Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпӗ пӗлетӗп: Иегова манпа

Эпӗ пӗлетӗп: Иегова манпа

Уҫласа илӗр:

  1. 1. «Мӗнле иртӗ-ши кун?» — шутларӑм ирпе.

    Вара кӗлӗ турӑм та тухрӑм килтен.

    Ыр хыпар калама чарасшӑн мана.

    Турӑ ман Пуҫлӑх, итлӗп ӑна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ парать канлӗх, лӑпкӑ ҫил пек йӑпатать чуна.

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ман мӗншӗн хӑрас?

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ман мӗншӗн хӑрас?

  2. 2. Эп ҫитрӗм киле. Кун иртрӗ чипер:

    Итлерӗ арҫын, сак ҫинче ларнӑскер.

    «Тӗл пуласчӗ тепре,— ыйтрӑм эп кӗлтуса.—

    Часрах пӗлтересчӗ ӑна чӑнлӑха».

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ парать канлӗх, лӑпкӑ ҫил пек йӑпатать чуна.

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ман мӗншӗн хӑрас?

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ман мӗншӗн хӑрас?

    КАҪӐ

    Ялкӑшса вут ҫунать пек ман чӗрере.

    Хастаррӑн сарам ун хыпарне.

    «Ҫитӗ» тесе вӑл хӑй каличчен

    Хӑюллӑн пӗлтерӗп ун ячӗ ҫинчен.

    Ман тӑвансем те усмаҫҫӗ алла.

    Эп, вӗсем пек, ҫирӗп пулса

    Шанчӑклӑн тӑрӑп Иегова енче,

    Пирӗн умрах-ҫке ҫӗнӗ тӗнче.

  3. 3. Выртиччен эп тав турӑм Туррӑма.

    Кӗлӗ тусассӑн сӳнтертӗм ҫутта.

    Мӗн ыран пуласса эпӗ пӗлмесп.

    Иегова манпа, ма шикленес?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ парать канлӗх, лӑпкӑ ҫил пек йӑпатать чуна.

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ман мӗншӗн хӑрас?

    Турӑ ман майлӑ пулсан, ҫук, эп хӑрамасп.