Иеговӑшӑн мӗнпур вӑйран ӗҫле
Уҫласа илӗр:
1. Пӗчӗк чухнех эс чӑнлӑха пӗлтӗн.
Хыпар калаттӑн савӑнсах.
Пухура та пӗрмай ал ҫӗклеттӗн.
Кӗлтӑваттӑн эс яланах.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ УМӖН
Кайран эсӗ ӳсрӗн. Эс тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳсрӗн.
Ҫын алӑкне шакканӑ чух, тен, ҫӑмӑл марччӗ хушӑран.
Анчах та эс ҫирӗп пултӑн, мӗнпур вӑйна хутӑн.
Чаплӑ пуласлӑх сан пулӗ, эс Турӑпа пулсан.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хаклӑ мул евӗрлех эс Иеговӑшӑн.
Унран илӗн вӑй.
Эс уншӑн нумай тӑвайӑн, шан ҫеҫ ӑна.
Ӗненнине кура
Вӑл хаклать сана.
2. Йывӑрлӑхсем халь тата нумайрах сан,
Илӗртӳсем йӗри-тавра.
Ку сана аптратать пулсассӑн,
Кӗлтуса чунна уҫса пар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ УМӖН
Эс чӑнлӑхпа пурӑн — Турӑ пиллӗ, эсӗ курӑн.
Тупатӑнах телей эс уншӑн пурӑнсан.
Эс халиччен ӑслӑ пултӑн, мӗнпур вӑйна хутӑн.
Чаплӑ пуласлӑх сан пулӗ, эс Турӑпа пулсан.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хаклӑ мул евӗрлех эс Иеговӑшӑн.
Унран илӗн вӑй.
Эс уншӑн нумай тӑвайӑн, шан ҫеҫ ӑна.
Ӗненнине кура
Вӑл хаклать сана.
КАҪӐ
Иеговӑшӑн мӗнпур вӑйран ӗҫле.
Кулянмӑн куншӑн, эс савнӑҫна ҫеҫ хушӑн.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хаклӑ мул евӗрлех эс Иеговӑшӑн.
Унран илӗн вӑй.
Эс уншӑн нумай тӑвайӑн, шан ҫеҫ ӑна.
Ӗненнине кура
Вӑл хаклать сана.
КАҪӐ
Иеговӑшӑн мӗнпур вӑйран ӗҫле.
Кулянмӑн куншӑн, эс савнӑҫна ҫеҫ хушӑн.
Иеговӑшӑн мӗнпур вӑйран ӗҫле.
Кулянмӑн куншӑн, эс савнӑҫна ҫеҫ хушӑн.