ХӐВӐРӐН ИНСТРУКТОРПА БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛИ КУРС
«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!»
Ҫак Библи вӗренмелли тӳлевсӗр курсран эсир ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлме пултаратӑр:
Чӑннипех телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?
Хӗн-асаппа усал ӗҫсем хӑҫан та пулин пӗтӗҫ-ши?
Эпӗ хамӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене хӑҫан та пулин каллех курма пултарӑп-ши?
Турӑ мана юратать-и?
Турӑ манӑн кӗлӗсене итлетӗр тесен манӑн мӗнле кӗлтумалла?
Тӳлевсӗр
Ҫак курс тӳлевсӗр. Сире «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» публикаци тата Библи кирлӗ пулсан, вӗсемшӗн те тӳлеме кирлӗ мар.
Майлӑ
Занятисене инструкторпа куҫа-куҫӑн е онлайн мелӗпе ирттерме пулать. Хӑҫан тата ӑҫта ирттермеллине эсир хӑвӑр суйласа илетӗр.
Ку сирӗн ирӗк
Эсир ҫак курса пӗтӗмпех вӗренсе тухасшӑн мар пулсан, ӑна кирек хӑш вӑхӑтра вӗҫлеме пултаратӑр.
Ҫак Библи вӗренмелли курс мӗнле иртӗ?
Сирӗн инструктор сире Библи вӗрентӗвӗсене пӗлме пулӑшас тесе сирӗнпе пӗр тема хыҫҫӑн теприне пӑхса тухӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» публикаципе Библи вӗренсе пынӑ май эсир Библи мӗне вӗрентнине тата ҫав пӗлӳсем сире мӗнле усӑ панине пӗлсе пыма пултаратӑр. Ҫак курс ҫинчен нумайрах пӗлес тесе ҫак видеона пӑхӑр е час-часах паракан ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине вулӑр.
Уроксенче мӗн каланине пӗлес килет-и?
Библи вӗренмелли курсӑн малтанхи урокӗсене пӑхса тухӑр.
Пуҫлама хатӗр-и?
Библи вӗренме пӗрремӗш хут калаҫса татӑлас тесе ҫак кнопка ҫине пусӑр.