Литература пичетлесе кӑларни ҫынсене пӗтӗм тӗнчипех Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшать
Ҫынсем пӗтӗм тӗнчипех Иегова Свидетелӗсен публикацийӗсене вулаҫҫӗ. Миллион-миллион ҫын, сирӗн пекех, электронлӑ кӑларӑмсене вулать. Апла пулин те сире эпир мӗн чухлӗ публикаци пичетлесе кӑларни тӗлӗнтерме пултарать. 2013 ҫулта эпир Библи ҫинче никӗсленнӗ литературӑна 700-е яхӑн чӗлхепе кӑларса тӑнӑ тата 239 ҫӗршывра салатнӑ.
1920 ҫулччен пире литературӑна суту-илӳ фирмисем пичетлесе панӑ. Ҫав ҫултан пуҫласа эпир хамӑрӑн журналсемпе брошюрӑсенчен хӑшӗ-пӗрисене Бруклинри (Нью-Йорк) тара илнӗ пысӑках мар ҫуртра хамӑр пичетлесе кӑларма пуҫларӑмӑр. Ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ пулнӑ, халӗ пирӗн 15 типографи — Австралире, Азире, Африкӑра, Европӑра, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑра.
Пирӗншӗн чи кирлӗ кӗнеке
Эпир пичетлесе кӑларакан кӗнекесенчен чи кирли вӑл — Библи. 1942 ҫулта пирӗн пичет станокӗсем ҫинче пӗрремӗш хут тулли Библи, «Яков патша Библине» акӑлчан чӗлхипе, пичетлесе кӑларнӑ. 1961 ҫулта пӗр томлӑ «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тухнӑ, ҫав ҫултан пуҫласа Иегова Свидетелӗсем Библие ытти чӗлхене куҫараҫҫӗ тата пичетлесе кӑлараҫҫӗ. 2013 ҫул тӗлне «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» 184 миллион ытла экземпляр 121 чӗлхепе кӑларнӑ.
Анчах та ҫакӑ кӑна мар-ха. Эпир кӑларакан Библисем питӗ ҫирӗп. Вӗсен страницисене лайӑх ҫыпҫӑнтарнӑ, вӗсем сарӑхмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене йӳҫек шӗвек ямасӑр тунӑ хутсем ҫинче пичетлеҫҫӗ. Ҫапла вара лайӑх пахалӑхлӑ Библи тухать, унпа нумай вӑхӑт хушши кулленех усӑ курма пулать.
Урӑх публикацисем
Эпир ҫынсене Библие ӑнланма пулӑшакан публикацисем те пичетлесе кӑларатпӑр. Акӑ 2013 ҫулти хӑш-пӗр цифрӑсем:
Пирӗн тӗп журнал «Хурал башни» 210 ытла чӗлхепе тухса тӑрать тата тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ журнал шутланать. 16 страницӑллӑ кашни кӑларӑмӑн тиражӗ — 45 000 000 экземпляра яхӑн.
«Хурал башнипе» пӗр вӑхӑтра тухса тӑракан «Вӑранӑр!» журнал иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Ӑна 99 чӗлхепе кӑлараҫҫӗ. Кашни кӑларӑмӑн тиражӗ 44 000 000 экземпляра яхӑн.
Библи вӗренмелли тӗп пособие, ҫемҫе хуплашкаллӑ 224 страницӑллӑ кӗнекене, вулакансене Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнланма пулӑшас тесе тунӑ. 2005 ҫултанпа 214 миллион экземпляр кӗнекене 240 чӗлхепе пичетлесе кӑларнӑ.
32 страницӑллӑ «Турра итле» брошюра япӑх вулакан ҫынсене пулӑшать. Унти илемлӗ ӳкерчӗксемпе вӗсен айӗнчи кӗскен ҫырса панисем Библири ансат чӑнлӑхсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак брошюрӑна 42 миллион ытла экземпляр 400 ытла чӗлхепе пичетлесе кӑларнӑ.
Ҫак публикацисемсӗр пуҫне Иегова Свидетелӗсем Библи вӗренекенсене хӑйсен ыйтӑвӗсен хурӑвӗсене тупма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тата ачисене вӗрентсе ӳстерме пулӑшас тесе тӗрлӗрен кӗнекесем, брошюрӑсем тата буклетсем пичетлесе кӑлараҫҫӗ. 2012 ҫулта Иегова Свидетелӗсен типографийӗсенче 1,3 миллиард ытла журнал тата 80 миллион ытла кӗнекепе Библи пичетлесе кӑларнӑ.
2012 ҫулта Иегова Свидетелӗсен типографийӗсенче 1,3 миллиард ытла журнал тата 80 миллион ытла кӗнекепе Библи пичетлесе кӑларнӑ.
Пирӗн типографисене экскурсие килсен, ҫынсем унта ӗҫлекенсен тӑрӑшулӑхӗ пирки тӗлӗнсе-ырласа калаҫҫӗ. Ҫав арҫынсемпе хӗрарӑмсем пурте хӑйсен вӑхӑчӗпе тата вӑйӗпе ҫав ӗҫе тума усӑ кураҫҫӗ, ҫавна хӑйсен ирӗкӗпе тӑваҫҫӗ. Вефиле (ҫакӑ «Турӑ ҫурчӗ» тенине пӗлтерет) килнӗ чухне вӗсенчен нумайӑшӗн типографири ӗҫсене тума опыт пулман. Анчах вӗренӳ программи те, унти условисем те ӗҫе хӑнӑхса пыма тата ӑна лайӑх тума пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, 20—30 ҫулсенчи ҫын пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӗҫлекен пичетлемелли машинӑпа ӗҫленине час-часах курма пулать, ҫав машина вара пӗр сехет хушшинче 16 страницӑллӑ журнала 200 000 экземпляр туса кӑларма пултарать.
Литература пичетлесе кӑларма укҫа-тенкӗ ӑҫтан илеҫҫӗ?
Иегова Свидетелӗсем хӑйсен пӗтӗм тӗнчери ӗҫне харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ. 1879 ҫулхи августри «Сион хурал башнинче» (халӗ «Хурал башни») ҫырнӑ: «Эпир „Сион хурал башнине“ кӑларма ИЕГОВА пулӑшнине ӗненетпӗр, ҫавӑнпа эпир нихӑҫан та ҫынсене пулӑшма ыйтмӑпӑр та, тархасламӑпӑр та». Эпир халӗ те ҫаплах шутлатпӑр.
Мӗншӗн эпир ҫак ӗҫе тума питӗ нумай вӑхӑт, укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр тата вӑй хуратпӑр? Пирӗн типографисенче пичетлесе кӑларнӑ е сайтри миллион-миллион Библирен е кӗнекерен пӗрне вулани сире Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшассине эпир шанатпӑр.