Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ СЫПӐК

Патша хӑйӗн халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркинчен тасатать

Патша хӑйӗн халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркинчен тасатать

СЫПӐК ТЕМИ

Мӗншӗн тата мӗнле майпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене суя тӗнӗн йӑли-йӗркинчен тасатнӑ

1—3. Храма ирсӗрлетнине курсан Иисус мӗн тунӑ?

 ИИСУС Иерусалимри храма питӗ хисепленӗ, мӗншӗн тесен вӑл храм нумай ҫул хушши Турра тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑн пулнине пӗлнӗ. Анчах та ҫавӑн пек пуҫҫапасси — сӑваплӑ Иегова Турра пуҫҫапасси — таса пулмалла пулнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 10-мӗшӗнче Иисус храма килсен ӑна ирсӗрлетнине курсан, вӑл хӑйне мӗнле туйнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ун чухне храмра мӗн пулса иртнӗ? (Матфей 21:12, 13 вуласа пар.)

2 Сутӑҫсемпе укҫа улӑштаракансем храмри ытти халӑх ҫыннисем валли тунӑ картишӗнче Иеговӑна парне кӳме килнӗ ҫынсенчен укҫа сӑптӑрса пуйнӑ a. Иисус «унта суту-илӳ тӑвакансене пурне те хӑваласа кӑларнӑ» тата «укҫа улӑштаракансенӗн сӗтелӗсене... тӳнтере-тӳнтере янӑ». (Неемия 13:7—9 танлаштар.) Вӑл ҫав ҫӑткӑн ҫынсене хӑйӗн Ашшӗн ҫуртне «вӑрӑ-хурах йӑви туса» хунӑшӑн хыттӑн сивленӗ. Ҫапла Иисус храма тата унта кама пуҫҫапнӑ, Ҫавна хисепленине кӑтартнӑ. Унӑн Ашшӗне пуҫҫапни таса пулмалла пулнӑ!

3 Темиҫе ӗмӗр иртсен, Иисус Мессианла Патша пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл храма — хальхи вӑхӑтра Иеговӑна юрӑхлӑ пуҫҫапас текенсем килекен храма — каллех тасатнӑ. Кунта мӗнле храм ҫинчен сӑмах пырать?

«Левий ывӑлӗсене» тасатни

4, 5. а) Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулӑн пуҫламӑшӗччен мӗнле шӑратса тасатнӑ? ӑ) Ҫакӑнпа Турӑ халӑхне тасатас ӗҫ вӗҫленнӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

4 Иисус Христос 1914 ҫулта патшана ларсан хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле сӑнарлӑ храма — Турӑ хунӑ тӗрӗс пуҫҫапмалли йӗркене — тӗрӗслеме килни ҫинчен эпир ҫак кӗнекен 2-мӗш сыпӑкӗнчен пӗлтӗмӗр b. Ҫавӑн пек тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Патша святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене, «Левий ывӑлӗсене», шӑратса тасатмаллине курнӑ (Мал. 3:1—3). Иегова Турӑ, Шӑратакан, 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулӑн пуҫламӑшӗччен хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗрӗслевсем витӗр тухма панӑ, ҫаксем вара вӗсене шӑратса тасатнӑ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫав вут-ҫулӑмпа танлаштарнӑ тӗрӗслевсем витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, вӗсем тасалнӑ та Мессианла Патшана пулӑшма хатӗр пулнӑ.

5 Анчах та Турӑ халӑхне тасатас ӗҫ ҫакӑнпа вӗҫленнӗ-и? Ҫук. Юлашки кунсенче Иегова Мессианла Патша урлӑ Христосӑн вӗренекенӗсене, вӗсем таса пулччӑр тесе, ҫапла вара сӑнарлӑ храмра сӑваплӑ ӗҫе тума пултарччӑр тесе пулӑшсах тӑрать. Тепӗр икӗ сыпӑкра эпир вӑл вӗсене нравственность енчен мӗнле тасатнине тата организаци тытса тӑракан йӗркере мӗнле улшӑнусем тунине курӑпӑр. Халӗ вара суя тӗнӗн йӑли-йӗркинчен тасални ҫинчен калаҫӑпӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем суя тӗнпе ан вараланччӑр тесе унччен тата халӗ — пире курӑнмалла тата курӑнмалла мар — мӗн тунине пӑхса тухни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ.

«Хӑвӑра тасатӑр»

6. Иегова тыткӑнри иудейсене мӗн-мӗн тума хушни тӗрӗс пуҫҫапасси суя тӗнпе вараланмалла маррине ӑнланма пире мӗнле пулӑшать?

