Библи наукӑпа килӗшсе тӑрать-и?
Библире мӗн каланӑ?
Килӗшсе тӑрать. Библи вӑл наукӑпа тӗпчев ӗҫӗ мар пулин те, унта наукӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен каланӑ чухне вӑл яланах тӗрӗссине калать. Библи наукӑпа килӗшсе тӑнине тата Библире каланӑ наука факчӗсем ӑна ҫырнӑ чухне пурӑннӑ ҫынсем мӗне ӗненнинчен тӗпрен улшӑнса тӑнине кӑтартса паракан темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.
Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ (Пултарни 1:1). Анчах та авалхи нумай халапра Ҫут тӗнчене тунӑ тесе каламан, вӑл хаосран йӗркеленсе кайнӑ тенӗ. Вавилон ҫыннисем Ҫут тӗнчене ҫуратнӑ турӑсем икӗ океанран тухнӑ тесе ӗненнӗ. Ытти халапсем тӑрӑх, Ҫут тӗнче пысӑк ҫӑмартаран пулса кайнӑ.
Ҫут тӗнче халапсенчи турӑсене мар, ҫутҫанталӑк законӗсене пӑхӑнса тӑрать (Иов 38:33; Иеремия 33:25). Тӗрлӗ халӑхсен халапӗсем турӑсем тӑвакан ӗҫсене хирӗҫ — пӗлсе пӗтерме ҫук тата хӑш-пӗр чухне хаяр ӗҫсене хирӗҫ — ҫынсем нимӗн те тума пултараймаҫҫӗ тесе вӗрентеҫҫӗ.
Ҫӗр тӗнче уҫлӑхӗнче нимӗн ҫинче те ҫакӑнса тӑмасть (Иов 26:7). Авалхи халӑхсенчен нумайӑшӗ ҫӗр улӑп е чӗрчун ҫинче, сӑмахран, буйвол е тимӗр шапа ҫинче, тытӑнса тӑрать тесе ӗненнӗ.
Шыв океансем ҫийӗнчен тата ытти ҫӑлкуҫсенчен пӑсланса хӑпарса, кайран вара ҫӗр ҫине ҫумӑр, юр тата пӑрлӑ ҫумӑр пулса таврӑнать те юханшывсене юхса каять (Иов 36:27, 28; Екклесиаст 1:7; Исаия 55:10; Амос 9:6). Авалхи грексем юханшывсене ҫӗр айӗнчи океансенчи шывсем тултарса тӑраҫҫӗ тесе шутланӑ. Ҫакӑн пек шухӑш вара XVIII ӗмӗрччен тытӑнса тӑнӑ.
Тусем хӑпараҫҫӗ тата анаҫҫӗ, хальхи тусем вара тахҫан шыв айӗнче пулнӑ (Псалом 103:6, 8). Хӑш-пӗр халапсене илес пулсан, унта тусем халӗ мӗнле тӑраҫҫӗ, турӑсем вӗсене ҫавӑн пек тунӑ тенӗ.
Гигиенӑна тытса тӑни сывлӑха сыхлать. Авалхи Израиле панӑ законра вилене тӗкӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнмалла, ерекен чирпе чирлекен ҫынсене карантина лартмалла тата ҫын каяшӗсене тӗплӗн тасатмалла тенӗ (Левит 11:28; 13:1—5; Саккуна астутарни 23:13). Ҫав вӑхӑтрах Египетра тӳрленсе ҫитмен сурана тӗрлӗ япаласенчен тӑракан хутӑшпа сипленӗ, ҫав хутӑшра вара ҫын каяшӗ те пулнӑ.
Библире наука тӗлӗшӗнчен йӑнӑшсем пур-и?
Библие тӗплӗн шухӑшласа тӗпчени унта ҫавӑн пек йӑнӑшсем ҫуккине кӑтартса парать. Акӑ Библи пирки анлӑ сарӑлнӑ тӗрӗс мар шухӑшсенчен хӑш-пӗрисем:
Халап: Библире Ҫут тӗнчене ултӑ кун хушшинче тунӑ тенӗ.
