Святойсене кӗлтумалла-и?
Библире мӗн каланӑ?
Ҫук. Библире Турра кӑна Иисус Христос ячӗпе кӗлтумалла тесе каланӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 6:9). Вӑл нихӑҫан та святойсене, ангелсене е Турӑсӑр пуҫне кама та пулин урӑххине кӗлтума вӗрентмен.
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла та каланӑ: «Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Турӑ Иисуса кӑна пирӗншӗн хута кӗме суйласа лартнӑ (Еврейсем 7:25).
Эпӗ Турра та, святойсене те кӗлтӑватӑп пулсан, вара мӗн пулать?
Вунӑ заповедьсенчен пӗринче Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, кӗвӗҫекен Турӑ» (Тухни 20:5). Турӑ пирки «кӗвӗҫекен Турӑ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Лопухинӑн «Толковая Библия» текен ӗҫӗнче ҫак сӑвӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ май, Турӑ ҫынсен «хӑйне ҫеҫ пуҫҫапмалли правӑна» хастаррӑн хӳтӗлет тенӗ. Турӑ хӑйне ҫеҫ пуҫҫапма — апла пулсан, хӑйне ҫеҫ кӗлтума — хушать (Исаия 48:11).
Эпир Турӑсӑр пуҫне кама та пулин урӑххине, калӑпӑр, святойсене е ангелсене, кӗлтӑватпӑр пулсан, Турра хурлантарнӑ пулӑттӑмӑр. Иоанн апостол ангела пуҫҫапасшӑн пулнӑ чухне ангел ӑна чарнӑ та ҫапла каланӑ: «Кун пек ан ту. Эпӗ — сана тата Иисус Христос ҫинчен пӗлтерсе тӑракан тӑванусене пулӑшса тӑраканӗ ҫеҫ. Эсӗ Турра пуҫҫап» (Ӳлӗмхине 19:10).