Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Йӑнӑшран вӗрен

Йӑнӑшран вӗрен

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Йӑнӑшсем туман ҫынна

    Кӑтартайӑн-ши мана?

    Такӑнса ӳкни

    Мӗн иккенне пӗлет кашни.

    Халь эс те ҫав шутра.

    Эс тӑрайӑн, ан хӑра.

    Хӑвӑн йӑнӑшран вӗрен,

    Ил пулӑшу ҫӳлти Аттемӗртен.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ӳксен, тӑр часрах.

    Тӳрӗ ҫул сан умрах.

    Йӑнӑшран эс вӗрен.

    Сан пулать, ан шиклен.

    Пар Турра аллуна —

    Тӑрататех вӑл сана.

    Ак курӑн эс хӑвах:

    Эс пулатӑн вӑйлӑрах,

    Йӑнӑшран вӗренсен.

  2. 2. Ак ҫӗнӗ кун пуҫланчӗ.

    Кӑмӑлу сан хурланчӑк.

    Тен, иртни килет асна.

    Тавӑраймӑн-ҫке ӑна.

    Лайӑх шутласа пӑх:

    Иеговӑсӑр пит япӑх.

    Вӑл хатӗр пулӑшу пама,

    Сӑмахӗ ун кӑтартӗ ҫул сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ӳксен, тӑр часрах.

    Тӳрӗ ҫул сан умрах.

    Йӑнӑшран эс вӗрен.

    Сан пулать, ан шиклен.

    Пар Турра аллуна —

    Тӑрататех вӑл сана.

    Ак курӑн эс хӑвах:

    Эс пулатӑн вӑйлӑрах.

    КАҪӐ

    Эс йӑлтах хыҫра х(ӑ)варайӑн,

    Малалла утса пырайӑн.

    Сана Аттемӗр юратать,

    Ҫакна ан ман.

    Эс ӑна шан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ӳксен, тӑр часрах.

    Тӳрӗ ҫул сан умрах.

    Йӑнӑшран эс вӗрен.

    Сан пулать, ан шиклен.

    Пар Турра аллуна —

    Тӑрататех вӑл сана.

    Ак курӑн эс хӑвах:

    Эс пулатӑн вӑйлӑрах,

    Йӑнӑшран вӗренсен.

    Йӑнӑшран вӗрен.