Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Патшалӑх пирки панӑ сӑмахсем пурнӑҫланассине эсир кӗтетӗр-и?

7-МӖШ ПАЙӖ

Патшалӑх пирки панӑ сӑмахсем. «Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»

Патшалӑх пирки панӑ сӑмахсем. «Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»

ЭСИР турат ҫинчен пиҫсе ҫитнӗ тутлӑ шӑршӑллӑ панулмие тататӑр та карҫинккана хуратӑр. Темиҫе сехет хушши ӗҫлетӗр пулин те, эсир ывӑнманпа пӗрех. Юнашар сирӗн аннӳ савӑнса ӗҫлет, вӑл пахча-ҫимӗҫе пухса кӗртме пулӑшакан тӑван-хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе калаҫать. Вӑл питӗ ҫамрӑк курӑнать — нумай ҫул каялла эсир ача пулнӑ чухнехи пекех. Вӑл ватӑ пулнине тата тахҫанах пӗтнӗ тӗнчере пурӑннине ӗненме те йывӑр. Эсир вӑл йывӑр чире пула хавшаса пынине курнӑ, вӑл вилнӗ чухне унӑн аллине тытса тӑнӑ тата унӑн вилтӑпри ҫинче макӑрнӑ. Халӗ вӑл, ыттисем пекех, чӗрӗ те сып-сывӑ!

Эпир ҫавӑн пек вӑхӑт пуласса пӗлетпӗр. Эпир ҫавна шанатпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте яланах пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫак пайӗнче Патшалӑх пирки панӑ хӑш-пӗр сӑмахсем ҫывӑх вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланассине тата вӗсем пурнӑҫланни мӗнле майпа Армагеддон патне илсе ҫитерессине пӑхса тухӑпӑр. Патшалӑх пирки панӑ тӗлӗнмелле сӑмахсем Армагеддон хыҫҫӑн мӗнле пурнӑҫланасси ҫинчен те эпир калаҫӑпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫланӑ чухнехи вӑхӑта тата пурне те ҫӗнӗрен тунӑ чухнехи вӑхӑта курма мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ!

ҪАК УЙРӐМРА

21-МӖШ СЫПӐК

Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтерет

Армагеддон вӑрҫине эсир халех хатӗрленме пултаратӑр.

22-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлать

Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурнӑҫланассине мӗншӗн шанма пулать?