6 Айтӑр пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗрте Вавилон тыткӑнӗнчен тухмалла пулнӑ иудейсене Иегова мӗн каланине пӑхса тухар. (Исаия 52:11 вуласа пар.) Ҫав тыткӑнри ҫынсем, тӗпрен илсен, храма туса лартма тата тӗрӗс пуҫҫапассине ҫӗнӗрен йӗркелесе яма Иерусалима таврӑннӑ (Езд. 1:2—4). Иегова хӑйӗн халӑхне Вавилон тӗнӗпе нимле ҫыхӑну та тытмалла мар тенӗ. Вӑл вӗсене мӗн-мӗн тума хушнине асӑрхӑр-ха: «таса маррине ан тӗкӗнӗр», «тухӑр ун хушшинчен» тата «хӑвӑра тасатӑр». Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапасси суя тӗнпе вараланмалла мар пулнӑ. Апла пулсан, мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесен суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркинчен тасалмалла.

7. Иисус кам урлӑ хӑйӗн вӗренекенӗсене суя тӗнӗн йӑли-йӗркипе вараланасран сыхланма пулӑшса тӑрать?

7 Иисус патшана ларнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен, 1919 ҫулта, шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана суйласа лартнӑ. Шӑп ҫав чура урлӑ вӑл Турӑ халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркипе вараланасран сыхланма пулӑшать (Матф. 24:45). 1919 ҫул тӗлнелле Библи Тӗпчекенсем суя тӗнӗн нумай вӗрентӗвӗнчен тасалнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫав-ҫавах суя тӗнӗн витӗмӗнчен вӗсен татах та тасалмалла пулнӑ-ха. Шанчӑклӑ чура урлӑ Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле уявсене паллӑ тума пӑрахмаллине тата мӗнле йӑласенчен хӑтӑлмаллине майӗпен ӑнланма пулӑшнӑ (Ытар. 4:18). Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

Христиансен Раштав уявне паллӑ тумалла-и?

8. Библи Тӗпчекенсем малтанах Раштав пирки мӗн ӑнланнӑ, анчах вӗсем мӗне пӗтӗмпех ӑнланман?

8 Библи Тӗпчекенсем малтанах Раштав суя тӗнрен тухнине тата Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче ҫуралманнине ӑнланнӑ. 1881 ҫулхи декабрьте тухнӑ «Сион хурал башни» журналта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Христиансем пулса тӑнӑ миллион-миллион ҫын унччен суя тӗне тытса тӑнӑ. Анчах та вӗсемшӗн, тӗрӗссипе каласан, улшӑнасса та ят кӑна улшӑннӑ: суя тӗнӗн священникӗсем христиансен священникӗсем пулса тӑнӑ, суя тӗнӗн уявӗсене — вӗсен шутӗнче Раштава та — христианла ятсем панӑ». 1883 ҫулта тухнӑ «Хурал башни» журналта «Иисус хӑҫан ҫуралнӑ?» ятлӑ статья кӑларнӑ. Унта вара Христос октябрь пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ тесе ӑнлантарса панӑ пулнӑ c. Анчах та ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсем Раштава паллӑ тума пӑрахмалла тесе шутламан. Ӑна Бруклинри Вефиль ҫемйи те уявланӑ. Анчах 1926 ҫул хыҫҫӑн веҫех улшӑннӑ. Мӗншӗн?

9. Библи Тӗпчекенсем Раштав пирки мӗн ӑнланса илнӗ?

9 Ҫак ыйтӑва тӗплӗн тӗпченӗ хыҫҫӑн Библи Тӗпчекенсем Раштав ӑҫтан пуҫланса кайнине тата ҫак уявпа ҫыхӑннӑ йӑласем чӑннипе Турра чыссӑрлатнине ӑнланса илнӗ. 1927 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче тухнӑ «Ылтӑн ӗмӗр» журналти «Раштав пуҫланса кайни» статьяра ҫакна палӑртнӑ пулнӑ: Раштав вӑл — суя тӗнрен тухнӑ, кӑмӑла ҫырлахтарма хӗтӗртсе тӑракан тата йӗрӗхсене пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ уяв. Статьяра Христос ҫак уява пуҫарса яман тенӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Раштава паллӑ тума тӗнче, ӳт тата Шуйттан хӗтӗртсе тӑрать, ҫакӑ вара хӑйсене пӗтӗмпех Иеговӑшӑн ӗҫлеме халалланӑ ҫынсемшӗн ӑна уявлама пӑрахма паракан витӗмлӗ сӑлтав». Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Вефиль ҫемйи ҫав ҫулхи декабрьте Раштава паллӑ туман — ҫавӑнтанпа урӑх нихӑҫан та уявламан.

