Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Чӑн-чӑн пурнӑҫ

Чӑн-чӑн пурнӑҫ

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Кӑн-кӑвак тӳпе. Сарӑ хӗвӗлпе

    Ялкӑшать чечеклӗ хир.

    Лӑпкӑ таврара. Ман тусӑмсем хампа.

    Тӗнчене курар эппин.

    Мӑн тинӗспе ҫӳл ту патне эпир ҫитесшӗн.

    Тавах ҫӳлти Аттемӗре ҫак ҫӗн тӗнчешӗн!

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ УМӖН

    Хальлӗхе пирӗн кӑшт кӗтмелле.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кун ҫитӗ: ку тӗнче те, хӗн-асап та урӑх килмӗҫ аса.

    Ӗнтӗ пирӗн шанчӑк пурнӑҫланӗ. Курӑпӑр райра

    Чӑн-чӑн пурнӑҫа.

  2. 2. Ҫӗр ҫӗнелет. Тус-тӑванпа пӗрле

    Ӳстеретпӗр сад пахчи.

    Юр юрласа савӑнатпӑр пурнӑҫпа.

    Таврара — йӑл-йӑл кулни.

    Нимле хӗн-хур та урӑх ҫук. Телей те канӑҫ.

    Савӑннипе анчах ман куҫ шывланать. Кӗҫех...

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кун ҫитӗ: ку тӗнче те, хӗн-асап та урӑх килмӗҫ аса.

    Ӗнтӗ пирӗн шанчӑк пурнӑҫланӗ. Курӑпӑр райра

    Чӑн-чӑн пурнӑҫа.

    КАҪӐ

    Хальлӗхе к(ӑ)ларса тӑратӑп куҫ умне эп ҫакна.

    Ман Атте ӗмӗтсене пурнӑҫлатех райра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кун ҫитӗ: ку тӗнче те, хӗн-асап та урӑх килмӗҫ аса.

    Ӗнтӗ пирӗн шанчӑк пурнӑҫланӗ. Курӑпӑр райра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ун чух ку тӗнче те, хӗн-асап та урӑх килмӗҫ аса.

    Ӗнтӗ пирӗн шанчӑк пурнӑҫланӗ. Курӑпӑр райра

    Чӑн-чӑн пурнӑҫа.

    ВӖҪӖНЧЕ ЮРЛАМАЛЛИ

    Пулатех, пулатех

    Чӑн пурнӑҫ.

    Пулатех, пулатех

    Чӑн пурнӑҫ.

    Пулатех, пулатех

    Чӑн пурнӑҫ.

    Пулатех, пулатех

    Чӑн пурнӑҫ.