пулсан, ҫакӑ вӑл демонсем патне хыпар янӑпа пӗрех. Чӑннипе вӑл вӗсене хӑйӗн хӳтлӗхсӗр вырӑнне кӑтартса парать! Демонсем ҫакна кура, сӑнарлӑ каласан, христианина ҫав хӳтлӗхсӗр вырӑнтан ярса илсе ҫавӑрса ҫапас тесе унпа татах та вӑйлӑрах кӗрешме пуҫлаҫҫӗ. Асамлӑ ӗҫсемпе уҫӑмлӑ палӑрса тӑракан вӑйӑ-кулӑсене пула хӑш-пӗрисем юмӑҫ ярассипе интересленме пуҫланӑ та юлашкинчен вара хӑйсем те юмӑҫ яма пуҫланӑ. (Галати 6:7 вуласа пар.)
Мӗншӗн? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх: Сатана та, унӑн демонӗсем те пирӗн шухӑшсене вулама пултараймаҫҫӗ тенӗ Турӑ Сӑмахӗнче17. Чирлӗ ҫынна Сатана хӑйӗнне тутарас тесе мӗнле чее меслетпе усӑ курма пултарать?
17 Сатана хӑйӗнне тӑвас тесе пире вӑйӑ-кулӑ килӗшнипе ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех сывлӑхшӑн тӑрӑшма кирлипе те усӑ курма хӑтланать. Мӗнле майпа? Христианин больницӑна е тухтӑр патне темӗн чухлӗ ҫӳресен те сывлӑхӗ юсанмарӗ пулсан, хуйха ӳкме пултарать (Марк 5:25, 26). Сатанапа демонсем ҫакӑнпа та усӑ курма пултараҫҫӗ. Демонсем пӗр-пӗр чирпе асапланакан христианина вӑл юмӑҫ патне кайтӑр е юмӑҫ ярассипе ҫыхӑннӑ сипленмелли процедурӑсем тутӑр тесе хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Демонсен ҫак чее меслечӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ пулсан, Иеговӑпа ҫав чирлӗ христианин хушшинчи хутшӑнусем хавшама пултараҫҫӗ. Мӗнле?
18. Христианинӑн мӗнле диагностика процедурисемпе сипленмелли меслетсене сирсе ямалла тата мӗншӗн?
Ытарӑшсем 28:9). Паллах ӗнтӗ, пире кӗлтума тата Иеговӑран пулӑшу илме мӗн чӑрмантарма пултарать, эпир ҫавсенчен пуринчен те яланах пӑрӑнасшӑн — уйрӑмах чирлӗ выртнӑ чухне (Псалом 40:4). Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр диагностика процедуринче е сипленмелли меслетре юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пурри палӑрса тӑрать пулсан, чӑн христианинӑн ҫавна сирсе ямалла (Матфей 6:13) *. Ҫапла тусан, вӑл Иегова пулӑшассине шанса тӑма пултарать. (« Ҫакӑ чӑнах та юмӑҫ яни-и?» рамкӑна пӑх, 194-мӗш страница.)
18 Иегова хӑйӗн законне пӑсакансене ҫапла асӑрхаттарать: «Кам саккун сӑмахӗсене итлеме хӑлхине таймасть, ҫавӑн кӗлли те — ирсӗрлӗх» (ДЕМОНСЕМ ҪИНЧЕН НУМАЙ КАЛАСА ПАНӐ ЧУХНЕ
19. а) Шуйттан хӑйӗн влаҫӗ тӗлӗшӗнчен ҫынсене мӗн тесе улталанӑ? ӑ) Чӑн христиансем мӗн ҫинчен калаҫса ҫӳремеҫҫӗ?
19 Хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенче Сатана ним те тума пултараймасть тесе ҫӑмӑлттайлӑн шутланӑ вӑхӑтра, тӗнчен ытти пайӗсенче пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ. Ҫав вырӑнта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ Шуйттан хӑйӗн влаҫӗ тӗлӗшӗнчен ӳстерсе калакан ултава ӗненме
пуҫланӑ. Хӑш-пӗр ҫынсем усал сывлӑшсенчен хӑраса пурӑнаҫҫӗ тата ҫиеҫҫӗ, хӑраса ӗҫлеҫҫӗ тата ҫывӑраҫҫӗ. Демонсен хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен калакан калавсем анлӑ сарӑлнӑ. Ҫав калавсене час-часах каҫӑхса кайса каласа параҫҫӗ, ҫынсем вара вӗсене кӑмӑл тусах итлеҫҫӗ. Ҫавӑн ҫинчен пирӗн те ыттисемпе калаҫса ҫӳреме кирлӗ-ши? Ҫук, чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫакна икӗ тӗп сӑлтава пула тумаҫҫӗ.20. Кам та пулин, хӑй ҫавна ӑнланмасӑрах, мӗнле майпа Сатанан пропагандине саракан пулса тӑма пултарать?