Факт: Библире Ҫут тӗнчене хӑҫан тата хӑш вӑхӑтра туни ҫинчен каламан (Пултарни 1:1). Пултарни кӗнекери 1-мӗш сыпӑкра каланӑ кунсем вӗсем — вӑхӑт тапхӑрӗсем. Ҫав тапхӑрсем мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши пыни паллӑ мар. Унсӑр пуҫне, ҫӗрпе тӳпене тунӑ тапхӑр пирки те «кун» тенӗ (Пултарни 2:4, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).
Халап: Библире ӳсентӑрансене хӗвел пуличчен тунӑ тесе каланӑ, хӗвел вара фотосинтез валли кирлӗ (Пултарни 1:11, 16).
Факт: Библире каланӑ тӑрӑх, хӗвеле — «тӳпе» шутне кӗрекен ҫӑлтӑрсенчен пӗрне — ӳсентӑрансене тӑвичченех тунӑ (Пултарни 1:1). Хӗвелӗн сапаланса кайнӑ ҫути ҫӗр ҫийӗ ҫине пӗрремӗш «кун», е тапхӑр, вӑхӑтӗнче ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш «кун» тӗлне атмосфера уҫӑлса ҫитсен, ҫӗр ҫинче фотосинтез валли хӗвел ҫути ҫителӗклӗ пулса тӑнӑ (Пултарни 1:3—5, 12, 13). Каярахпа ҫеҫ хӗвел ҫӗр ҫинчен лайӑх курӑнма пуҫланӑ (Пултарни 1:16).
Халап: Библире хӗвел ҫӗр тавра ҫаврӑнса тӑрать тенӗ.
Факт: Екклесиаст 1:5-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Хӗвел тухать те, хӗвел анать, вӑл ӑҫтан тухнӑ, ҫавӑнтах васкать». Анчах та ҫакӑн пек калани хӗвел мӗнле куҫни ҫӗр ҫинчен мӗнле курӑнса тӑнине ҫеҫ сӑнласа парать. Халӗ те эпир, ҫӗр хӗвел тавра ҫаврӑнса тӑнине пӗлетпӗр пулин те, «хӗвел тухать» тата «хӗвел анать» тетпӗр.
Халап: Библире ҫӗр пирки лаптак тенӗ.
Факт: Библире питӗ аякри вырӑнсене сӑнласа парас тесе «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗрри» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ, анчах та ҫак сӑмахсем ҫӗр лаптак тата унӑн вӗҫӗ-хӗрӗ пуррине пӗлтермест (Апостолсен ӗҫӗсем 1:8). Ҫавӑн пекех «ҫӗрӗн тӑватӑ хӗрри» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ те ҫӗрӗн тӑватӑ хӗрри пуррине пӗлтермест. Эпир ҫак сӑмахсене вуланӑ чухне ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре пӗлтернине ӑнланатпӑр (Исаия 11:12; Лука 13:29).
Халап: Библире ҫавракӑшӑн вӑрӑмӑшӗ унӑн виҫӗ диаметрӗпе тан тенӗ, анчах та тӗрӗссипе вӑл диаметра пи (π) число ҫине, е 3,1416 ҫине хутланипе тан.
Факт: 3 Патшасен 7:23-мӗшӗнче тата 2 Ҫулсеренхи 4:2-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, шӑратса тунӑ «тинӗсӗн» диаметрӗ вунӑ чике тата «йӗри-тавралла... вӑтӑр чике тӑршшӗ» пулнӑ. Кунта пысӑкӑшне кӑтартакан цифрӑсем ҫывхартнӑ цифрӑсем пулас. Тен, ҫавракӑшӑн тӑршшӗне резервуарӑн шалти стенкипе, диаметра тулти стенкӑпа виҫнӗ.