Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнмаҫҫӗ?
Иегова Свидетелӗсем патшалӑхсене тата наци символӗсене хисеплеҫҫӗ. Эпир ыттисен патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнма, сӑмахран, ялава чыслама е гимн юрлама, ирӗк пур тесе шутлатпӑр.
Анчах та Иегова Свидетелӗсем ҫакӑн пек церемонисене хутшӑнмаҫҫӗ. Эпир ҫак церемонисем Библири принципсене хирӗҫлеҫҫӗ тесе ӗненетпӗр. Ыттисем эпир мӗне ӗненнине хисепленӗшӗн эпир питӗ пархатарлӑ, вӗт эпир те ыттисене, вӗсен шухӑшӗ пирӗннинчен уйрӑлса тӑрать пулин те, хисеплетпӗр.
Ҫак статьяра
Библири мӗнле принципсем ҫинчен сӑмах пырать?
Эпир хамӑра мӗнле тытни ҫине Библири икӗ принцип витӗм кӳрет:
Турра ҫеҫ пуҫҫапмалла, вӑл ҫакна тивӗҫлӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн Иегова Турруна пуҫҫап, пӗр уншӑн кӑна ӗҫлесе тӑр» (Лука 4:8). Присяга пани тата наци гимне юрлани ҫын пуринчен ытла тӑван ҫӗршывне шанчӑклӑ пулма сӑмах панине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсене совеҫӗ ҫакӑн пек церемонисене хутшӑнма чарать.
Тата Иегова Свидетелӗсем ҫапла шутлаҫҫӗ: ялава чыслани вӑл — йӗрӗхсене пуҫҫапни, йӗрӗхсене пуҫҫапнине вара Библи сивлет (1 Коринф 10:14). Хӑш-пӗр историксем наци ялавӗсем вӗсем тӗн символӗсем тесе шутлаҫҫӗ. «Национализма тӗнпе танлаштарма пулать. Унӑн тӗп символӗ тата пуҫҫапмалли тӗп япали — ялав»,— тесе палӑртнӑ Карлтон Хейс историк a. Дэниел Манникс пӗрремӗш христиансем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Христиансем [Рим] императорӑн генийне парнесем кӳме килӗшмен. Ҫакӑ хальхи вӑхӑтра ялава чыслама килӗшменнипе пӗрех» b.
Иегова Свидетелӗсем ялава чысламаҫҫӗ пулин те, вӗсем ӑна ҫунтармаҫҫӗ те, ирсӗрлетмеҫҫӗ те. Ҫавӑн пекех вӗсем ялава тата ытти наци символӗсене хисеплеменнине кӑтартмаҫҫӗ.
Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Библире каланӑ тӑрӑх, «Турӑ пӗр ҫынран мӗнпур халӑха пултарнӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:26). Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗр халӑх е наци ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламаҫҫӗ. Эпир ҫынсене вӗсем ӑҫта ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине кура уйӑрмастпӑр. Эпир пур ҫынна та хисеплетпӗр (1 Пётр 2:17).
Законра патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнмалла тесе каланӑ пулсан, мӗн тумалла?
Иегова Свидетелӗсем патшалӑха хирӗҫ тӑмаҫҫӗ. Эпир патшалӑхсен влаҫӗ Турӑ хунӑ йӗркен пайӗ тесе шутлатпӑр (Рим 13:1—7). Тата эпир христиансен патшалӑх влаҫне пӑхӑнмалла тесе шутлатпӑр (Лука 20:25).
Ҫӗршыв законӗсем Туррӑн законӗсене хирӗҫлеҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Хӑш-пӗр чухне патшалӑхран закона улшӑнусем кӗртме ыйтма пулать c. Ҫакна тума май килмест пулсан, Иегова Свидетелӗсем влаҫри ҫынсене хисеплесе ҫак принципа тытса тӑраҫҫӗ: «Пирӗн ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса тӑмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).
Иегова Свидетелӗсем халӑх пурнӑҫӗпе тата политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче кам майлӑ та пулин тӑраҫҫӗ-и?
Ҫук. Иегова Свидетелӗсем халӑх пурнӑҫӗпе тата политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ. Эпир присяга памастпӑр, ялава чысламастпӑр тата наци гимне юрламастпӑр. Ҫак церемонисене эпир политика активисчӗсем пулнӑран мар, вӗсем Библири принципсене хирӗҫленине пула хутшӑнмастпӑр.
a Hayes C. J. H. Essays on Nationalism. Нью-Йорк, 1966. С. 107—108.
b Mannix D. P. The Way of the Gladiator. Нью-Йорк, 2001. С. 212.
c Сӑмахран, «Триумф веры и мужества. 75 лет назад Верховный суд США вынес знаменательное решение» статьяна пӑхӑр.