10. а) Раштав пирки 1928 ҫулхи декабрьте мӗн каланӑ пулнӑ? (Ҫавӑн пекех «Раштав, вӑл мӗнле пуҫланса кайнӑ тата унӑн тӗллевӗ» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Турӑ халӑхне паллӑ тума юраман уявсем ҫине мӗнле тимлеттернӗ? («Ытти уявсене паллӑ тума пӑрахни» рамкӑна пӑхӑр.)

10 Тепӗр ҫулне Библи Тӗпчекенсем Раштава паллӑ тума кирлӗ марри ҫинчен тепӗр хут палӑртнӑ. 1928 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Ричард Барбер, тӗп управленинче ӗҫлекен арҫын тӑван, радиопа доклад туса панӑ, унта вӑл ҫав уяв мӗнле пуҫланса кайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Турӑ халӑхӗ ҫакӑн пек уҫҫӑн ӑнлантарса панине мӗнле йышӑннӑ? Чарлз Брандлин хӑйӗн ҫемйинче Раштава уявлама пӑрахни ҫинчен аса илнӗ май ҫапла каланӑ: «Ҫак суя тӗн уявне паллӑ тума пӑрахни пире кулянтарчӗ-и? Ҫук паллах! [...] Ҫакӑ вараланса пӗтнӗ тумтире хывса кӑларса пӑрахнӑпа пӗрех пулчӗ». Хенри Кантуэлл, каярахпа ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ арҫын тӑван, ҫавнашкал шухӑшах палӑртса ҫапла каланӑ: «Иеговӑна юратнине кӑтартас тесе хӑш-пӗр япаласене тума пӑрахма пултарнӑшӑн эпир савӑнтӑмӑр». Христосӑн чунтан парӑннӑ вӗренекенӗсем кӑмӑлтан улшӑнусем тунӑ та суя тӗнрен тухнӑ уявсене паллӑ тума пӑрахнӑ (Иоанн 15:19; 17:14) d.

11. Мессианла Патша майлӑ пулнине эпир ӗҫсемпе мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Ҫав Библи Тӗпчекенсем хӑварнӑ чаплӑ тӗслӗх ҫинчен шухӑшланӑ май хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Шанчӑклӑ чура парса тӑракан канашсем ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп? Эпӗ вӗсене хапӑл тусах йышӑнатӑп-и тата мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑратӑп-и?» Итлесе-пӑхӑнса тӑнипе эпир хамӑра шанчӑклӑ чура урлӑ сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑракан Мессианла Патша майлӑ тӑнине ӗҫсемпе кӑтартатпӑр (Ап. ӗҫ. 16:4, 5).

Христиансен хӗреспе усӑ курмалла-и?

Хӗреспе тата патша пуҫкӑшӑлӗпе эрешленӗ эмблема (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12. Нумай ҫул хушши Библи Тӗпчекенсем хӗрес пирки мӗн шутланӑ?

12 Нумай ҫул хушши Библи Тӗпчекенсем хӗреспе христианствӑра усӑ курма юрать тесе шутланӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем хӗресе пуҫҫапман, мӗншӗн тесен йӗрӗхсене пуҫҫапма юраманнине пӗлнӗ (1 Кор. 10:14; 1 Иоанн 5:21). 1883 ҫултах «Хурал башни» журналта «кирек мӗнле йӗрӗхе пуҫҫапни Турӑшӑн ирсӗрлӗх» тесе каланӑ пулнӑ. Анчах та чи малтан Библи Тӗпчекенсем хӗреспе хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутланӑ. Сӑмахран, вӗсем хӗреспе тата патшан пуҫкӑшӑлӗпе эрешленӗ значоксене хисепе хурса ҫакса ҫӳренӗ. Значок вӗсене мӗн виличченех шанчӑклӑ тӑрса юлсан пурнӑҫ пуҫкӑшӑльне илессине аса илтерсе тӑнӑ. 1891 ҫултан пуҫласа «Хурал башни» журнал хӗреспе патшан пуҫкӑшӑльне ӳкерсе хунӑ хуплашкапа тухма тытӑннӑ.

