Свидетельсем ытларах чухне ытти пациентсенчен хӑвӑртрах сывалаҫҫӗ
АВСТРАЛИ. «Хӑйсем мӗне ӗненнине пула юн яма килӗшмен Иегова Свидетелӗсем ытларах чухне ытти пациентсенчен хӑвӑртрах сывалаҫҫӗ,— тенӗ 2012 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗнчи «Сидней морнинг геральд» хаҫатра.
Ҫав хаҫатрах Сиднейри университетри медицина факультетӗнчи профессор Джеймс Исбистер сӑмахӗсене илсе панӑ. Унта ҫырнӑ: «Джеймс Исбистер профессор тухтӑрсем юна ытлашши ҫухатас мар тесе Иегова Свидетелӗсене сипленмешкӗн чи лайӑх меслетсем сӗннине асӑрханӑ. Ҫавна пула, операци вӑхӑтӗнче юн янӑ пациентсемпе танлаштарсан, Свидетельсем хушшинче вилекенсем сахалрах пулнӑ тата вӗсем больницӑран хӑвӑртрах сывалса тухнӑ».
Ытти специалистсем те ҫаплах шутлаҫҫӗ. Чӗрине операци тунӑ Свидетельсем ҫинчен Америкӑри медицина ассоциацийӗ кӑларса тӑракан журналта 2012 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче акӑ мӗн ҫырнӑ пулнӑ: «Пӗрешкел чирпе чирлекен ытти ҫынсемпе танлаштарсан, Свидетельсем хушшинче чир шала каясси сахалрах пулнӑ тата вӗсем больницӑран хӑвӑртрах сывалса тухнӑ».