Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?

Илӗртӳсене хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?

 Павел апостол ҫапла ҫырнӑ: «Тӗрӗссине тӑвас тенӗ чухне хамра усаллине тӑвас туртӑм пуррине куратӑп» (Рим 7:21). Санӑн хӑҫан та пулин ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ-и? Ҫапла пулсан, ҫак статья сана илӗртӳсене хирӗҫ тӑма пулӑшӗ тата тӗрӗс маррине тӑвасран сыхлӗ.

 Санӑн мӗн пӗлмелле?

 Пире илӗртӳ хыҫҫӑн кайма час-часах ыттисем хистеҫҫӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ Библире «япӑх ҫынсемпе хутшӑнни нравственность тӗлӗшӗнчен пӑсса ярать» тесе ҫырнӑ (1 Коринф 15:33, сноска). Эпир кампа хутшӑнни, мӗн пӑхни, мӗн итлени тата мӗн вулани пирӗн ҫине витӗм кӳрет. Ҫаксем пурте пирӗнте тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм ҫуратма пултараҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем ыттисем хыҫҫӑн кайса япӑх ӗҫ тума та пултараҫҫӗ (Тухни 23:2).

 «Ҫынсен кӑмӑлне юрас тесе тата вӗсем сана йышӑнччӑр тесе ҫӑмӑлланах вӗсем тӑвакан ӗҫсене тума пулать» (Джереми).

 Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: ыттисем мӗн шутлани пирки ытлашши пӑшӑрханакан ҫынна мӗншӗн илӗртӗве хирӗҫ тӑма йывӑр пулма пултарать? (Ытарӑшсем 29:25).

 Пӗтӗмлетӳ. Нравственность нормисем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхма пуҫлас мар тесен тантӑшусене хӑв ҫине витӗм кӳме ан пар.

 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

 Хӑв мӗне ӗненнине лайӑхрах ӑнланма тӑрӑш. Хамӑр мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланмасан ыттисен аллинче марионетка пек пулма пултаратпӑр. Библири ҫак канаша тытса тӑни вара лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ: «Пӗтӗмпех тӗрӗслӗр; мӗн ырӑ, ҫавна туса тӑрӑр» (1 Фессалоника 5:21). Хӑв мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланатӑн пулсан, сана хӑв ӗненнипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата илӗртӗве хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

 Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: Туррӑн нравственность нормисене тытса тӑни хӑвна усӑ панине эсӗ мӗншӗн ӗненетӗн?

 «Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: хам мӗне ӗненнине ҫирӗп тытса тӑрсан тата илӗртӳ хыҫҫӑн каймасан, ыттисем мана ытларах хисеплеҫҫӗ» (Кимберли).

Библири тӗслӗх: Даниил. Турра итлеме ҫирӗп шут тытнӑ чухне Даниил яш ача пулнӑ пулас (Даниил 1:8).

Хамӑр мӗне ӗненнине лайӑх ӑнланмасан ыттисен аллинче марионетка пек пулма пултаратпӑр

 Хӑвӑн мӗнле ҫитменлӗхсем пуррине пӗл. Библире «яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑм» ҫинчен каланӑ (2 Тимофей 2:22). Вӑл питӗ вӑйлӑ пулма пултарать. Кунта ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл-туртӑм ҫинчен кӑна сӑмах пымасть. Яшлӑх ҫулӗсенче пулакан кӑмӑл-туртӑм шутне ыттисен кӑмӑлне каяс килни тата хӑв хатӗр мар пулнӑ ҫӗртенех аҫу-аннӳрен уйрӑм пурӑнасшӑн пулни, хӑв тӗллӗн йышӑнусем тӑвасшӑн пулни кӗрет.

 Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: Библире «кашнийӗ хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнӑ, илӗртнӗ чухне тӗрӗсленет» тенӗ (Иаков 1:14). Сана мӗнле кӑмӑл-туртӑм ытларах илӗртет?

 «Хӑвна хӑв улталамасӑр ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: мӗнле илӗртӳсене хирӗҫ тӑма сана уйрӑмах йывӑр? Унтан вӗсемпе мӗнле кӗрешмелли ҫинчен тӗпче, усӑ курас тенӗ шухӑшсене ҫырса хур. Вара тепрехинче, ҫав илӗртӳ сиксе тухсан, эсӗ ун хыҫҫӑн каяс мар тесен мӗн тумаллине пӗлӗн» (Сильвия).

 Библири тӗслӗх: Давид. Хӑш-пӗр чухне Давид ыттисем хистенӗ пек тунӑ тата хӑйӗн кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайнӑ. Анчах Давид хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен вӗреннӗ тата вӗсене тепре тӑвас мар тесе тӑрӑшнӑ. Давид Иеговӑна ҫапла кӗлтунӑ: «Ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту» (Псалом 50:12).

 Хӑвӑн пурнӑҫупа хӑв хуҫа пул. Библире ҫапла каланӑ: «Усала хӑвна ҫӗнтерме ан пар» (Рим 12:21). Урӑхла каласан, илӗртӳ хыҫҫӑн каяс-и, каяс мар-и — эсӗ хӑв шутласа хуратӑн.

 Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх: тӗрӗс маррине тӑвас килсе кайсан, эсӗ мӗнле майпа лару-тӑрӑва алла илме пултаратӑн?

 «Эпӗ илӗртӳ хыҫҫӑн кайсан, хама мӗнле туйма пултарасси ҫинчен шухӑшлатӑп. Хама лайӑхрах туйӑп-и? Ҫапла та пуль, анчах та самантлӑха ҫеҫ. Вӑхӑт иртсен вара мӗн пулӗ? Эпӗ хама питӗ япӑх туйӑп. Илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла-и вара? Паллах, ҫук!» (София).

 Библири тӗслӗх: Павел. Хӑш чухне Павел апостолӑн тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑл пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайман. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ хамӑн кӗлеткене чаратӑп, ӑна хама пӑхӑнакан тӑватӑп» (1 Коринф 9:27).

 Пӗтӗмлетӳ. Пурнӑҫ вӑл ҫул пек, эсӗ вара руль умӗнче ларатӑн. Ҫавӑнпа илӗртӳсенчен пӑрӑнса каймалла-и е ҫук, эсӗ хӑв суйласа илетӗн.

 Ан ман: илӗртӳсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ. «Хама аслӑ классенче илӗртнӗ япаласем халӗ мана пачах та илӗртмеҫҫӗ, — тет 20 ҫулхи Мелисса. — Эпӗ халӗ тӗл пулакан илӗртӳсемпе те ҫаплах пулӗ. Илӗртӳ хыҫҫӑн каймасан эпӗ кайран нимӗншӗн те ӳкӗнмӗп, ҫакӑн пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп».