10-мӗш юрӑ
«Ак эпӗ! Яр мана»
(Исаия 6:8)
1. Туррӑн ятне паян ҫынсем
Хӑртаҫҫӗ те хурлаҫҫӗ ҫеҫ.
«Вӑл вӑйсӑр»,— теҫҫӗ пӗрисем,
«Турӑ ҫук»,— теҫҫӗ ухмахсем.
Кам хӳтӗлӗ Туррӑн ятне?
Кам юрлӗ мухтаса ӑна?
«Акӑ эп, Туррӑм, яр мана.
Хӑюллӑ мухтӑп эп сана».
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Вӗт ҫакӑ, Туррӑм, пит пысӑк чыс.
Эпӗ хатӗр! Яр мана.
2. «Турӑ пит вӑрахлать»,— теҫҫӗ,
Вӗсем Унран хӑрамаҫҫӗ.
Пӗри пуҫҫапать йӗрӗхе,
Тепришӗн кесарь — Турӑ вӑл.
Кам калӗ усал ҫынсене
Туррӑн аслӑ вӑрҫи ҫинчен?
«Акӑ эп, Туррӑм, яр мана.
Хӑюллӑ калӑп пур ҫынна».
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Вӗт ҫакӑ, Туррӑм, пит пысӑк чыс.
Эпӗ хатӗр! Яр мана.
3. Йӑваш ҫынсем хуйхӑраҫҫӗ,
Ӳссе пырать-ҫке усаллӑх.
Вӗсем пит шыраҫҫӗ чӑнлӑх,
Вӗт вӑл парать чӑн канӑҫлӑх.
Йӑваш ҫынна кам йӑпатӗ,
Тӳрӗлӗх тупма пулӑшӗ?
«Акӑ эп, Туррӑм, яр мана.
Вӗрентӗп тӳсӗмлӗ пулса».
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Вӗт ҫакӑ, Туррӑм, пит пысӑк чыс.
Эпӗ хатӗр! Яр мана.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 9:25; Иез. 9:4.)