3-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене хӑвӑра вӗрентекенпе сӳтсе явӑр:
Ытарӑшсем 27:11 вулӑр.
Мӗншӗн эсир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн?
(34-мӗш урока пӑхӑр.)
Библире мӗн тумалли пирки тӳррӗн каламан пулсан, сире тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшма пултарать?
(35-мӗш урока пӑхӑр.)
Пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулас, урӑхла каласан, суймасӑр, улталамасӑр пурӑнас тесе мӗн тума пулать?
(36-мӗш урока пӑхӑр.)
Матфей 6:33 вулӑр.
«Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр» текен принцип сире ӗҫпе укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать?
(37-мӗш урока пӑхӑр.)
Эсир пурнӑҫа Иегова хакланӑ пекех хакланине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
(38-мӗш урока пӑхӑр.)
Апостолсен ӗҫӗсем 15:29 вулӑр.
Иегова юн пирки панӑ закона эсир мӗнле тытса тӑма пултаратӑр?
Вӑл ҫавӑн пек тума хушнине эсир тӗрӗс тесе шутлатӑр-и?
(39-мӗш урока пӑхӑр.)
2 Коринф 7:1 вулӑр.
Хамӑр кӗлеткепе япаласене таса тытмалла тата нравственность енчен таса пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
(40-мӗш урока пӑхӑр.)
1 Коринф 6:9, 10 вулӑр.
Библире секс пирки мӗн каланӑ? Библире ҫавӑн пирки мӗн каланипе эсир килӗшетӗр-и?
Библире эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн каланӑ?
(41-мӗш тата 43-мӗш уроксене пӑхӑр.)
Матфей 19:4—6, 9 вулӑр.
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки Турӑ мӗнле нормӑсем панӑ?
Мӗншӗн мӑшӑрланнӑ чухне тата уйрӑлнӑ чухне ҫӗршыври законсене тытса тӑмалла?
(42-мӗш урока пӑхӑр.)
Иегова мӗнле уявсене ырламасть тата мӗншӗн?
(44-мӗш урока пӑхӑр.)
Иоанн 17:16 тата Апостолсен ӗҫӗсем 5:29 вулӑр.
Нейтралитет тытса тӑрас тесен сирӗн мӗн тумалла?
Влаҫсем мӗн тума хушаҫҫӗ, ҫавӑ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, пирӗн хамӑра ҫавӑн пек чухне мӗнле тытмалла?
(45-мӗш урока пӑхӑр.)
Марк 12:30 вулӑр.
Эсир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
(46-мӗш тата 47-мӗш уроксене пӑхӑр.)