Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ
Хаклӑ Патшалӑх хыпарҫисем!
КАЛӐПӐР, эсир Бруклинри Вефильте ӗҫлетӗр. Эрнекун, 1914 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗ. Ирхи апат вӑхӑчӗ. Эсир сӗтел хушшинче хӑвӑр вырӑнта Расселл тӑвана кӗтсе ларатӑр. Акӑ алӑк уҫӑлса каять те вӑл кӗрет. Яланхи пекех вӑл пӗр самантлӑха алӑк патӗнче чарӑнса тӑрать те Вефиль ҫемйине «пурне те ырӑ ир пултӑр!» тесе ҫӗкленӳллӗн саламлать. Анчах та паян Расселл сӗтел пуҫне тӳрех лармасть, ун вырӑнне вӑл алӑ ҫупать те хавхалануллӑ пӗлтерет: «Суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ вӗҫленчӗ, вӗсен патшисен кунӗсем иртсе кайрӗҫ!» Сирӗн чӗре савӑнӑҫпа тулать — вӗт эсир ҫакна питӗ нумай кӗтнӗ! Пӗтӗм Вефиль ҫемйи ҫак кӑмӑла ҫӗклекен хыпара илтсен чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ ҫупать.
Расселл тӑван ҫак чуна хумхантаракан хыпара пӗлтернӗренпе вун-вун ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Патшалӑх ҫав вӑхӑт хушшинче мӗн-мӗн туса ҫитернӗ? Нумай ӗҫ тунӑ. Ҫав Патшалӑх урлӑ Иегова хӑйӗн халӑхне —
1914 ҫулта темиҫе пин, халӗ вара 8 миллиона яхӑн ҫынран тӑракан халӑха — тасатса тата вӗрентсе пырать. Ҫавӑн пек вӗрентсе тӑни пире кашнине мӗнле усӑ парать?Хальхи вӑхӑтра эпир тӑвансем ҫапла каланине час-часах илтетпӗр: «Иеговӑн пӗлӗтри урапи малалла пырать!» Ку чӑнах та ҫапла. Анчах та ҫак кӗнекене тимлӗ вуланӑ май эсир Иеговӑн куҫа курӑнман организацине сӑнласа паракан пӗлӗтри урапа яланах малалла та малалла куҫса пынине куратӑр. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерес тесе Патшалӑх хыпарҫисем хӑй вӑхӑтӗнчи ҫӗнӗ меслетсемпе, хатӗрсемпе тата технологисемпе усӑ курнӑ е халӗ те усӑ кураҫҫӗ: хаҫатсемпе, информаци маршӗсемпе, «Фотодрамӑпа», ырӑ хыпар сармалли карточкӑсемпе, патефонсемпе, радиопа тата интернетпа та.
Иегова пирӗн ӗҫе пилленине пула халӗ Библие ӑнлантарса паракан пирӗн хитре литературӑна 670 ытла чӗлхепе кӑларма тата ҫынсене тӳлевсӗрех сӗнме пултаратпӑр. Хӑйсен вӑйне шеллемен доброволецсем пуян ҫӗршывсенче те, чухӑн ҫӗршывсенче те Патшалӑх залӗсене, конгресс залӗсене, филиалсен ҫурт-йӗрне тума пулӑшаҫҫӗ. Ӑҫта та пулин ҫутҫанталӑк инкекӗсем сиксе тухсан, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем юратнипе ҫав сиен курнӑ вырӑнсенче пурӑнакансене пулӑшма васкаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем «инкекре... вӑхӑтра килсе» ҫитекен тӑвансем пулнине кӑтартаҫҫӗ (Ытар. 17:17).
Хӑш-пӗр чухне тӗн пуҫлӑхӗсем тата пире хирӗҫ тӑракансем законпа усӑ курса усал ӗҫсем тума шутлаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗсем ӑнса пыманнине тата «Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарӑлма» ҫине-ҫинех пулӑшнине кура пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсех пырать (Пс. 94:20, ҪТ; Флп. 1:12).
Сирӗнпе пӗрле ӗҫлеме май пурри вӑл пирӗншӗн пысӑк чыс, мӗншӗн тесен эпир пурте — пирӗн Патшан «килтисем» (Матф. 24:45, ҪТ). Эпир сире питӗ хытӑ юратнине, тархасшӑн, асра тытӑр. Ҫак кӗнеке сире Турӑ панӑ еткере тата хытӑрах хаклама пулӑштӑр тесе эпир кӗлтӑватпӑр.
Сире ырӑ сунса,
сирӗн тӑвансем,
Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