Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сулахай енче: Корейӑра кӗнеке салатакан хӗрарӑм тӑван арҫынна ырӑ хыпар каласа парать. 1931 ҫул. Сылтӑм енче: хальхи вӑхӑтра Корейӑра икӗ христианка илтмен ҫынна ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ

2-МӖШ ПАЙӖ

Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарни

Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарни. Ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарни

КАНМАЛЛИ кун ирхине эсир сӑваплӑ ӗҫе кайма хатӗрленетӗр. Эсир кӑштах ывӑннине туятӑр, ҫавӑнпа та ҫак ирхине канни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлатӑр. Анчах та эсир кӗлтӑватӑр та кайма шутлатӑр. Сӑваплӑ ӗҫе эсир ватӑ шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑванпа тӑватӑр. Унӑн чӑтӑмлӑхӗпе ырӑлӑхӗ сирӗн чӗрене пырса тивеҫҫӗ. Килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн тӑвансем пӗтӗм тӗнчипе ҫак хыпарах сарнине тата пӗр пек литературӑпах усӑ курнине эсир ӑнланса илетӗр, мӗншӗн тесен эпир пурте пӗр пек пӗлӳ илсе тӑратпӑр. Киле эсир хавхаланса таврӑнатӑр. Килте тӑрса юлманшӑн эсир питӗ савӑнатӑр!

Хальхи вӑхӑтра Турӑ Патшалӑхӗн тӗп ӗҫӗ вӑл — христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ. Иисус юлашки кунсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫ нихӑҫанхинчен те анлӑрах сарӑлӗ тесе малтанах каласа хунӑ (Матф. 24:14). Ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ? Ку пайӗнче эпир хыпарҫӑсем ҫинчен тата христиансен сӑваплӑ ӗҫӗнче усӑ куракан питӗ кирлӗ меслетсемпе хатӗрсем ҫинчен калаҫӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫавсене пула миллион-миллион ҫын Турӑ Патшалӑхӗ чӑнах пуррине ӗненме пуҫлать.

ҪАК УЙРӐМРА

6-МӖШ СЫПӐК

Хыпарҫӑсем. Сӑваплӑ ӗҫе тума хатӗр тӑракансем

Мӗншӗн Иисус юлашки кунсенче ырӑ хыпар сарма хатӗр тӑракансем пуласси пирки пӗртте иккӗленмен? Пуринчен малтан Патшалӑха шыранине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

7-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сармалли меслетсем. Тӗрлӗ майсемпе усӑ куратпӑр

Турӑ халӑхӗ пӗтес вӑхӑт ҫитиччен май ҫитнӗ таран нумайрах ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесе ҫӗнӗ технологисемпе мӗнле усӑ курни ҫинчен пӗлӗр.

8-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем. Пӗтӗм тӗнчипе сармалли литература

Эпир тӑвакан куҫару ӗҫӗ пире Патша пулӑшса тӑнине мӗнле кӑтартса парать? Пирӗн публикацисем ҫинчен калакан мӗнле фактсем сире Патшалӑх чӑннипех ертсе пынине ӗненме пулӑшаҫҫӗ?

9-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем. «Тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сӑнарлӑ вырма ӗҫӗн икӗ кирлӗ уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Вӗсем пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?