Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Юнӑн фракцийӗсем тата операцисенче усӑ куракан процедурӑсем

Юнӑн фракцийӗсем тата операцисенче усӑ куракан процедурӑсем

Юнӑн фракцийӗсем. Фракцисене юнӑн тӑватӑ тӗп компонентӗнчен — эритроцитсенчен, лейкоцитсенчен, тромбоцитсенчен тата плазмӑран — тӑваҫҫӗ. Сӑмахран, эритроцитсенче гемоглобин белокӗ пур. Ҫыннӑн е чӗрчунӑн гемоглобинӗнчен тунӑ препаратсемпе анемия чирне сыватнӑ чухне е юн нумай ҫухатнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ.

Плазмӑра, 90 процент шывран тӑракан япалара, гармонсем, органикӑлла мар тӑварсем, ферментсем тата тутлӑхлӑ япаласем, сӑмахран, минераллӑ япаласемпе сахӑр, пур. Плазмӑна, ҫавӑн пекех, юна юхма чаракан япаласем, чирпе кӗрешме пулӑшакан антителасем тата белоксем, калӑпӑр, альбумин кӗреҫҫӗ. Кам та пулин ерекен чирпе чирлесе ӳкме пултарать пулсан, тухтӑрсем сиплес тесе гамма-глобулин инъекцине ҫырса параҫҫӗ. Гама-глобулина вара камсен ҫав чире хирӗҫ иммунитет пур, ҫавсен плазминчен тӑваҫҫӗ. Лейкоцитсенчен хӑш-пӗр вирус тата рак чирӗсене сиплеме усӑ куракан интерферонсемпе интерлейкинсем тӑваҫҫӗ.

Христиансен сипленес тесе юнӑн фракцийӗсемпе усӑ курма килӗшмелле-ши? Библире ҫавӑн пирки ятарласа нимӗн те каламан, ҫавӑнпа та Турӑ умӗнче мӗн тӑвассине кашнийӗн хӑй тӗллӗн совесть тӑрӑх шутласа хумалла. Хӑш-пӗрисем юнӑн пур фракцине те сирсе яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Израиле панӑ Турӑ законӗ тӑрӑх юна «ҫӗр ҫине тӑкмалла» пулнӑ теҫҫӗ (Саккуна астутарни 12:22—24). Теприсем вара, юна тата унӑн тӑватӑ тӗп компонентне яртарма килӗшмеҫҫӗ пулин те, мӗнле те пулин фракцисенчен тӑракан препаратсене йышӑнма пултараҫҫӗ. Юнран илнӗ фракци, пӗр вӑхӑт иртсен, камран ҫав юна илнӗ, ҫавӑн пурнӑҫне пӗлтерме пӑрахать тесе шутлаҫҫӗ, тен, вӗсем.

Юнӑн фракцийӗсемпе усӑ курас-и е курас мар-и тесе шухӑшланӑ чухне, ҫак ыйтусене пӑхса тух: «Эпӗ юнӑн пур фракцийӗпе те усӑ курмастӑп тесе калани вӑл — чирсемпе кӗрешме пулӑшакан, фракцисенчен тӑракан е юн юхма чарӑнтӑр тесе юна кӗвӗлме пулӑшакан препаратсене те сирсе янине пӗлтерет, ҫакна ӑнланатӑп-и эпӗ? Юнӑн пӗр е темиҫе фракцийӗпе усӑ курма мӗншӗн килӗшнипе килӗшменнине эпӗ тухтӑра ӑнлантарса пама пултарнӑ пулӑттӑмччӗ-и?»

Операцисенче усӑ куракан процедурӑсем. Вӗсен шутне гемодилюци тата реинфузи кӗрет. Гемодилюци тунӑ чухне юнӑн пӗр пайне юн тымарӗнчен кӑлараҫҫӗ, юн калӑпӑшне ӳстерекен препаратпа улӑштараҫҫӗ, унтан вара юна каялла юн тымарне тавӑраҫҫӗ. Реинфузи тунӑ чухне операци вӑхӑтӗнче юхакан юна пухаҫҫӗ те каялла тавӑраҫҫӗ. Суранран е ӑшчикрен тухакан юна тасатаҫҫӗ, е фильтр урлӑ кӑлараҫҫӗ, те ҫын ӑшне яраҫҫӗ. Кашни тухтӑр ҫав процедурӑсене тӗрлӗрен тума пултарнӑ пирки христианинӑн тухтӑртан ҫав процедурӑсене вӑл мӗнле тӑвасси ҫинчен ыйтса пӗлмелле.

Ҫав процедурӑсемпе усӑ курас-и е курас мар-и тесе шухӑшланӑ чухне хӑвна ҫакнашкал ыйтусем пар: «Юнӑн пӗр пайӗ манӑн кӗлеткерен тухрӗ пулсан, тата, тен, пӗр вӑхӑтлӑха юна юхма чарчӗҫ пулсан, манӑн совесть мана ҫав юн пирки манӑн кӗлетке пайӗ тесех шутлама ирӗк парӗ-ши, ӑна ҫӗр ҫине тӑкмалла мар тейӗ-ши?» (Саккуна астутарни 12:23, 24.) «Медицина процедурисенче манӑн юна илсе, эмелсемпе хутӑштарса хамӑн кӗлеткене каялла ярсан, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть мӗн туйӗ-ши? Эпӗ хамӑн юнпа усӑ куракан процедурӑсене сирсе яни вӑл юна анализ тума парассине те, гемодиализа та, операци тунӑ чухне юнра кислород шутне ӳстерме пулӑшакан аппарата та сирсе янине пӗлтерет — ҫакна эпӗ ӑнланатӑп-и?»

Операци тунӑ чухне христианин хӑйӗн юнӗпе мӗнле усӑ курассине хӑй тӗллӗн шутласа хумалла. Анализсем тӑвасси пирки те, сипленӗ чухне ҫынран кӑштах юн илсе ӑна, тен, мӗнле те пулин хутӑштарнӑ хыҫҫӑн каялла ҫын ӑшне яракан меслетсем пирки те ҫавнах калама пулать.