13. Христосӑн вӗренекенӗсем хӗреспе усӑ курас тӗлӗшрен мӗн ӑнланнӑ? (Ҫавӑн пекех «Хӗрес пирки тӗрӗс ӑнланса пыратпӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

13 Библи Тӗпчекенсем хӗреспе патшан пуҫкӑшӑлӗн ӳкерчӗкне питӗ хисепленӗ. Анчах та 1920 ҫулсен вӗҫӗнче Христосӑн вӗренекенӗсем хӗрес ҫине чӑннипех мӗнле пӑхмаллине майӗпен ӑнланма пуҫланӑ. Грант Сьютер, каярахпа Ертсе пыракан советра ӗҫленӗ арҫын тӑван, 1928 ҫулта Детройтра (Мичиган штачӗ, АПШ) иртнӗ конгреса аса илнӗ май ҫапла каланӑ: «Ҫав конгресра хӗреспе тата патшан пуҫкӑшӑлӗпе эрешленӗ эмблемӑпа усӑ курни вырӑнсӑр тенисӗр пуҫне, ҫавӑн пек усӑ курнине сивлемелле те тенӗ». Малаллахи ҫулсенче ҫак ыйтӑва лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ. Юлашкинчен таса тӗнре хӗрес валли вырӑн пулмалла марри тата уҫӑмлӑрах палӑрнӑ.

14. Хӗрес пирки тӗрӗсрех ӑнлантарса панине Турӑ халӑхӗ мӗнле йышӑннӑ?

14 Хӗрес ҫинчен калакан ыйтӑва лайӑхрах ӑнланма пуҫланине Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йышӑннӑ? Хӑйсем хаклакан эмблемипе, хӗреспе тата патша пуҫкӑшӑлӗпе эрешленӗ эмблемипе, вӗсем усӑ курма пӑрахнӑ-и? «Вӑл мӗне сӑнласа панине ӑнланса илсен, вӗсене кӑларса пӑрахма йывӑр пулмарӗ»,— аса илнӗ Лила Робертс, Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫленӗ хӗрарӑм тӑван. Тепӗр шанчӑклӑ хӗрарӑм тӑван, Урсула Серенко, нумайӑшӗн туйӑмӗсене палӑртса ҫапла каланӑ: «Эпир пирӗн Ҫӳлхуҫан вилӗмне тата чунтан парӑнса пурӑннине сӑнласа паракан символ чӑннипе суя тӗнӗн символӗ пулнине ӑнланса илтӗмӗр. Ытарӑшсем 4:18-мӗшӗнче каланӑ пек, сукмак ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пынишӗн эпир савӑнтӑмӑр». Христосӑн чунтан парӑнса пурӑнакан вӗренекенӗсем суя тӗнӗн таса мар ӗҫӗсене нихӑш енчен те явӑҫасшӑн пулман.

15, 16. Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗн ҫӗр ҫинчи картишӗнче тасалӑха упрама ҫирӗп шут тытнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Туррӑн ӗҫлекенӗсем халӗ те ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑлпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Туррӑн халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркипе вараланассинчен сыхланма пулӑшас тесе Христос шанчӑклӑ та ӑслӑ чурапа усӑ курнине эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уявсем, йӑласем пирки асӑрхаттарса каланӑ сӑнарлӑ апата илсен, эпир ӑна тӳрех йышӑнатпӑр та пурнӑҫра тытса пыма пуҫлатпӑр. Христос патшара ларма пуҫланӑ вӑхӑтра пурӑннӑ тӑвансем пекех, эпир те Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗн ҫӗр ҫинчи картишӗнче тасалӑха упраса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ.

16 Унсӑр пуҫне, Иеговӑн халӑхне суя тӗнӗн йӑли-йӗркипе варалама пултаракан ҫынсенчен хӳтӗлес тесе Христос пире курӑнмалла мар ӗҫсем тӑвать. Вӑл мӗнле хӳтӗлет? Айтӑр пӑхса тухар.

«Усаллисене сӑваплисен хушшинчен» уйӑрса илни

17, 18. Сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхре а) сӗрекене ывӑтни, ӑ) «тӗрлӗ йышши пулла» тытни, б) лайӑх пулла савӑта яни тата в) юрӑхсӑр пулла кӑларса пӑрахни мӗне пӗлтерет?

17 Турӑ халӑхӗн ҫӗр ҫинчи пухӑвӗсене пурне те Иисус Христос Патша тимлӗн сӑнаса тӑрать. Христоспа ангелсем ҫынсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илеҫҫӗ, анчах ҫакӑ мӗнле пулса иртнине эпир пӗтӗмпех ӑнланмастпӑр. Ҫавӑн пек уйӑрса илни пирки сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхре каласа панӑ. (Матфей 13:47—50 вуласа пар.) Ҫак тӗслӗхе мӗнле ӑнланмалла?

Сӗреке Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарнине пӗлтерет, тинӗс — пӗтӗм этемлӗхе (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18 «Тинӗсе сӗреке ывӑтнӑ». Сӗреке Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарнине пӗлтерет, тинӗс — пӗтӗм этемлӗхе. «Сӗрекене тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ». Ырӑ хыпар тӗрлӗ ҫынна хӑйӗн патне туртать: чӑн христиансем пулса тӑрас тесе утӑмсем тӑвакансене те, малтанлӑха кӑштах интересленнӗ, ҫав-ҫавах тӗрӗс пуҫҫапасси майлӑ тӑманнисене те e. «Лайӑх пуллине... савӑта» яраҫҫӗ. Тӳркӑмӑллӑ ҫынсем савӑтсемпе танлаштарнӑ пухусене пуҫтарӑнаҫҫӗ, унта вӗсем Иеговӑна тасалӑхпа пуҫҫапма пултараҫҫӗ. «Начаррине [«юрӑхсӑррине», ҪХ] кӑларса» ывӑтаҫҫӗ. Юлашки кунсенче Христоспа ангелсем «усаллисене сӑваплисен хушшинчен уйӑрса» илеҫҫӗ f. Ҫавна пула япӑх шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем — тен, суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе йӑли-йӗркине хӑварас темен ҫынсем — пухӑва ирсӗрлетме пултараймаҫҫӗ g.

19. Тӗрӗс пуҫҫапассин тата Турӑ халӑхӗн тасалӑхне упраса хӑварас тесе Христос мӗн тунине пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

19 Пирӗн Патша, Иисус Христос, камсемшӗн тӑрӑшать, ҫавсене хӳтӗлесе тӑнине пӗлме питӗ кӑмӑллӑ! Христос пӗрремӗш ӗмӗрте храма хастаррӑн тасатнӑ пекех, халӗ те вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсене пуҫҫапнӑ чухне тасалӑхне упраса хӑварма пулӑшас тесе чунтан тӑрӑшать. Ҫакна пӗлни чуна йӑпатать. Паллах ӗнтӗ, эпир ӑна ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ! Ҫавӑнпа та Патша тата унӑн Патшалӑхӗ майлӑ тӑнине кӑтартас тесе суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытар мар!

a Иерусалима килекен иудейсен храм валли тӳлекен ҫулсеренхи налога палӑртса хунӑ валютӑпа тӳлемелле пулнӑ, укҫа улӑштаракансем вара ҫынсенчен укҫа улӑштарнӑшӑн ҫиелтен тӳлеме ыйтнӑ. Хӑш-пӗр иудейсен парне кӳме чӗрчунсем туянмалла пулнӑ. Иисус сутӑҫсене вӑрӑ-хурахсем тенӗ, ҫавна вӑл вӗсем хӑйсен ӗҫӗшӗн питӗ хаклӑ ыйтнӑран каланӑ пулмалла.

b Иеговӑн халӑхӗ ӑна аслӑ сӑнарлӑ храмӑн ҫӗр ҫинчи картишӗнче пуҫҫапать.

c Ҫав статьяра Иисус хӗлле ҫуралма пултарайман, мӗншӗн тесен ҫакӑ «кӗтӳҫсем хирте хӑйсен кӗтӗвӗсемпе пулнӑ» тесе каланипе килӗшсе тӑмасть тесе палӑртнӑ (Лука 2:8).

d Фредерик Френц 1927 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнче ҫырнӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Пирӗн ҫак ҫулта Раштав пулмасть. Вефиль ҫемйи ҫак уява урӑх паллӑ тумӑпӑр тесе йышӑнчӗ». 1928 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн тепӗр ҫырӑвӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа пире Шуйттанӑн Вавилон организацийӗн ултавӗсенчен майӗпен тасатса пырать».

e Сӑмахран, 2013 ҫулта хыпарҫӑсен шучӗ 7 965 954 ҫын пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах Христосӑн вилӗмне асӑнмалли Каҫхи апат уявне 19 241 252 ҫын килнӗ.

f Лайӑх пулла юрӑхсӑрринчен уйӑрса илесси вӑл — сурӑхсене качакасенчен уйӑрса илессипе пӗрех мар (Матф. 25:31—46). Сурӑхсене качакасенчен уйӑрса илесси, урӑхла каласан, вӗсене юлашки хут суд тӑвасси, пулас хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пулӗ. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен «юрӑхсӑр» пулӑн Иегова патне тата савӑтсемпе танлаштарнӑ пухусене таврӑнма хальлӗхе май пур-ха (Мал. 3:7).

g Юлашкинчен юрӑхсӑррисене ҫунакан кӑмакана пӑрахӗҫ, ҫакӑ вара пӗтӗмпех тӗп тунине пӗлтерет.