Кам вӑл Михаил архангел?
Библире мӗн каланӑ?
Михаил вӑл — Иисус Христос пулас. Унӑн ҫавӑн пек ят ҫӗр ҫине килес умӗн пулнӑ тата тӳпене хӑпарнӑ хыҫҫӑн та унӑн ҫавӑн пек ят a. Михаил Моисей вилнӗ хыҫҫӑн Шуйттанпа тавлашнӑ тата пӗр ангела Туррӑн хыпарне Даниил пророка пӗлтерме пулӑшнӑ (Даниил 10:13, 21; Иуда 9). Михаил текен ят «Кам Турӑ евӗрлӗ?» тенине пӗлтерет. Михаил, ҫак ятпа килӗшӳллӗн, Туррӑн влаҫне хӳтӗлет тата Туррӑн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫать (Даниил 12:1; Ӳлӗмхи 12:7).
Иисус пирки Михаил архангел тесе калама мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине пӑхса тухӑр.
Михаил — архангел (Иуда 9). «Архангел» текен титул «тӗп ангел» тенине пӗлтерет. «Архангел» текен сӑмах Библире икӗ сӑвӑ йӗркинче ҫеҫ тӗл пулать. Кашнинче ҫак сӑмах пӗрреллӗ хисепре тӑрать. Апла пулсан, пӗр ангелӑн кӑна ҫакӑн пек титул пур. Ҫав сӑвӑ йӗркисенчен пӗринче Иисус пирки «архангел сассипе... пӗлӗт ҫинчен Ҫӑлакан Хӑй анӗ» тенӗ (1 Фессалоника 4:16, Ҫӗнӗ Сӑмах). Иисус тӳперен «архангел сассипе» анӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй архангел, Михаил.
Михаил ангелсен ҫарне ертсе пырать. «Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана [е Шуйттана] хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ» (Ӳлӗмхи 12:7). Михаилӑн тӳпере питӗ пысӑк власть пур, мӗншӗн тесен ун пирки «пӗрремӗш пуҫлӑхсенчен пӗри» тата «аслӑ пуҫлӑх» тенӗ (Даниил 10:13, 21; 12:1). Дейвид Он библеист каланӑ пек, ҫак титулсем Михаил «ангелсенчен тӑракан ҫарсен чи аслӑ ҫарпуҫӗ» пулнине кӑтартса параҫҫӗ.
Библире ангелсен ҫарне ертсе пыраканӑн теприн ятне те асӑннӑ. Унта «Иисус Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен Хӑйӗн хӑватлӑ ангелӗсемпе ялкӑшакан вут-ҫулӑмра килсессӗн... Вӑл тавӑрмаллипех тавӑрӗ» тенӗ (2 Фессалоника 1:7, 8; Матфей 16:27). Иисус «тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енче ларать, Ӑна ангелсем, пуҫлӑхсем, хӑватсем пӑхӑнса тӑраҫҫӗ» (1 Петр 3:21, 22). Турӑ святой ангелсене ертсе пыма пӗр-пӗринпе тупӑшма пултаракан икӗ пуҫлӑха, Иисуса тата Михаила, лартман пулӗччӗ. Апла пулсан, Михаил вӑл — Иисус. Ҫак шухӑш вырӑнлӑрах пек туйӑнать.
Михаил «халиччен пӗр халӑх та курман-пӗлмен хӗн-асап» вӑхӑтӗнче «ҫӗкленӗ» (Даниил 12:1). Даниил кӗнекинче «ҫӗкленӗ» текен сӑмахпа пӗр-пӗр ятарлӑ ӗҫ тума шут тытнӑ патша ҫинчен каланӑ чухне усӑ курнӑ (Даниил 11:2—4, 21). Иисус Христос, ун пирки «Турӑ Сӑмахӗ» тенӗ, «патшасенӗн Патши» пулнӑ май ятарлӑ ӗҫ тӑвӗ: вӑл Туррӑн тӑшманӗсене тӗп тӑвӗ тата Туррӑн халӑхне ҫӑлса хӑварӗ (Ӳлӗмхи 19:11—16). Ҫавӑн чухне «хӑрушла асап вӑхӑт пулӗ, ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук» (Матфей 24:21, 42).
a Библире каланӑ хӑш-пӗр ҫынсен темиҫе ят пулнӑ. Акӑ вӗсем: Иаков (ӑна Израиль тесе те чӗннӗ), Петр (ӑна Симон тесе те чӗннӗ) тата Фаддей (ӑна Иуда тесе те чӗннӗ) (Пултарни 49:1, 2; Матфей 10:2, 3; Марк 3:18; Апостолсен ӗҫӗсем 1:13).