Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНУЛТТӐМӖШ СЫПӐК

Ҫемйӗр валли шанчӑклӑ пуласлӑх хатӗрлӗр

Ҫемйӗр валли шанчӑклӑ пуласлӑх хатӗрлӗр

1. Иегова ҫемьесем валли мӗн шухӑшласа хунӑ?

 ИЕГОВА Адампа Евӑна мӑшӑрлантарсан Адам сӑвӑ ҫырса хӑй савӑннине кӑтартнӑ, ку еврей чӗлхипе ҫырса хунисенчен пӗрремӗш сӑвӑ пулнӑ (Пултарни 2:22, 23). Ҫапах та Пултаракан шухӑшласа хуни шутне хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ачисен кӑмӑлне тултарасси кӑна кӗмен. Вӑл мӑшӑрсене тата ҫемьесене хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлаттарасшӑн пулнӑ. Пӗрремӗш мӑшӑра вӑл каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пултарни 1:​28). Ҫак ӗҫ мӗн тери хӑватлӑ тата усӑллӑ пулнӑ! Иеговӑна пур тӗлӗшрен те итлесе унӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑнӑ пулсан, Адампа Ева ҫав тери телейлӗ пулнӑ пулӗччӗҫ, пуласлӑхра вара — вӗсен ачисем те!

2, 3. Чи пысӑк телее ҫемьесем паян мӗнле тупма пултараҫҫӗ?

2 Ҫавӑн евӗрлех паян та чи телейлӗ ҫемьесем — пурте пӗрле Турӑ ирӗкне пурнӑҫлакан ҫемьесем. Павел апостол ҫырнӑ: «Сӑваплӑ [«Турра чунтан парӑнса», ҪТ] пурӑнсассӑн пур тӗлӗшпе те усӑ курӑн, хальхи пурӑнӑҫра та, ҫитессинче те пама пулнине илӗн» (1 Тимофей 4:8). Ҫемье Турра чунтан парӑнса пурӑнать пулсан, Турӑ вӗрентни-кӑтартнине, Библире каланисене, тытса тӑрать пулсан, «хальхи пурӑнӑҫра та» телей тупать (Псалом 1:1—3; 118:105; 2 Тимофей 3:16). Ҫемьере Библи принципӗсемпе пӗри кӑна усӑ курсан та, ҫакӑ вӗсемпе нихӑшӗ те усӑ курманнинчен лайӑхрах ӗнтӗ.

3 Ку кӗнекере ҫемьене телейлӗ тума пулӑшакан Библири нумай принципа сӳтсе явнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӗнекере ҫине-ҫинех тӗл пулнине эсир асӑрхарӑр пулӗ. Мӗншӗн ҫапла? Мӗншӗн тесен вӗсем ҫемье пурнӑҫӗн тӗрлӗ лару-тӑрӑвӗнче пурне те ырӑлӑх кӳрекен иккӗленмелле мар чӑнлӑхсем шутланаҫҫӗ. Ҫемьерисем Библири ҫак принципсемпе усӑ курма ӑнтӑлаҫҫӗ пулсан, Турра чунтан парӑнни «хальхи пурӑнӑҫра та... пама пулнине» чӑннипех те илме панине курӗҫ. Ҫак питӗ кирлӗ принципсенчен тӑваттӑшне айтӑр тепӗр хут пӑхса тухар.

ЧАРУЛЛӐ ПУЛНИ ПИТӖ КИРЛӖ

4. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра чаруллӑ пулни мӗншӗн кирлӗ?

4 Соломон патша каланӑ: «Хӑйне хӑй ҫирӗп тытма пултарайман ҫын — аркатса тӑкнӑ, хӳмесӗр юлнӑ хула евӗрлех» (Ытарӑшсем 25:28; 29:11). «Хӑйне хӑй ҫирӗп» тытни, е чаруллӑ пулни, мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулас текенсене питӗ кирлӗ. Сиен кӳрекен туйӑмсем, сӑмахран тарӑхни е аскӑнлӑх, хыҫҫӑн кайни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа сиен кӳме пултарать, ӑна тӳрлетме вара, ҫакна тума пулать пулсан та, нумай ҫул каять.

5. Ҫитменлӗхлӗ ҫын чарулӑх мӗнле аталантарма пултарать тата ҫакӑ мӗнле усӑ парать?

5 Паллах, Адамӑн пӗр тӑхӑмӗ те ҫитменлӗхлӗ ӳт-пӗвне пур чухне те алра тытаймасть (Рим 7:​21, 22). Апла пулин те, чаруллӑ пулни святой сывлӑшӑн ӗҫӗ шутне кӗрет (Галати 5:22, 23). Эппин, эпир ҫак паха ен пирки кӗлӗ тӑватпӑр, Сӑваплӑ Ҫырури канашсемпе усӑ куратпӑр, ҫак паха ене кӑтартакансемпе хутшӑнатпӑр тата ӑна аталантарман ҫынсенчен пӑрӑнатпӑр пулсан, Туррӑн святой сывлӑшӗ пирӗнте чарулӑх аталантарӗ (Псалом 118:100, 101, 130; Ытарӑшсем 13:21; 1 Петр 4:7). Эпир илӗртӳпе тӗл пулсан та, ҫакӑ «аскӑнлӑхран тарма» пулӑшӗ (1 Коринф 6:​18). Эпир хаярлӑхран, ӗҫке ерессинчен пӑрӑнӑпӑр е ӑна ҫӗнтерме тӑрӑшӑпӑр. Хамӑра мӗн тарӑхтарнипе йывӑрлӑхсем ҫине лӑпкӑнрах пӑхӑпӑр. Айтӑр пурте, ҫав шутра ачасем те, святой сывлӑшӑн ҫак енне аталантарма вӗренер (Псалом 118:​1, 2).

ПУҪ ПУЛНИ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХНИ

6. а) Пуҫ пулас енпе Турӑ мӗнле йӗрке палӑртнӑ? ӑ) Хӑй пуҫ пулни ҫемьене телей патӑр тесен, упӑшкан мӗн ҫинчен асра тытмалла?

6 Иккӗмӗш питӗ кирлӗ принцип — пуҫ пулнине йышӑнни. Павел мӗнле йӗрке пулмаллине ҫак сӑмахсемпе ҫырса панӑ: «Эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ» (1 Коринф 11:3). Ҫакӑ упӑшка ҫемьене ертсе-вӗрентсе пырассине хӑй ҫине илнине, арӑмӗ ӑна шанчӑклӑ пулса пулӑшса тӑнине, ачисем вара ашшӗ-амӑшне итленине пӗлтерет (Эфес 5:22—33; 6:1—4). Анчах ҫакна асӑрхар: пуҫ пулни ӑна тӗрӗс пурнӑҫласа тӑрсан кӑна телей кӳрет. Турра чунтан парӑннӑ упӑшкасем пуҫ пулни яланах хӑйӗн пек тутарни пулманнине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хӑйсен Пуҫӗ, Иисус, пек тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑйӗн «пуринчен те асли» пулса тӑмалла пулнӑ пулин те, Иисус «Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» (Эфес 1:​22; Матфей 20:28). Ҫавӑн пекех христианин та хӑй пуҫ пулнипе хӑйне усӑ тума мар, арӑмӗпе ачисемшӗн тӑрӑшма усӑ курать (1 Коринф 13:​4, 5).

7. Турӑ ҫемьере хӑйне валли палӑртнине туса тӑма арӑма Библири мӗнле принципсем пулӑшаҫҫӗ?

7 Турра чунтан парӑннӑ арӑм, хӑй енчен, упӑшкипе тупӑшмасть тата ӑна хӑйне пӑхӑнтарма тӑрӑшмасть. Вӑл савӑнсах ӑна пулӑшса тӑрать тата унпа пӗрле ӗҫлет. Библире хӑш-пӗр чухне арӑмӑн упӑшки, е «хуҫи», пур тенӗ, ҫакӑ унӑн пуҫӗ кам пулни пирки пӗр иккӗленӳ те хӑвармасть (Пултарни 20:3, ҪТ). Качча тухсан хӗрарӑмӑн «упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккуна» тытса тӑмалла (Рим 7:2). Ҫав хушӑрах Библи арӑма «пулӑшакан» тата «хушса пани» тет (Пултарни 2:20, ҪТ). Арӑмӑн упӑшкин пулман паха енсемпе пултарулӑхсем пур, вӑл упӑшкине кирлӗ пулӑшӑва парать (Ытарӑшсем 31:10—31). Библире ҫавӑн пекех арӑм пирки упӑшкипе ҫума-ҫуммӑн ӗҫлекен «тус» тенӗ (Малахия 2:​14). Библири ҫак принципсем упӑшкапа арӑма хӑйсем епле вырӑн йышӑннине ӑнланма, пӗр-пӗринпе тивӗҫлӗн тата хисеплӗн тытма пулӑшаҫҫӗ.

