Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

45-МӖШ УРОК

Нейтралитет тытса тӑмалла тени мӗне пӗлтерет?

Нейтралитет тытса тӑмалла тени мӗне пӗлтерет?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки «эсир тӗнченӗн мар» тенӗ (Иоанн 15:19). Ҫакӑ христиансен нейтралитет тытса тӑмалла тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа эпир политика ӗҫӗсенче тата вӑрҫӑсенче никам майлӑ та тӑмастпӑр. Чӑннипе вара, нейтралитет тытса тӑма ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑншӑн пире ыттисем курайми пулма е мӑшкӑллама пултараҫҫӗ. Нейтралитет тытса тӑрас тесе тата Иегова Турра чунтан парӑнса пурӑнас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

1. Чӑн христиансем хӑйсене ҫынсен правительствисемпе мӗнле тытаҫҫӗ?

Христиансем патшалӑх влаҫне хисеплеҫҫӗ. Эпир Иисус каланӑ пек тӑватпӑр — «цезарӗнне цезаре» паратпӑр (Марк 12:17). Урӑхла каласан, эпир хамӑр пурӑнакан ҫӗршыври законсене тытса тӑратпӑр тата тӳлеме кирлӗ налогсене тӳлетпӗр. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫынсен правительствисем влаҫа тытса тӑрасса та Иегова вӗсене ҫавна тума ирӗк панӑран ҫеҫ тытса тӑраҫҫӗ (Рим 13:1). Апла пулсан, ҫынсен правительствисен влаҫӗн чикки пур. Эпир Турӑ тата унӑн тӳпери Патшалӑхӗ кӑна ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса пама пултарать тесе шутлатпӑр.

2. Эпир нейтралитет тытса тӑнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

Иисус пекех, эпир политикӑна хутшӑнмастпӑр. Ҫынсем Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курсан, вӗсем ӑна патша туса хурасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсене ҫавна тума паман (Иоанн 6:15). Мӗншӗн? Каярахпа вӑл ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Манӑн Патшалӑх ҫак тӗнчерен мар» (Иоанн 18:36). Эпир Христосӑн вӗренекенӗсем, ҫавӑнпа эпир вӑрҫӑсене хутшӑнмастпӑр. (Михей 4:3 вулӑр.) Эпир наци символӗсене, сӑмахран, ялава, хисеплетпӗр, анчах та вӗсене пуҫҫапмастпӑр (1 Иоанн 5:21). Ҫавӑн пекех эпир нимле политика партийӗ е нимле кандидат майлӑ та мар, вӗсене хирӗҫ те мар. Ҫапла тунипе эпир Туррӑн правительствине — унӑн Патшалӑхне — чунтан парӑннине кӑтартатпӑр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултаракан лару-тӑрусене пӑхса тухӑпӑр тата Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑнусем мӗнле тумаллине пӗлӗпӗр.

3. Чӑн христиансем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ

Иисус тата малтанхи христиансем пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Рим 13:1, 5—7 тата 1 Петр 2:13, 14 вулӑр. Унтан ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн пирӗн патшалӑх влаҫӗсене хисеплемелле?

  • Влаҫсене итленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр ҫӗршывсем эпир нейтралитет тытса тӑратпӑр теме пултараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем вӑрҫӑра пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан ҫӗршывсем майлӑ та пулма пултараҫҫӗ. Ҫакна чӑн-чӑн нейтралитет теме пулать-и? Иоанн 17:16 вулӑр. Унтан ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Нейтралитет тытса тӑмалла тени мӗне пӗлтерет?

Влаҫсем мӗн тума хушаҫҫӗ, ҫавӑ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, пирӗн хамӑра ҫавӑн пек чухне мӗнле тытмалла? Апостолсен ӗҫӗсем 5:28, 29 вулӑр. Унтан ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫӗршыври пӗр-пӗр закон Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, пирӗн ҫавӑн пек чухне кама пӑхӑнса тӑмалла?

  • Мӗнле лару-тӑрура христианин патшалӑх влаҫне пӑхӑнса тӑмӗ?

4. Шухӑшпа та, ӗҫпе те нейтралитет тытса тӑмалла

1 Иоанн 5:21 вулӑр. Унтан ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Айенге политика партине кӗме тата патшалӑх церемонийӗсене хутшӑнма, сӑмахран, ялава чыслама, килӗшмен?

  • Эсир вӑл хӑйне мӗнле тытни тӗрӗс тесе шутлатӑр-и?

Тата мӗнле лару-тӑрура пире нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултарать? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Тӗрлӗ ҫӗршыври спортсменсем хутшӑнакан ӑмӑртусене пӑхнӑ чухне мӗншӗн пирӗн никам майлӑ та пулмалла мар?

  • Политиксем тӑвакан йышӑнусем пире усӑ параҫҫӗ е сиен кӳреҫҫӗ пулсан та, мӗншӗн пирӗн пурпӗр нейтралитет тытса тӑмалла?

  • Эпир массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерекен хыпарсене час-часах пӑхатпӑр пулсан е политика ҫинчен калаҫма юратакан ҫынсемпе хутшӑнатпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

Мӗнле лару-тӑрура шухӑшпа та, ӗҫпе те нейтралитет тытса тӑмалла?

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗншӗн эсир ялава чысламастӑр тата гимн юрламастӑр?»

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Христиансем шухӑшпа та, сӑмахпа та, ӗҫпе те нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Пирӗн патшалӑх влаҫӗ умӗнче мӗнле тивӗҫ пур?

  • Мӗншӗн эпир политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенче нейтралитет тытса тӑратпӑр?

  • Мӗнле лару-тӑрура пире нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултарать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Нейтралитет тытса тӑрас тесе пирӗн мӗн хӑварма тивет?

«Иегова пире нихӑҫан та пӑрахмарӗ» (3:14)

Ҫемьесем нейтралитет тытса тӑма йывӑр пулма пултаракан лару-тӑрусене мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ?

«Кирек мӗнле лару-тӑрура та нейтралитет тытса тӑратпӑр» (4:25)

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес тивӗҫрен чаплӑрах тивӗҫ пур-и?

«Для Бога всё возможно» (5:19)

Хӑш ӗҫе кӗрес тесе шутланӑ чухне «тӗнченӗн мар» текен принципа мӗнле тытса тӑмаллине пӗлӗр.

«Каждый понесёт свою ношу» («Сторожевая башня», 2006 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗ)