Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат

Ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Пирӗн пурнӑҫ халь ҫӑмӑл мар,

    Халран ярать ку хушӑран.

    Эп хам ӑшра шанчӑка чӗртсе

    Куратӑп ҫӗнӗ тӗнчене.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:

    Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;

    Кашни кун ирпе эс уҫатӑн куҫна,

    «Тав сана ҫӗн куншӑн!» — тетӗн ҫӳлелле пӑхса.

  2. 2. Нихӑҫан илтмен ман хӑлхасем,

    Курми пуласшӑн ман куҫсем.

    Кун ҫитӗ — илтӗп хитре кӗвве,

    Эп курӑп пурнӑҫ илемне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:

    Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;

    Кашни кун ирпе эс уҫатӑн куҫна,

    «Тав сана ҫӗн куншӑн!» — тетӗн ҫӳлелле пӑхса.

    КАҪӐ

    Халь ӗмӗтре кӑна эп утаяп,

    Анчах кӗҫех эп чупса каяп!

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:

    Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап,

    Хавассӑн ташлатпӑр, юрлатпӑр йӑл кулса,

    Савӑнатпӑр ырӑ пурнӑҫпа.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс ҫак вӑхӑта куҫ умне тӑрат:

    Эпир ҫап-ҫамрӑк, урӑх ҫук асап;

    Кашни кун ирпе эс калатӑн Турра:

    «Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн тавах сана!»