«ИТЛЕМЕ ХАТӖР ПУЛӐР»

8, 9. Хутшӑнас пултарулӑха лайӑхлатма ҫемьере пурне те мӗнле принципсем пулӑшнине ӑнлантарса парӑр.

8 Хутшӑнасси пирки ҫак кӗнекере час-часах калаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсем калаҫаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне тимлӗ итлеҫҫӗ пулсан, йывӑрлӑхсене татса пама ҫӑмӑлтарах. Хутшӑнни вӑл икӗ енлӗ ҫул пур урам евӗрлех пулнине тепӗр хут палӑртнӑ. Иаков вӗренекен ун пирки ҫапла каланӑ: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр» (Иаков 1:19).

9 Ҫавӑн пекех хамӑр мӗнле калаҫнине асӑрхамалла. Шухӑшламасӑр, хирӗҫлес тесе каланӑ е ытлашши критиклекен сӑмахсем лайӑх хутшӑнӑва сиен кӳреҫҫӗ (Ытарӑшсем 15:1; 21:9; 29:11, 20). Пирӗн сӑмахсем тӗрӗс пулсан та, анчах вӗсене сиввӗн, мӑнкӑмӑллӑн е теприн туйӑмӗсене ним чухлӗ те хисеплемесӗр каласан, вӗсем усӑ мар, ытларах сиен кӳме пултараҫҫӗ. Пирӗн сӑмахсем илемлӗ, «витӗмлӗ» пулмалла (Колоссӑ 4:6). Вӗсен «кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек» пулмалла (Ытарӑшсем 25:11). Кашниех лайӑх хутшӑнма вӗренекен ҫемьере телей патне пысӑк утӑм тӑваҫҫӗ.

ЮРАТӐВӐН ПЫСӐК ВЫРӐНӖ

10. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗнле юрату питӗ кирлӗ?

10 Ку кӗнекере нумай хутчен «юрату» сӑмах тӗл пулать. Чи малтанах юратӑвӑн мӗнле тӗсне асӑннине астӑватӑр-и эсир? Чӑнах та, мӑшӑрлӑ пурнӑҫра романтикӑлла юрату (грек. э́рос) пысӑк вырӑн йышӑнать, телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра вара упӑшкапа арӑм пӗр-пӗрин патне ытларах туртӑнма пуҫлаҫҫӗ тата вӗсен туслӑхӗ (грек. фили́а) ӳсет. Анчах ага́пе, грек сӑмахӗпе палӑртнӑ юрату, тата та пӗлтерӗшлӗрех вырӑн йышӑнать. Ку юратӑва Иеговӑна, Иисуса тата ҫывӑх ҫынсене юратса аталантарса пыратпӑр (Матфей 22:37—​39). Иегова этемлӗхе ҫак юратӑва кӑтартать (Иоанн 3:​16). Эпир мӑшӑра, ачасене шӑп ҫакӑн пек юратупа юратма пултаратпӑр, ҫакӑ тӗлӗнмелле аван! (1 Иоанн 4:​19.)

11. Юрату ҫемьене ырӑ курса пурӑнма мӗнле пулӑшать?

11 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ҫак пысӑк юрату чӑннипех те «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни» (Колоссӑ 3:​14, ҪХ). Ҫакӑ мӑшӑрсене пӗрлештерет, пӗр-пӗриншӗн тата ачасемшӗн чи лайӑххине тума кӑмӑл ҫуратать. Ҫемьесем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те юрату вӗсене пӗрлехи вӑйпа ҫӗнтерме пулӑшать. Мӑшӑрсен ҫулӗсем иртсе пынӑ май юрату вӗсене малалла та пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулма тата пӗр-пӗрне хаклама пулӑшать. «Юрату... хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть... пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет... юрату нихӑҫан та пӗтмӗ (1 Коринф 13:​4—8).

12. Мӑшӑрсем Турра юратни мӗншӗн вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетет?