20 Пӗрремӗшӗнчен, демонсен ӗҫӗсем ҫинчен ыттисене каласа панипе ҫын Сатанана унӑн ӗҫӗсенче пулӑшса тӑрать. Мӗнле майпа? Турӑ Сӑмахӗнче Сатана хӑватлӑ ӗҫсем тума пултарать тесе палӑртнӑ, анчах унта вӑл «суя кӗтретсем» тӑвӗ, «илӗртсе улталӗ» тесе асӑрхаттарса калани те пур (2 Фессалоника 2:9, 10). Сатана — ӑста ултавҫӑ, ҫавӑнпа та вӑл камсем юмӑҫ яни патне туртӑнаҫҫӗ, ҫавсен ӑстӑнӗ ҫине мӗнле витӗм кӳмеллине тата вӗсене суяна мӗнле ӗнентермеллине пӗлет. Ҫавнашкал ҫынсем темскер куртӑм е илтрӗм тесе чун-чӗререн ӗненме, ҫакӑ чӑн пулнӑ теме пултараҫҫӗ. Усал сывлӑшсен ӗҫӗсем ҫинчен пӗрмаях каласа панине пула вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем пирки темтепӗр шутласа кӑлараҫҫӗ. Христианин ҫавӑн ҫинчен ыттисене каласа ҫӳрет пулсан, вӑл Шуйттан, «ултав ашшӗ», ирӗкне тунӑ пулӗччӗ тата Сатанан пропагандине саракан пулнӑ пулӗччӗ (Иоанн 8:44; 2 Тимофей 2:16).
21. Эпир пуринчен ытла мӗн ҫинчен калаҫасшӑн?
21 Иккӗмӗшӗнчен, христианин ҫумне унччен усал сывлӑшсем чӑннипех явӑҫни пулнӑ пулсан та, вӑл ҫавӑн ҫинчен пухури тӑвансене култарас тесе ҫине-ҫине каласа парса тӑмӗ. Мӗншӗн? Библи пире яланах «хамӑр тӗн Пуҫлӑхне, тӗне туса ҫитернӗ Иисуса» курса тӑма чӗнсе калать (Еврейсем 12:1, 2). Пирӗн Сатана ҫине мар, Христос ҫине куҫ вӗҫертмесӗр пӑхса тӑмалла. Ҫакна палӑртмалла: Иисус, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Сатана мӗн тума пултарни ҫинчен нумай каласа пама пултарнӑ пулин те, хӑйӗн вӗренекенӗсене усал сывлӑшсем ҫинчен каласа панипе култарса ларман. Ун вырӑнне Иисус пуринчен ытла Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне каласа ҫӳренӗ. Ҫапла вара, Иисуспа унӑн апостолӗсене кура, эпир пуринчен ытла «Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем» ҫинчен калаҫасшӑн (Апостолсен ӗҫӗсем 2:11; Лука 8:1; Рим 1:11, 12).
22. Пӗлӗтре малалла та савӑнччӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
22 Тӗрӗссипе каласан, Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусене аркатас тесе Сатана тӗрлӗ чее меслетсемпе, ҫав шутра юмӑҫ ярассипе те, усӑ курать. Анчах усала кураймасӑр тӑнипе тата ыррине юратнипе эпир юмӑҫ янипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫе сирсе яма ӑшра ҫирӗп шут тытӑпӑр, ҫапла вара Шуйттана пире пӑсса яма нимле май та памӑпӑр. (Эфес 4:27 вуласа пар.) Шуйттана тӗп тӑвас вӑхӑтчен эпир унӑн «чеелӗхне хирӗҫ тӑма» чарӑнмастпӑр пулсан, пӗлӗтре мӗн тери савӑнӑҫ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! (Лука 15:7; Эфес 6:11.)
^ 16 абз. Сатанана сӑнласа панӑ ятсем (Хирӗҫ Тӑракан, Элекҫӗ, Ултавҫӑ, Илӗртекен, Суеҫӗ) вӑл пирӗн чӗрепе ӑстӑна тӗпчесе пӗлме пултарнине пӗлтермеҫҫӗ. Анчах Иегова ҫинчен чӗрене тӗрӗслет, Иисус пирки вара — «ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлет» тенӗ (Ытарӑшсем 17:3; Ӳлӗмхине 2:23).
^ 18 абз. Ытларах пӗлес тесе 1994 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журналти 19—22 страницӑсенчи «Проверка здоровья — всякий ли метод для тебя?» статьяна тата 2001 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнчи «Вӑранӑр!» (выр.) журналти 26—27 страницӑсенчи «Точка зрения Библии» рубрикӑри «Имеет ли значение, какими методами лечиться?» статьяна пӑх.