4-МӖШ ПАЙӖ
Патшалӑх ҫӗнтерӗвӗсем. Ырӑ хыпара саккунлӑ майпа ҫирӗплетни
ПУХУРИ тӑванпа ырӑ хыпар килтен киле сарнӑ чухне эсир полици машини ҫывхарса килнине куратӑр. Ун ӑшӗнчен полицейски тухать те сирӗн паталла уттарать. Вӑл сирӗнтен ыйтать: «Эсир-и-ха кунта килсем тӑрӑх Библи ҫинчен каласа ҫӳретӗр? Сирӗн пирки жалоба килчӗ». Эсир хисеплӗн хуравлатӑр тата эпир Иегова Свидетелӗсем тесе калатӑр. Малалла мӗн пулӗ?
Чылай чухне ҫакӑ эсир пурӑнакан ҫӗршывӑн историйӗ мӗнлерех пулнинчен килет. Унӑн правительстви хӑйне унччен Иегова Свидетелӗсемпе мӗнле тытнӑ? Вӑл халӗ хӑйӗн гражданӗсене тӗрлӗ тӗне тытса тӑма ирӗк парать-и? Ку ҫапла пулсан, ҫакӑн пек лару-тӑру хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем «Ырӑ Хыпара... [«саккунлӑ майпа», ҪТ] ҫирӗплетес» тесе вун-вун ҫул хушши нумай вӑй хунӑран пулма пултарнӑ (Флп. 1:7, ҪХ). Эсир кирек ӑҫта пурӑнсан та, Иегова Свидетелӗсем судсенче тунӑ ҫӗнтерӳсене пӑхса тухни сирӗн ӗненӗве питӗ ҫирӗплетме пултарать. Ҫак пайӗнче эпир ҫав ҫӗнтерӳсенчен хӑш-пӗрисене аса илӗпӗр. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине питӗ лайӑх кӑтартса парӗҫ, мӗншӗн тесен эпир хамӑр вӑйпа нихӑҫан та ҫавӑн пек ҫитӗнӳсем тума пултарайман пулӑттӑмӑр.
ҪАК УЙРӐМРА
13-МӖШ СЫПӐК
Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ
Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр аслӑ судсенче судьясем хӑйсене авалхи вӑхӑтра пурӑннӑ саккуна вӗрентекен Гамалиил пек тытаҫҫӗ.
14-МӖШ СЫПӐК
Турӑ Патшалӑхне кӑна чунтан парӑннӑ
Иегова Свидетелӗсем нейтралитет тытса тӑнӑшӑн вӗсем ҫине йӑтӑнса аннӑ хӗсӗрлев «шывне» путлантарнӑ. Пулӑшу кӗтмен ҫӗртен килнӗ.
15-МӖШ СЫПӐК
Ирӗклӗн пуҫҫапассишӗн кӗрешни
Туррӑн халӑхӗ Турӑ Патшалӑхӗн саккунӗсене пӑхӑнса пурӑнас правӑшӑн кӗрешет.