12 Мӑшӑрсен ҫыхӑнӑвӗ пӗр-пӗрне юратнипе кӑна мар, чи малтан Иеговӑна юратнипе ҫыхӑнса тӑрать пулсан, вӑл уйрӑмах ҫирӗп (Екклесиаст 4:​9—​12). Мӗншӗн? Иоанн апостол ҫырнӑ: «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать» (1 Иоанн 5:3). Ҫапла вара, мӑшӑрсен ачисене юратнӑран кӑна мар, ҫакӑ Иеговӑн заповечӗ пулнӑран вӗсене Турра чунтан парӑнса пурӑнма вӗрентмелле (Саккуна астутарни 6:​6, 7). Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне юратнӑран кӑна мар, чи малтанах Иеговӑна, «ясаррисене, аскӑнчӑксене... сут» тӑвакана, юратнӑран аскӑн ӗҫсенчен пӑрӑнмалла (Еврейсем 13:4). Мӑшӑрсенчен пӗри мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать пулин те, Иеговӑна юратни теприне Библири принципсене малалла та тытса тӑма хавхалантарӗ. Ҫемьере пӗр-пӗрне юратни Иеговӑна юратнипе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑракан ҫемьесем епле телейлӗ!

ТУРӐ ИРӖКНЕ ПУРНӐҪЛАКАН ҪЕМЬЕ

13. Турӑ ирӗкне тума ҫирӗп шут тытни ҫынсене чӑннипех те кирлине куҫ умӗнче тытма мӗнле майпа пулӑшӗ?

13 Христианинӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Турӑ ирӗкне пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ (Псалом 142:10). Чӑнах та шӑп ҫакӑ Турра чунтан парӑннине пӗлтерет. Турӑ ирӗкне пурнӑҫлани ҫемьесене чӑннипех те кирлине куҫ умӗнче тытма пулӑшать (Филиппӑ 1:​9, 10). Сӑмахран, Иисус асӑрхаттарнӑ: «Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ» (Матфей 10:35, 36). Иисус сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине унӑн чылай вӗренекенӗ хӑйӗн ҫемйинче хӗсӗрленипе тӗл пулни ҫирӗплетсе парать. Ҫакӑ питӗ хурлантарать тата кӑмӑла хуҫать! Анчах Иегова Турра тата Иисус Христоса ҫемьерисенчен ытларах юратмалла (Матфей 10:37—​39). Ҫемйи хӗсӗрленине пӑхмасӑр ҫын чӑтать пулсан, Турра чунтан парӑнни усӑ панине курса, хирӗҫ тӑракансем хӑйсен шухӑшне улӑштарма пултараҫҫӗ (1 Петр 3:1—2; 1 Коринф 7:12—16). Ҫакӑн пек пулмасан та, хӗсӗрленине пула ҫын Турра ӗҫлесе тӑма пӑрахни нумай вӑхӑтлӑха усӑ памӗ.

14. Турӑ ирӗкне тума тӑрӑшни ашшӗ-амӑшне ачисене чи лайӑх майпа ырӑ тумашкӑн мӗнле пулӑшӗ?

14 Турӑ ирӗкне туса тӑни ашшӗ-амӑшне тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Сӑмахран, хӑш-пӗр халӑхра ашшӗ-амӑшӗ ачи ҫине тупӑш илмелли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхать тата хӑйсем ватӑлсан ачисем вӗсене пӑхасса шанать. Ҫитӗннӗ ачисен ватӑлса пыракан ашшӗ-амӑшне пӑхмалла пулин те, ку чӑн тата тӗрӗс, ашшӗ-амӑшӗн ачисене укҫа-тенкӗ, пурлӑх пухма вӗренме хистемелле мар. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене Турӑ ирӗкӗпе килӗшсе тӑракан тӗллевсене мар, пурлӑха ытларах хаклама вӗрентет пулсан, ҫакӑ ачисене усӑ памӗ (1 Тимофей 6:9).

15. Тимофейӑн амӑшӗ Евника мӗншӗн Турӑ ирӗкне туса тӑракан амӑшӗн лайӑх тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ?

15 Ҫак тӗлӗшрен Павелӑн ҫамрӑк Тимофей тусӗн амӑшӗ Евника лайӑх тӗслӗх пулса тӑрать (2 Тимофей 1:5). Упӑшки ӗненмен ҫын пулнӑ пулин те, Евника Тимофейӑн Лоида асламӑшӗпе пӗрле Тимофее Турра чунтан парӑнса пурӑнма вӗрентсе ӳстернӗ (2 Тимофей 3:14, 15). Тимофей ҫителӗклӗ таран ҫитӗнсен, Евника ӑна килтен тухса кайма тата миссионерла ҫул ҫӳревре Павелӑн юлташӗ пулса Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерес ӗҫе тума ирӗк панӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 16:​1—5). Ывӑлӗ паллӑ миссионер пулса тӑрсан, вӑл мӗн тери савӑннӑ пулӗ! Ҫитӗннӗ Тимофей Турра чунтан парӑнса пурӑнни ӑна ачаранах илнӗ пӗлӳ лайӑх витӗм кӳнине кӑтартать. Евника, паллах ӗнтӗ, сӑваплӑ ӗҫе Тимофей шанчӑклӑ туса тӑни ҫинчен каланисене, хӑй унсӑр тунсӑхлама пултарнӑ пулин те, хавасланса тата савӑнса итленӗ (Филиппӑ 2:19, 20).

ҪЕМЬЕ ТАТА САНӐН ПУЛАСЛӐХУ

16. Ывӑл пулнӑ май Иисус амӑшӗшӗн тивӗҫлипе мӗнле тӑрӑшнӑ, анчах унӑн тӗп тӗллевӗ мӗн пулнӑ?

16 Иисус Турра юрӑхлӑ пулма тӑрӑшнӑ ҫемьере вӗренсе ӳснӗ тата ҫитӗнсен вӑл амӑшне пӑхас енпе лайӑх ывӑл пулнине кӑтартнӑ (Лука 2:51, 52; Иоанн 19:26). Ҫапах та Иисусӑн тӗп тӗллевӗ Турӑ ирӗкне пурнӑҫласси пулнӑ, Иисусшӑн вӑл — ҫынсем валли ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма ҫул уҫасси. Вӑл ҫакна хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр этем пурнӑҫне ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн тӳлесе илни пек парса тунӑ (Марк 10:45; Иоанн 5:28, 29).

17. Иисус шанчӑклӑ пулни Турӑ ирӗкне тӑвакансене мӗнле тӗлӗнмелле чаплӑ ҫулсем уҫса панӑ?

17 Иисус вилнӗ хыҫҫӑн Иегова ӑна пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ та пӗлӗтри Патшалӑхӑн Патши пулма лартса пысӑк власть панӑ (Матфей 28:18; Рим 14:9; Ӳлӗмхине 11:15). Иисус хӑйне парнене пани хӑш-пӗр ҫынсене, ҫав Патшалӑхра унпа пӗрле патшара ларма, суйласа илме май панӑ. Иисус хӑйне парнелӗх пани ырӑ чӗреллӗ ытти ҫынсене ҫӗнӗрен рай пулса тӑракан ҫӗр ҫинче пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫпа пурӑнма ҫул уҫнӑ (Ӳлӗмхине 5:9, 10; 14:​1, 4; 21:​3—5; 22:​1—4). Ҫак тӗлӗнмелле ырӑ хыпара ҫывӑх ҫынсене каласа парасси — пире паян тунӑ чи пысӑк чыссенчен пӗри (Матфей 24:14).

18. Ҫемьесене те, уйрӑм ҫынсене те мӗн ҫинчен аса илтереҫҫӗ тата вӗсене мӗн тума хавхалантараҫҫӗ?

18 Павел апостол Турра чунтан парӑннине кӑтартни ҫынсем «пулас» пурнӑҫра пиллӗхсем илме пултарни ҫинчен сӑмах панипе тачӑ ҫыхӑннине кӑтартнӑ. Паллах, телей патне илсе каякан чи лайӑх ҫул ҫакӑ пулать те ӗнтӗ! Аса илер, «тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Ҫавӑнпа ача-и эсӗ, ашшӗ е амӑшӗ, упӑшка е арӑм, тен, ачасӑр пурӑнакан е мӑшӑрланман, анчах ачаллӑ ҫитӗннӗ ҫын, кирек кам пулсан та, Турӑ ирӗкне туса тӑма тӑрӑш. Хӗсӗрленипе е пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне нихӑҫан та хӑв чӗрӗ Туррӑн ӗҫлекенӗ пулнине ан ман. Эсӗ мӗн туни Иеговӑна савӑнтартӑр (Ытарӑшсем 27:11). Эсӗ мӗнле пурӑнни сана халӗ савӑнӑҫ кӳтӗр тата ҫывхарса килекен ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма патӑр!